Чирлесен эмелсĕр ураланаймăн...

21 Çĕртме, 2014

Халăха эмелпе тивĕçтересси медицина пулăшăвĕн тĕп пайĕнчен пĕри шутланать тата ăна кирлĕ чухлĕ уйăрнипе общество членĕсен сывлăх шайĕ, çавăнпа пĕрлех пурнăç тăсăмĕпе пахалăхĕ тÿрремĕнех çыхăннă.

Асăннă тытăм аталанăвĕн приоритетлă çул-йĕрне Раççей Президенчĕн В.Путинăн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 598-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕнче пурăнакансене 2025 çулчченхи тапхăрта эмелпе тивĕçтермелли Стратегире туса хатĕрленĕ.

Унăн тĕп положенийĕсем пирĕн хутлăхра Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли палăртнă «Сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ» патшалăх программин «Эмелпе, çав шутра амбулатори условийĕсенче, тивĕçтерес тытăма çĕнетсе улăштарасси» çум программи тăрăх пурнăçа кĕреççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова республикăра пурăнакансене 2014 çулта эмел препарачĕсемпе тивĕçтерессине йĕркелени çинчен пĕлтернĕ. Паянхи кăларăмра çакăнпа тĕплĕнрех паллаштаратпăр.

Стратеги татса паракан тĕп ыйту - медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ тата унпа, çавăн пекех эмел илсе тăрас енĕпе, халăх кăмăллă пулни.

2013 çулта ку енĕпе çынсен шухăшне ыйтса пĕлни çирĕплетнĕ тăрăх - хуравламашкăн хутшăннисен 71,1 проценчĕ пулăшу пахалăхлă тесе палăртнă, 17,6-шĕн тиркешме сăлтав пулман, 9,8-шĕн кăмăлне туллин тивĕçтермен, 0,9-шĕ çителĕксĕррине пытарман, 0,5-шĕ хуравлама тăхтаса тăнă.

Иртнĕ çул граждансенчен илнĕ çăхавсен 3,7 проценчĕ эмел уйăрассине çителĕксĕр йĕркеленипе çыхăннă.

Влаçăн мĕн пур шайĕнче сиплев препарачĕсене чирлĕ çынсене тÿлевсĕр памалли нормăпа право акчĕсем пуррине пăхмасăр хăш-пĕр çитменлĕх çав-çавах пур. Вĕсене пурнăçа кĕртнĕ чухне граждансем йывăрлăхпа тĕл пулаççĕ. Тĕслĕхрен, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине ку ыйтупа 2009 çулта - 215, 2012 çулта - 147, пĕлтĕр - 124, кăçалхи 5 уйăхра 49 çыру пынă.

Иртнĕ çулхи çăхавсене тĕплĕн тишкернин кăтартăвĕсем тăрăх - вĕсен 46 проценчĕ пĕтĕм тĕнчери патентламан ятсемлĕ эмелсене тивĕçессипе çыхăннă.

Граждансен 25 проценчĕ ăнлантару сĕмлĕ информаци /çăмăллăх, переченьти вăл е ку препарат пурри-çукки, вĕсен пахалăхĕ çинчен/ илесшĕн пулнă. 9 проценчĕ çăмăллăхлă рецепта вăхăтра илейменнипе кăмăлсăрланнă.

Асăннă тĕслĕхсем Чăваш Республикинче социаллă пулăшу пуххи шучĕпе тÿлевсĕр эмел ирĕкне сыхласа хăварнисен йышĕ чакасси патне илсе пыраççĕ. Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ çирĕплетнĕ тăрăх - федераци регистрĕнче кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енĕн 109522 çынни шутра тăнă /2012 çулхи çав вăхăтра -112431, 2013 çул пуçламăшĕнче - 111250/, çав йышра 18615-шĕ е 17,0 проценчĕ социаллă пулăшу пуххин ирĕкне сыхласа хăварнă /2012 çулта - 19515 е 17,4 процент, 2013 çулта - 19268 е 17,3 процент/.

