Чупу çулсерен пин-пин çынна пĕрлештерет

27 Авăн, 2016

Сăнанă тăрăх, кашни çул Пĕтĕм Раççейри Наци чупăвĕ вăхăтĕнче уяр та хĕвеллĕ çанталăк тăрать. Кăçал та ăмăр кунсем хыççăн пирĕн республикăна ăшă килчĕ, спорт уявне хĕвел илемлетрĕ.

Йăлана кĕнĕ ăмăрту Шупашкарти чи илемлĕ вырăнта — Анне палăкĕ умĕнче — иртрĕ. Спорт уявне ватти-вĕтти, ашшĕ-амăшĕпе вĕсен пепкисем, тĕрлĕ предприяти-организаци ĕçченĕсем, шкул ачисемпе студентсем, çамрăк спортсменсемпе сывă пурнăç йĕркин хастарĕсем пухăнчĕç. Вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Олимпиада Иванова саламларĕç.

— Чăваш Енре кашни виççĕмĕш çын сывă пурнăç йĕркине пăхăнать, вĕсен йышĕ çултан-çул ÿссе пырать. Спортпа туслă пулни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Наци чупăвĕ çулсерен пин-пин çынна пĕрлештерет. Çакнашкал ăмăртусенчех чемпионсем çуралаççĕ. Чупăва хутшăнни ĕçре тата вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантартăр, — терĕ Михаил Васильевич пурне те ăнăçу суннă май. Вăл та ыттисемпе пĕрле VIP-чупăва тăчĕ. Унта паллă спортсменсемпе тренерсем, депутатсемпе тĕрлĕ министерство ĕçченĕсем, предприяти-организаци ертÿçисем хутшăнчĕç.

Яланхи пекех атлетсем тĕрлĕ дистанцире вăй виçрĕç: çамрăксем 4000 метра чупрĕç, пĕчĕккисемпе аслисем пĕр çухрăма парăнтарчĕç. Чи малтан старта шкул ачисем тухрĕç. Хĕрачасен ушкăнĕнче Çĕнĕ Лапсарта пурăнакан Дарья Васильева кăçал та чемпион пулса тăчĕ. Сăмах май, унăн тренерĕ Наталья Кузьмина та ку ăмăртура кашни çул çирĕп вăй-халĕпе палăрать. Асăннă дистанцие 48-мĕш шкулти Анна Шмагина иккĕмĕш вĕçлерĕ. 33-мĕш шкулта пĕлÿ илекен Екатерина Скугарова виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Унăн вĕрентекенĕ Лариса Мышева каланă тăрăх — ачасем ку ăмăртура кашни çул тупăшаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. «Наци чупăвне хутшăнни вĕсен спортри ăсталăхне аталантарать, пысăк ăмăртусенче çĕнтерме вăй-хал хушать», — терĕ педагог.

Арçын ачасен тупăшăвĕнче Михаил Ефимов, Вадим Михайлов, Кирилл Скрябин мала тухрĕç. Хĕрсен ăмăртăвĕ те хĕрÿ иртрĕ. 4000 метрлă дистанцире финиша Екатерина Степанова чи пĕрремĕш çитрĕ. Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç тăрăхĕн пики, халĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Наталья Никитина пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарчĕ. Яшсен ăмăртăвĕнче чи сумлă парнесене икĕ Александр Васильев тата Николай Семенов тивĕçрĕç.

Ăста спортсменсем валли уйрăм дистанци хатĕрленĕ — 6-12 çухрăм. Унта çĕршыв чемпионачĕсемпе кубокĕсенче хăйсен вăйне тĕрĕслекен атлетсем вăй виçрĕç. Калăпăр, Раисия Иванова, Олег Ильин, Сергей Спиридонов хăйсен ушкăнĕсенче Наци чупăвĕн призерĕсем пулса тăчĕç.

«Чи çамрăк спортсмен» ята икĕ çула çитеймен Вика Михайловăпа 2-ри Егор Еремеев тивĕçрĕç. «Ачасене мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентетпĕр. Бассейна шыва кĕме час-час çÿретпĕр, канмалли кунсенче велосипедпа ярăнма юрататпăр. Çемьесен хушшинче иртекен ăмăртусене хаваспах хутшăнатпăр», — пĕлтерчĕ С.Михайлов.

Чупăвăн яланхи хастарĕсене Леонид Никифоровпа Миранда Кольцовăна çамрăксен ăмсанмалли кăна юлать. Сакăр теçетке çул урлă каçнăскерсем паянхи кун та хăйсене аван туяççĕ, спортпа туслă пулни вĕсене пурăнма вăй парса тăрать.

Ассоль ятлă йытă та хуçисемпе пĕрле ăмăртăва тухнă. Кореневсен тăватă ураллă тусĕ спорт уявне иккĕмĕш хут хутшăнать. «Çынсенчен пĕрре те ютшăнмасть вăл, çавăнпа унран хăрамаççĕ. Вăл залив хĕрринче уçăлса çÿреме юратать, выляма кăмăллать», — пĕлтерчĕ О.Коренева.

Пĕтĕм Раççейри Наци чупăвĕ район-хулара та пысăк шайра иртнĕ. Тĕслĕхрен, Куславкка тăрăхĕнчи спорт уявĕнче 1500 ытла çын савăннă. Ĕç коллективĕсемпе çемьесем, шкул ачисемпе çамрăк спортсменсем, ертÿçĕсемпе депутатсем тĕрлĕ дистанцире хăйсен вăйне тĕрĕсленĕ. Калăпăр, районти тĕп больница ĕçченĕсем пысăк йышпах тухнă. “Паянхи çамрăксене хамăрăн тĕслĕх кăтартмалла. Сывлăхлă пулас тĕллевпе кашни кун зарядка туса ÿт-пĕве çирĕплетни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Паянхи пек ăшă та хĕвеллĕ кунсенче Атăл хĕрринче чупсан тата аванрах”, — тенĕ больницăн тĕп тухтăрĕ Марина Макарова.

ЧР Спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — Наци чупăвне Чăваш Енре пурăнакан 60 пине яхăн çын хутшăннă. Çак хисеп çултан-çул пысăкланать. Спортпа туслисен йышĕ кăна мар, сывă çынсен шучĕ те ÿсессе шанас килет.

  Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.