- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чун хуралçине» улталасан мĕн пулать?
Ачасем, сирĕнтен кашниех кил хуралçие паллать-и? Мĕнле чĕнеççĕ-ха ăна? Çук, çăраççи мар. Паллах, вăл – шанчăклă тус йытă. Киле пули-пулми çынна кĕртмест, пурлăха кăна мар, кил хуçисен канлĕхне сыхлать. Усал шухăшлă этеме таçтанах туять сисĕмлĕскер – талпăнса вĕрет, хапха яхăнне те ямасть. Теприсене пачах тепĕр май йышăнать, пĕрремĕш хут кăна курать пулин те хÿрине вĕлтĕртеттерсе, хĕпĕртесе кĕтсе илет хайхискерсене. Çапларах кăмăллă вăл кил хуралçи...
Халĕ вара урăхларах хуралçă пирки сăмах тапратар-ха. «Чун хуралçи» тенине илтнĕ-и эсир? Мĕне пĕлтерет-ши вăл? Ыйтăвĕ пĕр вăхăтрах ансат та, кăткăс та. Телейпе савăнăçа кашниех туйса курнă. Ун чухне çунатсăрах вĕçес килет. Çĕнейми йывăрлăх çук пекех. Анчах пĕр-пĕр киревсĕр ĕç тусассăн чун канăçлăхĕ таçта тарать. Шалта тем йăшкать, аптăратать. Сан путсĕрлĕхÿ пирки никам та чухламасть тейĕпĕр, эс ку вăрттăнлăха никама та уçман. Тулĕк пур пĕр чунра канлĕ мар. Ӳкĕнÿпе куляну кăшăллаççĕ этем ăс-тăнне. Мĕн е кам çав териех асаплантарать-ха? Никам ним пирки тавçăрмасть тĕк шик! шăхăрса кăна пурăнмалла мар-и? Çук çав, апла тума, йăлт манăçа кăларма шăпах чун хуралçи «кансĕрлет». «Совесть» теççĕ ăна вырăсла.
Тинтерех Чăваш кĕнеке издательствинчен 1000 экземплярлă тиражпа пичетленсе тухнă Исмай Исемпекĕн «Чун хуралçи» кĕнекине (редакторĕ – И.Софронова, художникĕ – В.Гончаров) кĕнĕ çак ятлах калаври чун хуралçи – Ехвин мучи, стена çинче çакăнса тăракан сăн ÿкерчĕк, тĕп сăнар ашшĕн пиччĕшĕ. «...вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех Ехвин мучи чикĕри ытти салтаксемпе пĕрле паттăрла вилĕмпе вилнĕ». «Çапăçура пуç хунă салтак, çитменнине, сăн ÿкерчĕкĕ, епле майпа чун хуралçи пултăр-ха?» – тесе тĕлĕнетĕр ахăртнех эсир. Ара, ачасене ашшĕпе амăшĕ мĕн пĕчĕкрен çапла каласа ÿстернĕ – Ехвин мучи йăлт курать, пĕлет, унран нимĕн те пытарма çук, çавăнпа алхасма, сăтăр тума юрамасть. Шăпăрлансем килте хăйсене мĕнле тытни çинчен аслисене тăтăшах евитлесе тăрать-мĕн хисеплĕ салтак.
Çапла, чун хуралçи чун тасалăхне упрать, этеме килпетсĕр ĕç тăвассинчен сыхлать. Тимлĕ пулсассăн кашниех илтеет ун сассине. Анчах вăл каланине пурнăçлама пăрахсассăн чун хуралçи «ыйха путать». Кунран хăрушăраххи мĕн пултăр-ха? Эппин, этем усал серепинех çакланнă, чăн-чăн шурлăха лакса ларнă.
Пирĕн сăнар та Ехвин мучие улталама шут тытать. Эх, шутсăр канихвет çиес килет-çке мĕскĕнĕн. Мĕн тумалла? «Ара, Ехвин мучин сăн ÿкерчĕкне тутăрпа карас та хурас. Вара вăл ним те кураймĕ». Каланă – тунă. Ĕмĕтри канихвет пылак та тутлă. Тулĕк йÿççи кайран килет. Амăшĕ ывăлĕн «чунĕ таса маррине» пурпĕрех сисет. Арçын ача та шухăша путать.
«Анне, «таса чун» тени мĕне пĕлтерет вăл?» – кăсăкланать арçын ача. «Вăл питĕ пысăк япалана пĕлтерет... Вăл чун тасалăхĕ, çын намăса пĕлни. Эсĕ паян путсĕр ĕç тунă. Эпĕ пĕçерсе хăварнă апата çимен. Канихветпа иртĕхнĕ. Тата сентре çинчи хутаçа вăрттăн кĕрсе кайнă. Питĕ пысăк çылăх ку», – ăнлантарать амăшĕ.
Çÿлерех асăннă хайлавсăр пуçне тата вун пĕр калав кĕнĕ кĕнекене. Кашниех интереслĕ те хăйне евĕрлĕ. Вĕсенчи сăнарсем култараççĕ, тепĕр чухне пăшăрхантараççĕ. «Унта ан кай, çапла ан ту!» – тесе сăмсаран шаккаса вĕрентни çук кунта. Автор тĕрĕслĕх патне ытарлăн ертсе çитерет. Пĕтĕмлетĕвне те çамрăк вулавçă хăех тăвать. Сăнарсемпе пĕрле ырăпа усала уйăрма, вĕсен ĕç-хĕлне хаклама хăнăхать вăл. Паянхи чăваш литературинче ачасем валли çакăн пек илемлĕ те ансат чĕлхепе çыракан автор сахал. Исмай Исемпекĕн кĕнекине пĕрре алла тытсассăн вĕçне çитиччен те айккине хумастăн. Геройсем ачасене шухăшлавĕпе те, тыткаларăшĕпе те çывăх. Çыравçă шăпăрлансен психологине çивĕч туйни сисĕнет. Тен, чылай историе пурнăçранах илнĕ. Çакă та калавсене чĕрĕлĕх кÿрет, чăнлăхпа çывăхлатать.
Исмай Исемпекĕн кĕнеки сирĕншĕн чун хуралçи вырăнĕнче пултăр. Пĕрре васкамасăр вуласа тухăр, кашни хайлавпа тĕплĕн паллашăр. Киревсĕр ĕç тусассăн, намăс мĕнне туйма пăрахсассăн вара тÿрех уçса пăхăр унăн страницисене. Ехвин мучи пек тимлĕ сыхлавçă кирлех çав пире...
Комментари хушас