Чунтан парăннисем

21 Пуш, 2014

Кашни кăларăмра тенĕ пек вулакансене хаçат-журнал çырăнмаллине аса илтеретпĕр. Пĕр çур çула ирттерсе яратпăр кăна теприншĕн пăшăрханма пуçлатпăр: информаципе технологи ĕмĕрĕнче – Интернет тыткăнĕнче – пурăнатпăр-çке. Компьютера ярса пĕр сăмах çеç пичетле – вун-вун хыпар сиксе тухать. Çам-рăксем çапла тăваççĕ те – хăйсене мĕн кирлине пĕтĕмпех тĕнче тетелĕнчен пĕлеççĕ. Аслă ăру çыннисемшĕн вара пичет кăларăмех хаклă. Кирек хăш вăхăтра алла илме, кирлĕ пулсан кăранташпа йĕрлеме май пуррипе паха вăл. Пенси укçине те почтальон аллинченех илесшĕн ватăсем. Мĕн пур хыпар-хăнара пĕлекен çынпа виç сăмах хушниех мĕне тăрать. Чĕрĕ калаçăва мĕн çитĕ!

 

Айлатнипе ĕç тăваймăн

Светлана Степанова кунсерен 26 çухрăм утать. Элĕкри Гагарин урамĕнчен пуçласа Витеçуч ялĕ таран килĕрен киле çитет.

Шăмат кунсерен ăна çиччĕмĕш класра вĕренекен ывăлĕ пулăшать. «Хам пенси панă хушăра вăл хаçатсем валеçет», – тет С. Степанова. Пилĕк ачине пĕчченех пăхса ÿстерет хĕрĕхри хĕрарăм. Иккĕшĕ шкула çÿреççĕ, пĕри – ача садне, кĕçĕннисем – Артемийпе Арсений йĕкĕрешсем – çулталăк çурăран çеç каçнă-ха. Элĕкре икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнаççĕ. Кредитпа туяннă ăна. Татăлса пĕтмен-ха. «Аптрамастпăр, патшалăх та пулăшать, пĕр ача укçи уйăхсерен кредит тÿлеме кайса пырать. Çемьене тăрантаракана çухатнăшăн паракан укçа та пулăшу. Ачасене пăхма Тукачра пурăнакан анне пулăшать. Турра шĕкĕр, ялĕ инçе мар. Пурнăçа ÿпкелеместĕп», – айлатасси-хашлатасси асра та çук хĕрарăмăн.

Тĕрĕсрех каласан, вăхăчĕ те çук. Аслă хĕрне качча панăскер халĕ хăй те кукамай ята илнĕ. Хĕрне пулăшассишĕнех пĕр кредичĕпе татăлмасăрах теприне илме ăшталанать.

Уйăхне 13-15 пин тенкĕлĕх тавар, 5-7 пин тенкĕлĕх хаçат-журнал сутать Светлана Анатольевна. «Сирĕн хаçата юратаççĕ, çитес çур çул валли çырăнтарма пуçăннă. Пенси валеçмессерен пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çырăнтаратпăр. Хăшĕсем хăйсемех аса илтереççĕ. Алевтина Игнатьева ав кашни çулах «Тăван Атăл» çырăнать. Ача-пăча журналĕсене ыйтакансем пурри те савăнтарать. Хальчченхинчен кая мар çырăнтарма тăрăшăпăр», – пĕтĕмлетет почтальонка каймаллине систерсе.

 

Ăçта хĕстерсе хăвармалла?

