- Чăвашла верси
- Русская версия
Чулхуласен савăнăçĕ
Чулхулари йăхташăмăрсем чăваш наципе культура автономийĕн кил-çурчĕ çуккишĕн питех те пăшăрханатчĕç. Халĕ акă унăн ертÿçи Алина Артемьева савăнăçлă хыпар пĕлтерет. Хулан Автозавод районĕн администрацийĕ ентешсене хамăр чĕлхене, йăла-йĕркене аталантарма çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер уйăрса панă.
Октябрь проспектĕнче вырнаçнă çуртри хăтлă хваттерте Чулхула чăвашĕсем пуçтарăнса тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явма, пултарулăх ушкăнĕсем репетици ирттерме пултарĕç. Кунти чăвашсен пĕрлĕхĕн ертÿçин Алина Петровнăн 4,5 çул кĕтнĕ ĕмĕчĕ тинех пурнăçланнă.
Хваттерĕн пĕр кĕтесĕнче чăвашсен тавра пĕлÿ музейне йĕркелесшĕн йăхташăмăрсем. Пысăкраххинче пухусем ирттермелли, пуçтарăнмалли вырăн пулĕ. Пĕчĕкрех пÿлĕмне вара ертÿçĕ компьютер лартса хăйĕн ĕç вырăнĕ тăвасшăн. Чулхуласем хваттерте юсав ĕçĕсем пуçланă та ĕнтĕ. Сăмах май, ăна хăвăртрах вĕçлеме вĕсем спонсор пулăшăвĕ шыраççĕ.
Комментари хушас