Чылайăшĕ айăпа йышăнмасть
Ака уйăхĕн 20-29-мĕшĕсенче республикăра çурхи сунар тапхăрĕ иртрĕ: сунарçăсем кайăк кăвакалпа ăсан аçине, кăрăпчака, хур кайăка тытрĕç. Чĕр чун тĕнчине хÿтĕлекенсем картран тухнисемпе мĕнле кĕрешеççĕ-ха? «Хыпарăн» çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче тухнă номерĕнче ку ыйтăва ЧР сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Анатолий ПАВЛОВ хуравланă.
- Кăçалхи тăватă уйăхра сунар йĕркине пăснă пирки административлă 111 ĕç пуçартăмăр. Ака уйăхĕнче саккуна пăснă 72 тĕслĕхе, вăл шутра сунар вунă кунлăхĕнче 58 шута илтĕмĕр, - терĕ Анатолий Алексеевич. - Служба ертÿçи 64-шне пăхса тухса айăплисене 159,5 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Следстви органĕсене уголовлă икĕ ĕç пуçарма материал ярса патăмăр. Служба çурхи сунар тапхăрĕнче кайăк кăвакалпа ăсан аçине, кăрăпчака, хур кайăка кашни акарçă çÿреме пултаракан лаптăксенче тытма 2431 çынна ирĕк пачĕ. Сунар йĕркелеме ирĕк паракан документра чи нумай миçе тытмаллине палăртнă. Вĕсем Хальхи вăхăтра кайăкçăсем сунар правипе еплерех усă курнине пĕлтереççĕ. Çывăх вăхăтра миçешне тытнине уçăмлатăпăр.