«Чун-чĕре яла туртать»

Владимир Ефимов Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухсан Çĕрпÿ районĕнчи «Колос» патшалăх унитари предприятине ĕçлеме вырнаçнă.

Çамрăк специалистпа республикăри выльăх-чĕрлĕх пăхакансен конкурсĕнче паллашма тÿр килчĕ. Вăл ыттисен ĕçĕ-хĕлĕпе çине тăрса кăсăкланчĕ, ăнланманнине аслă юлташĕсенчен ыйтса пĕлме тăрăшрĕ. «Ан пăшăрхан, ĕçленĕ май опыт пухăнать. Пĕлĕве вара укçалла илеймĕн», — хавхалантарчĕç йĕкĕте ун чухне мероприятие пынисем. Сăмах май, Владимир Ефимов конкурсра ĕнене искусствăллă майпа пĕтĕлентерес енĕпе ăмăртрĕ. Çамрăк специалистсен хушшинче палăрма, диплом çĕнсе илме пултарчĕ.
«Колос» хуçалăхра каччă виççĕмĕш çул вăй хурать.
— Пирĕн сăвăнакан ĕне 220 пуç. Сăвăм кăтартăвĕ апатран кăна мар, ăратлăхран та килет. Кĕтĕве лайăхлатассишĕн зоотехник-селекционер яваплă. Çак енĕпе ĕçлетĕп те, — палăртрĕ Владимир Ефимов.
Çапах ĕçре пĕлÿ кăна çителĕксĕр-мĕн. Хăш чухне опыт сахалли те систерет. Çамрăк специалист районти, республикăри семинар-канашлусене, конкурссене час-часах хутшăнать, ыттисен пуян опытне ăса хывма тăрăшать.
— Мероприятисенче ытти хуçалăхра вăй хуракансемпе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашатăп. Çакă мана хам йăнăша ăнланма та пулăшать. Шел, юлашки вăхăтра выльăх-чĕрлĕх отрасльне çамрăксем каясшăн мар. Аслă шкултан вĕренсе тухсан урăх ĕç суйласа илекенсем пайтах. Выльăхпа ĕçлеме çăмăл мар, чун туртни кирлĕ. Мана вара ку професси килĕшет, инçе çула пăхмасăр хаваспах ĕçе васкатăп, — терĕ вăл.
Владимир Ефимов Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Ача чухне ĕнене ÿкерчĕкре кăна курнă. Пĕррехинче ăна ашшĕ-амăшĕ Патăрьел районĕнче пурăнакан асламăшĕ патне хăнана илсе кайнă. Картишĕнче тăракан ĕнене курсан самай тĕлĕннĕ, куç илмесĕр сăнанă, выльăхран хăпман темелле. Каярахпа пулас специальноçне те ялпа çыхăнтарнă хула каччи.
— Ача чухне ялпа туслашма май килмерĕ, халĕ çывăхлантăм. Хула çынни пулин те, чун-чĕре яла, выльăх-чĕрлĕх патне туртать. Шупашкартан Çĕрпÿ районне куллен çÿреме тивни те ывăнтармасть, хăратмасть. Юратнă ĕçре чунпа канатăп, — палăртрĕ зоотехник-селекционер.

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.