Чирлĕ кайăк çыншăн та хăрушă

2 Çĕртме, 2018

Йĕри тавралла кайăксен чĕвĕл-чĕвĕл сасси тахçанах кĕтнĕ çулла çитнине систерсе чуна хăпартлантарать. Ветеринари специалисчĕсемшĕн вара кайăксем вĕçсе килни — сисчĕвленмелли сăлтав. Ютран чир-чĕр илсе килмессе кам çирĕплетĕ? Кайăк грипне сăмахран?
Шăпах тискер кайăксен миграцийĕ чир-чĕр сарăлассине витĕм кÿрет. Юлашки икĕ çулта ку вирус Аçтăрхан тата Ростов, Мускав, Чулхула, Самар облаçĕсенче, Краснодар крайĕнче, Тутартстанра, Мари Эл тата Калмăк, Удмурт, Чечен республикисенче палăрнă. Специалистсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен предприятисене вирус пырса кĕнин тĕп сăлтавĕсем, чи малтанах: ветеринари-санитари режимне пăхăнманни, апата ятарласа сиенсĕрлетменни, тискер кайăк-кĕшĕк предприятисенче апат паракан вырăнсене кĕме пултарни тата хăйсен каяшĕпе апата варалани, усă куракан транспорта дезинфекци туманни, санпропускниксем çукки, ĕçлекенсен хăйсен биохÿтлĕхпе тивĕçтересси пирки пĕлÿ шайĕ пĕчĕк пулни тата ытти те.
Сыхлăх мерисем йышăннине, ветеринарипе санитари правилисене çирĕп пăхăннине кура кăна вирусран çăлăнма пулать.
Тутарстанра кайăк грипĕн вучахĕ тухсанах республикăра çийĕнчех сыхлăх ĕçĕсене вăйлатрĕç. Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ регионти кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен хуçалăхсене тĕрĕслерĕ. Çакă сисчĕвленме сăлтав пуррине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Нумай çĕрте ветеринарипе санитари нормисене пăхăнманни палăрнă. Хуçалăхсене кĕричченех асăрхаттару валли сăлтав тупăннă. Сăмахăм— дезчăрмавсем пирки. Тĕрĕссипе, çак йĕркене сысна тата мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетекен хуçалăхсем пăхăнманни те час-часах тĕл пулать.
Хуçалăхсенче кайăк-кĕшĕк вилсен тĕпчеме ятарлă пÿлĕм уйăрмаççĕ. Кунсăр пуçне, кайăк-кĕшĕке ĕçтерекен тата производствăра усă куракан шыв пахалăхне тĕпчеттермен тĕслĕх сахал мар.
Ветеринарире усă куракан эмелсем пирки уйрăммăн каласа хăвармалла. Упрамалли йĕркене пăхăнманни – пĕрре, пÿлĕмĕсем те — шанчăксăр. Сывлăш тĕпчемелли приборсем çук. Пĕр хуçалăхра вара эмелсемпе пĕрле дезинфикаци япалисене упранă.
Кайăк виллисене тата каяшсене, апата тата çимелли çăмартана, чĕпсене пĕр çулпах турттарнă. Йĕрке тăрăх вара каяшсене пĕр çулпа илсе тухмалла, çимелли продукци, чĕпсем турттарма урăххи кирлĕ.
Суту-илĕве ветеринари докуменчĕсемсĕрех йĕркелеççĕ.
Шĕкĕр Турра, Чăваш Енре кайăк грипне ку таранччен шута илмен. Анчах иртнĕ çулсенче ытти чире тупса палăртнă: сăмахран, кайăксен микоплазмозне тата Ньюкасл чирне. Асăрханулăх пирки манмалла мар — Ньюкасл чирĕ çынна лекме пултарнипе те хăрушă шутланать.
Кайăксен чирĕсене вăхăтра тупса палăртас тата вĕсене сарăлма парас мар тесе çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнас тĕллевпе управлени специалисчĕсем кăçал та кайăк-кĕшĕк продукцийĕнчен пробăсем илеççĕ: кайăк грипĕнчен сыхланас тĕллевпе 213 проба илме палăртнă, Ньюкасл чирĕ тĕлĕшпе – 200. Çапах та хамăр та сыхă пулнине нимĕн те çитмĕ.
Надежда ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи
тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.