Чÿречесене хĕле хатĕрлетпĕр

Чÿречесене хĕле мĕнле хатĕрлемелли çинчен В.В.Иванов инженер-строитель каласа пачĕ.

Ăшшăн иккĕ виççĕмĕш пайĕ чÿрече кантăкĕпе рама, икĕ рама, рамăпа коробка хушшинчи çурăксенчен тухса каять. Кантăка пĕлсе лартни тата чÿречесене хĕл каçма хатĕрлени ăшă перекетлеме пулăшать. Чÿречесене питĕрес умĕн коробкăпа рамăсене тата вĕсен хушшинчи хушăксене тĕплĕн тĕрĕслемелле, кирлĕ пулсан - юсамалла.

Хушăксене питĕрме поролон е пенополиэтилен тăрăхĕсемпе усă курсан лайăхрах. Ăна хуçалăх таварĕсен лавккисенче сутаççĕ. Вăл çилĕмлĕ е унсăр та пулать. Поролон хăйăва чÿрече е балкон алăкĕн хашакĕ /коробки/ çине уçăлма чармалла мар хурса тухмалла. Поролона пăтапа çирĕплетме юрамасть, вăл тачă хупăнма чăрмантарать, сивĕ кĕртет. Çилĕмпе е чÿречепе алăка сарланă тĕслĕ çуллă сăрăпа çыпăçтарма меллĕрех. Малтан балконпа чÿрече коробкине çилĕмпе е сăрăпа сĕрмелле, унтан ун çине поролон çыпăçтармалла. Юлашкинчен балкон алăкне е чÿрече рамине питĕркĕчпе хупмалла. Çилĕм хытсан поролон çирĕпленсе ларать. Форточкăна та çапла çыпăçтарма юрать.

Чÿрече рамине е балкон алăкне хĕлле уçас темесен хушăксене мамăк е пусма татăкĕсенчен каснă хăюсем чиксе тултарса çиелтен шпалер çилĕмĕпе хут çыпăçтарма пулать. Силикат çилĕмĕ юрăхсăр, вăл кантăка тĕксĕмлетет.

Хушăксене хут тултарма та юрать. Малтан хут тăрăхĕсем касса хатĕрлемелле, вĕсене шывра ислетмелле, унтан алăпа пăрса сăрăхтармалла та хушăксене тултармалла. Вăл типсен çиелтен хут тăрăхĕ çыпăçтармалла. Шурă пусмаран хăю касса çыпăçтарма пулать. Ăна супăньпе лайăх сĕрмелле те хушăка хупласа çыпăçтармалла.

Нумайăшĕ чÿречесене пластилинпа питĕрет. Вăл хытмасть, лайăх хăйпăнать, унпа темиçе хутчен те усă курма пулать.

Тепĕр рецепт та сĕнетпĕр. Пĕр пай çăнăхран тата икĕ-виçĕ пай вĕтĕ хăйăртан чуста хатĕрлĕр. Çак хутăша кăштах вĕри шыв ярса хытă пуличчен алăпа çăрăр. Вăл йывăç çумне лайăх çыпăçать, типсен çурăлмасть. Çуркунне ăна тасатма ăшă шывра йĕпетнĕ çĕтĕкпе е кистĕкпе темиçе хутчен сĕрмелле. Йĕпетнĕ хыççăн çăмăллăнах сĕвĕнет, йĕр хăвармасть.

Чÿрече кантăкĕсене рамăсем çине замазкăпа лайăх сĕрнине те тĕрĕслеме ан манăр. Хăшпĕр вырăнсенче вăл çурăлнă е хăйпăннă пулсан, çĕнĕрен сĕрĕр. Ăна çĕçĕпе касса илсе алăпа çемçетĕр те питĕрмелли вырăна хурăр. Тикĕслеме çĕçĕ меллĕ. Паха замазка татăлмасăр тикĕсленет. Йывăç çумне çирĕп хытса ларать, типсен çурăлмасть.

Чÿречесене çĕрле хупкăçпа питĕрмелле тусан аванрах. Вĕсене хулăн хăмаран, хушăксăр тата тачă хупăнмалла тумалла. Хупкăçпа питĕрни ăшша, кăнтăрлахипе танлаштарсан, виçĕ-тăватă хут ытла перекетлеме пулăшать.

Балкон алăкне тата чÿречесене çÿлте асăннă меслетсемпе питĕрсен, пурăнмалли пÿртре е хваттерте ăшă пулнине тÿрех туятăр.

Чÿречене медицина пластырĕпе тата маляр скотчĕпе çыпăçтарни тĕрĕс мар. Медицина пластырĕ чÿрече хашакĕ çумне питĕ хытă çыпăçса ларать. Çуркунне вистенĕ чухне сăрăна хăйпăтса кăларать. Скотчăн çилĕмĕ вара хăвăрт типет. Тепĕр чухне пĕр уйăхранах хăпма пуçлать, çĕнĕрен çыпăçтарма тивет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.