- Чăвашла верси
- Русская версия
Чиртен хăтăличчен сывлăха упрама çăмăлрах
Акă çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Класри тусĕсемшĕн тата ырă кăмăллă вĕрентекенсемшĕн тунсăхланă ачасем каллех парта хушшине ларма хăнăхаççĕ. Хăшĕ-пĕриншĕн вара кăçал пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Ĕнер кăна ача садне çул такăрлататчĕç çак шăпăрлансем. Сиссе те юлаймарăмăр, паян вĕсем – шкул ачисем. Çак çĕнĕ тапхăра хăнăхма, паллах, çăмăл мар. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ те канăçне çухатрĕ пулĕ. Ача-пăча пĕр вырăнта чылайччен ларма юратмасть-çке. Кунта вара 45 минута тăсăлакан уроксене тÿссе ирттермелле. Юратнă тĕпренчĕкĕн сывлăхĕшĕн пăшăрханакансене тухтăр канашĕсемпе паллаштарас тетпĕр.
Мария Михайловна ТОЯБИНСКАЯ, Республикăри Юсав медицинипе реабилитаци центрĕн йĕркелÿпе методика пайĕн методист-тухтăрĕ:
Вĕренÿ пуçламăшĕ – ача пурнăçĕнчи яваплă тапхăр. Шкула çÿриччен пĕчĕкскер хăçан канмаллине, вĕренмеллине, уçăлса çÿремеллине те пĕлмест вĕт-ха. Аслисем уншăн пĕтĕмпех шухăшласа хураççĕ. Анчах часах унăн пĕтĕм йĕркене хăйĕнех хăнăхса çитме тивет.
Ку ÿсĕмри ачан нерв системи хальлĕхе йĕркеленсех çитеймен-ха. Çавăнпа та унăн кун йĕркине çирĕплетмелле. Яланах пĕр вăхăтра çывăрма выртмалла тата тăмалла. Ирхи гимнастикăна тата çăвăнма (пит-куçпа алăсене çума, шăл тасатма, урасене валли ванна хатĕрлеме) хăнăхмалла. Ача сывă ÿстĕр тата лайăх вĕрентĕр тесен ăна тĕрĕс апатлантармалла. Пĕчĕкшерĕн час-часах çимеллине пĕлтĕр вăл. Тата, паллах, шкул ачин вăхăтпа пĕлсе усă курмалла.
Хуть те мĕнле кун йĕркинче те тĕп сĕнÿ пур: ĕçпе канăва тĕрĕс черетлентермелле, апатланупа тутлă ыйхă çинчен те манмалла мар. Темĕнле çанталăк пулсан та ачан кунне икĕ сехет уçăлса çÿремелле. Уçă сывлăш сывлăха çирĕплетет, ÿт-пĕве пиçĕхтерет.
Халĕ ачан ĕç вырăнĕ çинчен калаçар. Çыру сĕтелĕ кирлех. Ăна вырнаçтарнă чухне ачан çÿллĕшне шута илмелле. Çакна мĕнле пĕлмелле-ха? Ача ларнă чухне унăн чавси сĕтелтен 2-3 см аяларах пулмалла, пуканĕ вара чĕр куççипе танлашмалла.
Сĕтеле чÿрече патне вырнаçтарнă чухне тимлĕ пулăр: çутă сулахай енчен ÿктĕр. Каçхине урок тума вара кун çути вырăнне 75 Вт лампа лартăр. Вăл куçа ан шартартăр. Сĕтел çийĕ çутатса якатнăскер е кантăкпа витнĕскер пулсан унăн çути куçа лексе сиенлетĕ. Ун пек чухне сĕтел çине пысăк хут сарсан аван. Куçпа кĕнеке е тетрадь хушшинче 30-35 см пулмалла.
Парта хушшинче тÿрĕ лармалла, çурăмпа пукан хыçне перĕнмелле, пуçа кăштах малалла таймалла. Алăсем сĕтел çинче ирĕклĕн выртчăр, чавсасем çакăнса ан тăччăр, ура лапписем урайне лекчĕр. Пукан сĕтел хушшине 3-5 см чухлĕ кĕтĕр.
Тĕрĕс ларма ача хăй тĕл-лĕн те хăнăхма пултарать. Çакна тĕрĕслеме чавсасене сĕтел çине лартмалла, пÿрне вĕçĕсемпе тăнлава çитмелле, кăкăрпа сĕтел хушшинчен вара чышкă тухса çÿремелле.
Телекурăм çинчен. Кунне 25-30 минут çеç телевизор пăхма юрать. Экрана урлăлла виçетпĕр те çав хисепе 5 çине хутлатпăр. Шăпах çавăн чухлĕ сантиметр пулмалла ачапа телевизор хушшинче. Компьютертан та асăрханмалла. Цивилизацин çак асамлăхĕпе мĕн чухлĕ сахалрах хутшăнатăр, куçсемшĕн çавăн чухлĕ лайăхрах. Ун умне телевизор курас вырăнне çеç, 25-30 минутлăх ларма юрать. Куçпа монитор хушшинче 70 см пулмалла. Çутă пÿлĕм çинчен ан манăр. Компьютер умĕнче тÿрĕ лармалла.
Аслисем, асра тытăр! Ачана ырă тĕслĕх кăтартни – вĕрентĕвĕн чи тухăçлă мелĕ.
Комментари хушас