Чунтан савăнар пĕрле

Ака-суха вĕçленсен ĕлĕкрен кĕрекене ларнă, ĕççи ăнăçлă вĕçленнине паллă тунă. Уй-хирте техника шавĕ вăхăтлăха шăпланнă май Элĕксем те «Акатуя» пуçтарăнчĕç. Анлă лапамра капăр тумлă çынсене ир-ирех хаваслă юрă-кĕвĕ кĕтсе илчĕ. Ретĕн-ретĕн вырнаçнă палаткăсем умĕнче хĕрсех суту-илÿ пычĕ.

Юрă, ĕç, спорт уявĕнче никама та кичем пулмарĕ темелле. Уява çитнĕ хăнасем те - ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин, ялхуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Мидуковпа Николай Ванеркин, «Элĕк ачи» ентешлĕх председателĕ Владимир Иванов тата ытти те - аякран пăхса тăмарĕç: калитке юсарĕç, алăпа тырă авăртрĕç, утă çулчĕç, милĕк çыхрĕç. Ял çыннин кулленхи ĕçне ыттисемпе пĕрле хаваспах пурнăçларĕç. Ара вĕсем те ялтан тухнă мар-им?

Паллă уява уçнă май Элĕк район пуçлăхĕ Александр Куликов çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Кăçал çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 6 685 гектар çинче акса хăварнă. Палăртнине туллин пурнăçланă. Çĕрулмине 648 гектар çинче лартма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ ?66,1 процент%. Кĕрхисене апатлантарасси те вĕçленсе пырать. Халĕ хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Кĕске хушăра 700 тонна сенаж хывнă. Район пуçлăхĕ ĕçченсене тăрăшса вăй хунăшăн, ака-сухана вăхăтра туса ирттернĕшĕн чĕререн тав турĕ, уявпа саламларĕ. Хăнасем те çĕр çыннисене ăшшăн саламларĕç, акса-лартса хăварнинчен пысăк тухăç илме сĕнчĕç.

Пултаруллă çынсене çулсерен «Акатуйра» чысласси йăланă кĕнĕ ĕнтĕ. РФ Ялхуçалăх министерствин Хисеп Грамотине Раççей ялхуçалăх центрĕн Элĕкри филиалĕн агрономĕ Людмила Андреева, «Новый путь» предприятин тĕп бухгалтерĕ Алевтина Егорова тата механизаторĕ Станислав Филиппов, Ульянов ячĕллĕ хуçалăх механизаторĕ Константин Порфирьев, район администрацийĕн ялхуçалăх пай пуçлăхĕ Анатолий Порфирьев илме тивĕçрĕç. Ĕçре хастаррисене ытти награда та парса чысларĕç. Ку тăрăхра вăй хуракан виçĕ çемьене ?Афанасьевсене, Федоровсене, Семеновсене% çурт-йĕр çавăрма федераци программипе социаллă тÿлев сертификатне пачĕç. Фермер ĕçне пуçăнакан Елена Якимова вара хуçалăхне аталантарма пĕр млн тенкĕ ытла патшалăх пулă¬шăвне илчĕ.

Ташă-юрă ăстисем пуçтарăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Сцена çине паллă эстрада юрăçисем те тухрĕç.

«Алă ăстисен урамĕнчен» те халăх та¬тăлмарĕ. Тĕрлесе, йывăçран касса тунă эрешсем, ытти хатĕрсем - куçа илĕртеççĕ. Кăмăла кайнисене хаваспах туянчĕç. Чăвашсен апат-çимĕçне, килти сăрана хапăлласах астиврĕç. Спорта кăмăллакансем вара тĕрлĕ ăмăртура вăй виçрĕç. Хаваслă кулă, çепĕç юрă нумайччен шăпланмарĕ. Тулли кăмăлпа саланчĕç çынсем уявран. Умра - утçи. Сывлăш çавăрса илнĕ хыççăн каллех хĕрÿ тапхăра кÿленме те вăхăт.

Вăрнар районĕнчи ĕçпе юрă уявне Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев та хутшăннă. Тăрăшуллă çынсене патшалăх награди парса хавхалантарнă вăл. «Чăваш Республикин механизаторĕ» хисеплĕ ята ку тăрăхран Анатолий Романов ?«Мураты» хуçалăх%, Алексей Шашков ?«Санары» агрофирма% тивĕçнĕ. Çак кун «Ĕç ветеранĕ» удостоверенине илекенсем те самай пулнă. Ял тăрăхĕсем «хăна картишĕсенче» чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, культурипе, апат-çимĕçĕпе тĕплĕн паллаштарнă. «Илемлĕхе упрамалла, ÿстерсе пымалла, ăруран ăрăва памалла», - тенĕ Михаил Васильевич вĕсен пултарулăхне хакласа.