 

Социаллă пулăшу пуххине тивĕçме кăмăл тунисен хисепĕ чакнине саккунсем çителĕксĕр ĕçленипе тата пациентсене сиплев хатĕрĕсем çинчен вăхăтра пĕлтерсе тăманнипе те ăнлантармалла. Препаратсене пĕтĕм тĕнчери патентламан ятсемпе туяннă май вăл е ку эмеле организм йышăнман çынсене вĕсемпе тивĕçтернĕ чухне пăтăрмах сиксе тухать. Пациентсем аптекăра сутакан йÿнĕ препарат-аналога илесшĕн мар.

Сипленме кирлĕ эмел ятарласа çирĕплетнĕ переченьте пулманни те гражданина çăмăллăх вырăнне уйăхри укçа тÿлевне суйлама хистет. Кун пек чухне унашкаллисем вăраха кайнă амак йывăрланма пултарас теветкеллĕх пуррине тивĕçлипе хакламаççĕ.Чир ураран ÿкерсен вара Пенси фондне васкаççĕ, социаллă пулăшу пуххине тавăрса памашкăн заявлени çыраççĕ. 2013 çулта çакăн йышши тĕслĕх 200 ытла пулнă.

Стратегин тĕп тĕллевне - пахалăхлă, эффективлă тата хăрушлăхсăр препаратсемпе медицина тĕллевĕпе усă курмашкăн пурне те май туса парассине - пурнăçа кĕртмешкĕн республикăра чылай мероприяти хатĕрленĕ. Чи малтанах, эмеле патшалăх саккасĕпе централизациленĕ майпа туянассине йĕркеленипе халăха унпа тивĕçтересси лайăхланса пырать. 2013 çулта çăмăллăх пур граждансем валли сиплев препарачĕ туянмашкăн электрон мелĕпе 424 уçă аукцион ирттерсе федерацин 178-мĕш саккунĕ тăрăх - 46,3 млн, правительствăн 890-мĕш йышăнăвĕ тĕлĕшпе 13,2 млн тенкĕ перекетленĕ. Стационар сегменчĕ енĕпе те эмелсене çапла майпах туянаççĕ. Çăмăллăх программисене пурнăçланă мĕн пур тапхăрта граждансене эмелпе тивĕçтернин персонификаци учетне ирттереççĕ.

Эмел çăмăллăхĕпе çыхăннă программăсен тĕп кăтартăвĕсене илес тĕк 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регистрта 24498 çынна регистрациленĕ, вĕсенчен 12476-шĕ сиплев хатĕрне ыйтма пынă, пĕтĕмпе 109374 рецепт çырса панă, 108232-шне 64,9 млн тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Пĕр рецептăн вăтам хакĕ 600,32 тенкĕпе танлашнă. Çÿлерех асăннă 890-мĕш йышăну тăрăх 76086 çынна регистрациленĕ, вĕсенчен 56978-шĕ - 3 çула çитмен ачасем. 17858-шĕ эмел ыйтнă, вĕсене 49431 рецепт çырса панă, 48797-шĕ тăрăх ыйтăва татса панă, пĕр рецептăн вăтам хакĕ 715,62 тенке ларнă.

Пысăк тăкаклă 7 нозологи программи тăрăх кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 913 çынна регистрациленĕ, вĕсенчен 559-шĕ эмел илсе тăрать. Çулталăк пуçланнăранпа 90 млн тенкĕлĕх 2052 çăмăллăхлă рецепт панă.

Асăннă мероприятисене 2013 çулта ĕçе кĕртни пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ эмел кирлисен ыйтăвне программăра палăрнă чухлĕ татса пама пулăшнă.

2014 çулта ку енĕпе малалла ĕçлеççĕ, унсăр пуçне вируслă вăраха кайнă гепатитпа нушаланакан ачасене сиплеме препаратсем уйăрмашкăн нормативлă база йĕркелесси приоритетлă тĕллев пулса тăрать.

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.