Чунĕпе культурăна парăннă
Культура вучахĕсем ял çыннине илемлĕх тĕнчине илсе кĕреççĕ, кăмăл-туйăмне çĕклеççĕ. Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпари информаципе культура центрне чылай çул Глафира Григорьева ертсе пырать. Нумаях пулмасть Глафира Германовна 55 çул тултарнă. Юбиляр ячĕпе Кĕçĕн Таяпа вулавăшĕнче "Чунĕпе культурăна парăннă" уяв каçĕ йĕркеленĕ.
Унта культура ĕçченне халалланă сăвă-юрă шăраннă. Глафира Германовна çак сферăра - 20 çула яхăн. Вăл пуçарнипе культура центрĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем районти, республикăри тата регионсен хушшинчи конкурссене тăтăш хутшăнаççĕ. Драма ушкăнĕ "Савăн, çĕнтерÿллĕ çуркунне!", "Çĕнтерÿ ахрăмĕ" республика конкурсĕсенче пĕрре кăна мар дипломант пулнă. Глафира Германовна вара "Чи лайăх режиссура ĕçĕ", "Чи лайăх артистка" дипломсене тивĕçнĕ. Ăна ĕçре пуçарулăхпа хастарлăх кăтартнăшăн ЧР Культура министертвин Хисеп хучĕпе чысланă. Çавăн пекех вăл кĕнекепе çыхăннă республика, район акцийĕсемпе конкурсĕсене хутшăнать.