«Çиччĕ илтиччен пĕрре килсе кур!»

Ĕнер Шупашкарти «Контур» суту-илÿпе курав комплексĕнче регионсен хушшинчи «Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» XXIII курав уçăлчĕ. Ăна

Ĕç çыннин çулталăкне халалланă.

Продукцие тупăшлă та ăнăçлă вырнаçтарас тесен ку чухне выставкăсене хутшăнса халăха паллаштарсах тăмалла. Унсăрăн бизнес ăнăçлă аталанаймĕ. «Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» курава çак тĕллеве асра тытса çулленех Республика кунĕ умĕн йĕркелеççĕ. Пирĕн таварпа паллашма хăнасем çĕршыври тĕрлĕ регионтан, чикĕ леш енчен килеççĕ.

- Выставка ирттересси йăлана кĕчĕ. Регионсем кунтан чи лайăххине илсе килеççĕ, пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсене танлаштарса хаклаççĕ. Апла пулсан экономика аталанать, инвестици илĕртÿлĕхне туса хурать. Итали делегацийĕ санкцие пăхмасăр пирĕн çĕршывпа, вăл шутра Чăваш Енпе те, сыпăнтарнă çыхăнăва çирĕплетесшĕн, - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев курава уçнă май.

Мероприятие РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, ЧР вице-премьерĕ - экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, яваплă ытти çын хутшăнчĕç.

- Курав пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Халăх: «Çиччĕ илтиччен пĕрре килсе кур!» - тени тÿрре килет. Паллашас тесен кунта темĕн те пур. Çакă пурнăç пĕр вырăнта тăманнине, производство малалла аталаннине çирĕплетет, - терĕ Вадим Николаев.

Республика ертÿлĕхĕ, хăнасем комплексра районсемпе хула округĕсен, Итали компанийĕсен, организацисемпе предприятисен, федераци суб<екчĕсенчен килнисен экспозицийĕсемпе паллашрĕç. Пĕлтĕр 235 компани хутшăннă, кăçал та йыш пысăк. Республикăран кăна 150 ытла организаци хăйĕн таварне кăтартать.

Мари Элри Силикатное поселокĕнче пурăнакан Мария Соловьева маркетолог кунта çулленех килет.

- Эпир кирпĕч, блок, çилĕм, ытти продукци кăларатпăр. Вĕсене Чăваш Енрен те пырса туянаççĕ, - терĕ вăл.

Курав çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕччен ĕçлет.

 

В.ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.