Чуншăн — сиплев те, киленÿ те…

5 Feb, 2018

Роза Семеновăпа Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн Элĕк районĕнчи уйрăмĕ ирттернĕ «Амăшĕнчен хĕрне, ашшĕнчен — ывăлне» ал ĕçĕсен куравĕнче паллашнăччĕ. Тавăт ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашне уйăрса панă кĕтесе илемлетнĕччĕ унăн тĕрри-эрешĕпе. Чăваш кĕпи, тухйи, тутăрĕ… Тĕррисене пăхса ытармалла мар çыпăçуллă янтăланă. «Кунта ĕçсен пĕр пайĕ кăна, — терĕ ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Алевтина Алексеева. — Унăн пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашас тесессĕн килне каймалла — чăн-чăн музей унта». Пултаруллă хĕрарăмăн килне çитме, чăн та, май килмерĕ. Хăй вăхăтĕнче Шупашкартан ятарлă маршрут уçнăччĕ Тавăта, çавăнпа та çула тухма нимĕнле чăрмав та çукчĕ. Халĕ вара рейс автобусĕсем ялтан чылай аякран иртсе каяççĕ. Район центрĕнчи организаци-предприятире вăй хуракансене те çавăнпах ĕçе çитмешкĕн çăмăл мар. Çапах та Роза Федоровнăпа тĕл пулса калаçма май тупрăмăрах.

«Тĕрлесси ăнсăртран тенĕ пек пуçланчĕ, — кăмăл турамĕ çинчен ыйтсан пуçларĕ калаçăва вăл. — Çак районтах çуралса ÿснĕ эпĕ, Хурăнсур ялĕнче кун çути курнă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕрпÿри професси училищинче çĕвĕç ăсталăхне алла илнĕ. Çак ĕçшĕн мĕн ачаран çуннă, пуканесене те хамах çĕлесе тăхăнтартнă тесе калаймастăп. Тĕрĕссипе, шăпах мĕншĕн çак ĕçе суйланине ăнлантараймастăп та… Алă пынă пулĕ ĕнтĕ, çапах та çыпăçулăх кирлех ку профессире. Вĕренсе тухнă хыççăн направленипе тăван районти Тавăт ялне ячĕç — унта çĕвĕ цехĕ пурччĕ». Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.