Элĕкри тĕп урамра пурăнакансене хаçат-журналпа Цилия Викторова тивĕçтерет (тĕлĕнтермĕш ята ăна ашшĕ парнеленĕ, банкра çакнашкал ятлă паллă çын ĕçленĕ-мĕн). Почтальон сумкине çакнăранпа 18 çул ĕнтĕ. Аллинче яланах икĕ хутаç. Пĕринче çырăнса илнисем валли, тепринче – сутмалли. Сутмалли чыхса тултарни çырăннисем валли илнинчен те хулăнрах курăнать. «Паян икĕ пин тенкĕлĕх илтĕм-ха, çитĕ-ши? Çынсем хăйсем ыйтса илеççĕ», – тет Цилия Ивановна сумлă хутаçне кăтартса. Районти организацисем тăрăх каяканскерĕн сутлăх хаçат-журналне, чăн та, хăвăрт илсе пĕтереççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ уйăхне 17-18 пин тенкĕлĕх те сутать. Уйрăмах ача-пăчапа сĕнÿ-канаш кăларăмĕсене килĕштереççĕ иккен. Туянакансенчен ытларахăшĕ хĕрарăмсем.

Икĕ-виçĕ хутлă çĕнĕ çуртсенче почта ешчĕкĕсем çукки пăшăрхантарать почтальона. Кашни хваттер алăкне шаккама тивет. Килте пулсан уçĕç-ха. Пулмасан? «Кам ăçта ĕçленине пĕлетĕп те чылай чухне çыннисене ĕç вырăнĕнче тытма тăрăшатăп», – тет Цилия Ивановна. Нушаллă паллах, анчах почта ешчĕкне камăн лартмаллине паян кун та уçăмлатаймаççĕ. Коммуналлă хуçалăх тытăмĕ ку ĕçе хăй çине илесшĕн мар, почта ахаль те чухăн, çуртра пурăнакансен пĕрле пухăнса укçа пухма хевте çитмест. Хаçат валеçекен малашне те нуша куртăрах тени ĕнтĕ ку.

Ку чухне Интернет урлă япала çыртарса илекенсен йышĕ ÿссе пырать. Элĕк тăрăхĕнче унашкал заказсемпе тата ЕМSсемпе (васкавлă документсемпе посылка таврашне вырăна хăвăрт çитересси) ытларах Цилия ĕçлет. Китайран тем те пĕр çырăнса илеççĕ: алла çыхмалли сехетрен пуçласа тăхăнмалли таранах. Хамăр çĕр-шывринчен чылай йÿнĕрех пулнипе туянаççĕ вĕсене.

 

Выльăх та тытмасан

Йăлкăшпа Уйкас ялĕсенче 200-е яхăн хуçалăх. Килĕрен-киле хаçат валеçме те, картиш тулли выльăх-чĕрлĕхне пăхма та ĕлкĕрет Альбина Евдокимова. 3 ĕне тытаççĕ вĕсем. Пăрушкисем пур-ха тата. Çулталăк тăршшĕпе 5-6 сысна ÿстерсе пусаççĕ. Чăххи-чĕппин шучĕ те çук, почтальонка вĕсем пирки «тÿлевсĕр приложени» тет. Кунсерен 30-40 литр сĕт параççĕ. Сĕт пуçтарма таçтан та килеççĕ: Пăрачкав, Çĕмĕрле, Вăрнар, Шупашкар пайтаçисемпе Элĕк райповĕ таранах. Анчах хакĕсем пурин те пĕрешкелех.

– Пĕр эрне пек 23 тенкĕпе пуçтарнăччĕ, халĕ каллех 20-пе. Утă-улăмĕ çителĕклĕ. Пай çĕрĕ тăрантарать, кăшманне те хамăрах туса илетпĕр. Ĕçлеме кăна ан ÿркен.

– Мĕнле маттур вĕт-ха эсир, – тетĕп çырла пек чипер ларакан хĕрарăма ытараймасăр.

– Ай-уй, ялта тата мĕн туса пурăнмалла? – чăннипех те тĕлĕнет вăл. – Сыснине малтан хамăр çăвăрлаттараттăмăр. Халĕ ансата вĕрентĕмĕр мар-и? Пасара кайса туянатпăр. Мĕн ĕлкĕрмелле марри пур унта. Çемйипех ĕçлетпĕр.

Хастар почтальонка пенсионерсене тав тăвать. Вĕсем çырăннипех плана тултарса пырать вăл. Тăрăшуллă ĕçĕшĕн «Раççей почтин» Чăваш Енри управленийĕ хисеп хучĕпе те чысланă ăна. «Хальлĕхе иртерех-ха, ака, çу уйăхĕсенче çине тăрсах çырăнтаратпăр», – тет Альбина Зиновьевна.

