Чун ăшшине ачасене парнелĕр

12 Нарăс, 2016

Чăваш хутлăхĕнче çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парса халăха юрăхлă çитĕнтерессине тивĕçлипе хаклаççĕ: ахальтен мар-тăр Раççей Президенчĕ çумĕнчи ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйăн Павел Астаховăн рейтингĕнче пирĕн республика çул çитменнисен пурнăçĕшĕн уйрăмах тăнăçлă вунă регион йышне кĕнĕ. Чăваш Енре 3-7 çулсенчи ачасене пурне те садикри вырăнсемпе тивĕçтернĕ /муниципалитетсен 60 проценчĕ - 2 çултан тытăнса/, 21 шкул - Раççейре кăтартуллисен шутĕнче.

Республика ертÿлĕхĕн тĕллевĕ - тĕрекленсе вăй илнĕ çамрăк ăру ачалăхăн телейлĕ кунĕсене ăшшăн аса илме пултартăр. Ачасен кун-çулне тăнăçлă та тулăх тумашкăн, вĕсене сывлăхлă çитĕнтермешкĕн патшалăхпа общество организацийĕсен, халăхăн пĕрлехи вăйĕ иксĕлми. Чăваш Енри ача-пăча фончĕ çулленех «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕ ирттерсе пухнă нухрата йывăрлăха лекнĕ çул çитмен çамрăксене пулăшма хываççĕ.

Кăçал ку акцие çирĕммĕш хут йĕркелерĕç. Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасен пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн шкулĕнче сăваплă марафона уçмашкăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова хутшăнчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те асăннă марафона хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн председателĕн - «Раççей ача-пăча фончĕн» Чăваш регион уйрăмĕн правленийĕн ертÿçин Юрий Кисловăн - çумĕсем.

Юрий Кислов пухăннисене республикăн çамрăк гражданĕсене пулăшас тĕллевпе ирттерекен марафонăн юлашки тăватă çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе, ниме мелĕпе пухнă укçапа мĕн тĕллевпе усă курнипе паллаштарчĕ.

Иртнĕ çул «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» акцире 7 миллион та 129 пин тенкĕ пуçтарнăччĕ. Çав укçана ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисен кун-çулне çăмăллатма, чирлисене сиплеме, уйрăмах пултаруллă çамрăксене хавхалантарма, сиплев тата шкул умĕнхи учрежденисен никĕсне тĕреклетме хывнă. Чăн та, пĕлтĕрхи пухмач виçĕмçулхинчен чухăнрах /2014 çулта 9 миллион ытла тенкĕ пухнă/ тата пархатарлă юхăма хутшăнакан та сахалрах пулнă /малтанхи çул - 2202 çын/. Юрий Кислов ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕ, Юстици министерсти, казначейство, конкурентлă политика та тариф служби пуçаруллă пулнине палăртрĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен, уйрăм ведомствăсен сÿрĕклĕхне уйрăммăн асăнчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» акци республикăра вăй илнине палăртса марафона хăйсен тÿпине хывакансем йышлă пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Алена Аршинова марафона ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене кăна мар, РФ Патшалăх Думинчисене те, халăх тарçисене хăш регионтан суйланине пăхмасăр, тата студентсемпе çамрăксене пухмача пуянлатмашкăн хутшăнтарма шантарчĕ.

Çĕнĕ Шупашкарсене илес-тĕк, иртнĕ çул вĕсем тата Шупашкарсем чи пысăк тÿпе хывнă. Унсăр пуçне хулари меценатсем тăватă уйăха тăсăлакан акци вăхăтĕнче кăна мар, çулталăкĕпех ырă ĕçсем тума васкаççĕ. «Спектр» НПП» ООО генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Михеев çирĕплетнĕ тăрăх тата 200-300 пин тенкĕлĕх спонсор пулăшăвĕ параççĕ. Вăл кăçалхи марафон пухмачне пуянлатакансенчен пĕрремĕшĕ пулчĕ - асăннă шкулти юсав ĕçĕсене пурнăçламашкăн 50 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕ. Сергей Петровичăн алли çăмăл пулаканччĕ: унăн тĕслĕхĕпе хĕмленекенсен йышĕ ÿсесси иккĕлентермест. Республика Пуçлăхĕ те сумлă тÿпе хывассине пĕлтерчĕ. Кăçалхи тĕллев пысăк: пухмачри нухрат 10 млн тенкĕрен кая мар пулмалла. Ăна вара пĕрлехи вăйпа пухмалла.

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, йĕркелÿ комитечĕ сире ыркăмăллăх акцине пуçаруллă хутшăнма йыхравлать. Чунăр ăшшипе республикăн çамрăк гражданĕсене юратупа шанăç парнелесе вĕсене телей кÿрĕр. Кăмăл тăвакансене «Раççей ача-пăча фончĕн» регион уйрăмĕнче /Шупашкар хули, Петров урамĕ/ кĕтеççĕ.

Валентина СМИРНОВА

Реквизитсем:
Получатель: ЧРО ООБФ
«Российский детский фонд».
ИНН 2128005408, КПП 213001001
Расчетный счет
/ 40703810075220160067
В отделении / 8613
Сбербанка России г. Чебоксары,
БИК 049706609,
к/с 30101810300000000609

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.