Çиçĕмрен хÿтĕленме

Статистика тăрăх аçа çиçĕм çапса вилекенсем çул-йĕр аварийĕнче вилекенсенчен пин хут сахалрах. Апла пулин те çулла хутран-ситрен аслати вăйлă кĕмсĕртетсе сехĕрлентеретех. Аслатиллĕ, çиçĕмлĕ çумăр чухне асăрхануллă пулмаллине астутарать. Асăрханулăх йĕркине аса илни пăсмĕ.

Вăйлă çиçĕм чухне çÿллĕ япаласем çумне пытанма юрамасть. Йывăç, юпа, вышка т. ыт. те çиçĕме хăйсем çине туртса илме пултараççĕ. Уйрăм тăракан япала — пушшех те. Çиçĕм ытларах юмана, чăрăша, хыра, тиреке çапать. Хурăнпа вĕренене çапни сайра тĕл пулать.

Уйра пулсан çиçĕм вăхăтĕнче чупма юрамасть. Автомобильпе çÿрекенĕн те май пулсан чарăнма тăрăшмалла. Аслатиллĕ çумăр килнĕ чухне шыва кĕме юрамасть. Çиçĕм хăвачĕ шыв тăрăх вăйлă сарăлать. 3000 метра çитиех. Шывран аяккарах пăрăнма тăрăшмалла. Тăвайкиллĕ вырăна, типĕ чуллă хăйăрлă çĕре тăмалла. Вăрманта тĕмсен айне тĕршĕнмелле.

Çуртсене çиçĕмрен упрама /молниеотвод/ çÿллĕ шăчă лартмалла. Шăчăн тăррине тимĕр çапмалла, ăна çĕре яракан проводпа çирĕплетмелле. Аслатиллĕ çумăр чухне çиçĕм туртакан шăчăран аяккарах тăмалла. Килте электроприборсене, çутăна сÿнтермелле, уçă чÿречесене хупмалла. Кăмака, мунча хутма, кăвайт чĕртме юрамасть. Ăшă тĕтĕм — лайăх проводник, çиçĕме туртать.

Çак ансат йĕркене пĕлни аçа-çиçĕмрен упранма пулăшĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.