 

Хамăртан нумай килет

Почтальонсем маттур пулнине Элĕкри почта çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Любовь Петрова та палăртать. 19 яла хаçат-журналпа 9 почтальон тивĕçтерет. – Ялĕсем пĕчĕк. Пĕр урам – пĕр ял. Калăпăр, Янкурас, Сморотин, Иштек, Урмай ялĕсене пĕр почтальон тивет. Аяккарах вырнаçнисене, пысăкрах участоксенче – Торăпкасси, Хирлеппуç Мĕлĕш, Исванккă, Тимĕрçкасси, Пĕчĕк Йăлкăш – хаçат-журнал салатакан почтальонсене виçĕм çул Çĕмĕрле почтамчĕ велосипед панăччĕ. Почтальонкăсем кашни уйăхра икĕ хут çынсем патне киле кĕреççĕ: пенси пама тата социаллă тÿлевпе тивĕçтерме. Кашнинчех мĕн кирлипе интересленеççĕ. Кама япала çумалли порошок, кама – печени, кама туртмалли кирлĕ – пĕтĕмпех пĕлсе тăраççĕ. Тепре кайнă чухне парса хăвараççĕ.

– Любовь Ивановна, çак уйăх вĕçлениччен хаçат-журнала хальхи хаксемпе çырăнса юлма май пур. Ака уйăхĕнчен хаксем хăпараççĕ. Иккĕмĕш çул çул валли хальтерех çырăнтарсан пит аванччĕ.

– Çуркуннехи çырăнтару яланах йывăртарах килет. Хальтерех, çур акине кĕрсе кайиччен, çынсем хур-кăвакал, тырă туянма, анасене сухалаттарма тытăниччен çырăнтарма тăрăшмаллине почтальонсем те пит лайăх пĕлеççĕ. Хамăр та тăтăшах аса илтеретпĕр. Чĕлхе-çăвар çыпăçуллă пулни те, хамăра лайăх тытма пултарни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çынпа хаçат çырăнтарнă кун çеç лайăх пулмалла мар-çке. Тепĕр çын вăл почтальона хисеплесе те пулин çырăнать. Хамăртан нумай килет. Ĕлĕкхилле килсерен 6-7 экземпляр çырăнакан сахал паян, пĕр-иккĕ çырăнсан та тем пекех темелле.

– Сирĕн почтальонсем хул пуççи урлă çакмалли сумкăна килĕштермеççĕ курăнать. Пĕри те тепри хутаçсемпе тухса кайрĕç.

– Сумкине çулсеренех икĕ тĕрлине те паратпăр: хул пуççи урлă çакмаллине те, çакăллине те. Кам хăшне килĕштерет. Галина Семенова авă ĕлĕкхиллех ума çакмаллипе çÿрет, урăххи кирлĕ те мар ăна. Теприншĕн алла тытмалли меллĕ. Тавар чикме лайăх пулнипе те çыхăннă-тăр ку. Çапах та юр-çумăрта сăран сумках аван. Почтальонсене çавăн пекех резина тата сукна атă, фуфайка паратпăр.

– Пенси ÿсĕмĕнчисене улăштарма çамрăксем килĕç-и?

– «Ĕç ветеранĕ» ята илме стаж çитменнисем килсен кăна-тăр. Килкелесе пăхнисем пулнă. Виçĕ кун пек ĕçлеççĕ те тÿрех мăй таран «тăранаççĕ». Пĕрмаях утмалли те хăратать.

– Ĕç укçи те илĕртеймĕ.

– Ĕçленине кура тÿлеççĕ. Миçе хаçат, миçе квитанци, миçе открытка... çитерсе панă. Хаçат-журнал, тавар сутни – пурне те шута илеççĕ. Пур пĕрех почтальон укçи ăмсанмаллиех мар ĕнтĕ. Çак ĕçе чунтан парăннисем кăна ĕçлеççĕ кунта.

Елена Николаева.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.