Чиркÿ пулсан - ял та пулать

28 Авăн, 2015

Сентябрĕн 21-мĕшĕнче Тĕнчене Çăлакан Турă Амăшĕн çуралнă кунĕ пулчĕ. Вăл пĕтĕм тĕнчене çăлăнма шанăç панă. Пире пурне те усал-тискертен, усал çулпа каясран упратăрччĕ вăл. Ах, çылăха кĕмесĕр пурăнма мĕнле вĕренмелле...

Электронлă почтăпа килнĕ çыруран.

Шăпах Турă Амăшĕ çуралнă кун Куславкка районĕнчи Кармал ялĕнче пысăк уяв пулчĕ. «Престол праçникĕ», - терĕç ун пирки ку тăрăхра пурăнакансем. Чăн Таса Турă Амăшĕ çуралнине асăнса уянипе пĕрле Кармал ялĕн уявне те çак кунах ирттерчĕç.

Авăн уйăхĕн 21-мĕш кунне чи пĕлтерĕшлĕ уяв пек йышăнасси кунти халăх ăс-хакăлне юнпа кĕрсе юлнă тесен те йăнăш пулмĕ. 300 çула яхăн ăруран ăрăва куçса пынă. 1750 çулта кунта Чăн Таса Турă Амăшĕ çуралнине халалласа йывăç чиркÿ хăпартнă: ĕмĕрхи йăлапа - таврари пĕтĕм халăхăн вăй-халĕпе. Пĕчĕк пулман вăл - Кармал чиркĕвне таврари 11 ялтан - Энтри Пасарĕнчен, Шăмалăхран, Эплесрен, Чăршкассинчен, Акчураран тата ытти çĕртен чун-чĕрине тасатма, кĕлтума çÿренĕ .халăх. Анчах «хĕрлĕ кунсем» аçа-çиçĕмле килсе çапнă та - 1939 çулта чиркĕве хупнă, склад пек тата ытти хуçалăх тĕлĕшĕпе усă курма пуçланă, 1953 çулта вара тĕпĕ-йĕрĕпе аркатнă.

Вăхăт иртнĕçем колхоз-совхозсенче кăна мар, уйрăм хуçалăхсенче те кермен пек çуртсем çĕкленме тытăннă. Анчах та чунри пушăлăха нимĕнле пурлăхпа та, нимĕнле кĕмĕл-ылтăнпа та тултараймăн* кăмăл-сипетсĕрлĕхпе пурнăç кутăн-пуçăнлăхне «çутă малашлăхшăн ĕçлетпĕр» тенипех тĕрĕс çул çине кăлараймăн... Тахçан чиркÿ пулнă вырăнта çĕннине - малтанхи пекех Чăн Таса Турă амăшĕ ячĕпе - лартма кирлине туйса илнĕ ял халăхĕ. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава пиллĕхĕпе тата Кармал ялĕнчи Анатолий Витальевич Смирнов пуçарнипе - халĕ вăл приход канашĕн ертÿçи - 2011 çулта малтанхи чиркÿ никĕсĕн юлашкисене тасатса çĕннине хывнă. Таврари ялсенчен ватти те, вĕтти те пухăннă çак пархатарлă ĕçе. Куславкка районĕн ентешлĕх ертÿçи Юрий Зорин, Энтри Пасар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алиса Скворцова, Сергей Михеев, Петр Крылов, Алексей Иванов тата ыттисем укçа парса пулăшнă, май пур таран нимене хутшăннă. Чиркÿ никĕсне хывнăранпа тăватă çул иртнĕ, халĕ, акă, Чăн Таса Турă Амăшĕ çуралнин уявне ял халăхне чиркÿ чанне çапса йыхравларĕç.

Чиркÿ тулли пухăннă халăха унти пĕр­ремĕш кĕлĕ умĕн Аслă уяв ячĕпе Куславкка район благочиннăйĕ Иоанн атте саламларĕ. Турă çуртне хăпартас тесе Кармал тăрăхĕнчи халăх мĕнлерех туслăн ĕçленине аса илсе вăл: «Чиркÿ пулсан - ял та пулать», - терĕ.

Тумалли ĕçсем çĕнĕ чиркÿре чылаях-ха: урайне сармалла, стенисене якатса хăтлăхпа илем кĕртмелле… Хальлĕхе иконастас та çук, алтаре кĕмелли алăк çине вырнаçтармалли çаврака турăшсене те Иоанн атте матăшки хăйĕн пенси укçипе туяннă терĕç. Çапах та халăх шанать: пĕр пуçăннă пархатарлă ĕçе Турă пулăшнипе вĕçне çитереççех.

Молебен вăраха пычĕ, çынсен аллинчи çуртасем те çунса пĕтрĕç, халăх çапах та саланмарĕ, вĕçне çитиех ура çинче тăчĕ. Турăран чунтан кĕлтуса ыйтмалли кашнийĕнех тем чухлех… Иоанн аттен чăвашла каланă сăмахĕ тÿрех чĕрене пырса тивет. «Пуç пур чухне те кирлĕ пек ĕçлемест: усал пăтраштарать, тĕрĕс мар шухăшах тĕрĕс пек йышăнма хистет», - тени уйрăмах паянхи пăтрашуллă саманашăн пĕлтерĕшлĕ пек туйăнчĕ. Ыттисене вĕрентсе каланă чух хамăра мĕнле тытмаллине асăрхаттарни Сăваплă Павел апостолăн Галати çыннисене янă çырури сăмахсемпе тÿр килчĕ: «Эй тăвансем! Пĕр-пĕр çын мĕнле те пулин çылăха кĕрсен, эсир, Сывлăш хушнипе пурăнакансем, ăна йăвашшăн чăнлăх çулĕ çине таврăнма пулăшăр* хăвăра хăвăр та сыхлăр: улталанмалла ан пултăр».

Православире Чиркÿ çурт пĕлтерĕшĕпе кăна çÿременни пирки те аса илтерчĕ Иоанн атте. Турра ĕненекенсем куçа курăнман çирĕп çыхăнура тăраççĕ: пĕрин сăвапĕ теприн çине те ырă витĕм кÿретех. Çакăнта ĕнтĕ Сăваплă Павел апостол çырса хăварнă «Пĕр-пĕрин йывăрлăхне пĕрле тÿсĕр, çапла эсир Христос саккунне пурăнăçлатăр» сăмахсен чăн пĕлтерĕшĕ. Чиркĕве пĕрлехи вăйпа хăпартса лартни ял халăхне тата унтан аякра пурăнакан ентешĕсене татах та çывăхлатать, пĕр-пĕрне тĕрĕс ăнланма пулăшать. Çавăнпа та Кармал ялĕн уявне кĕлĕ хыççăн тÿрех чиркÿ умĕнчех ирттернинчен тĕлĕнме кирлех те мар-тăр.

Хальхи уяв, паллах, чыславсемпе парнесемсĕр, ăмăртусемпе вăйă-кулăсăр, кĕреке тулли апат-çимĕçпе сăра-эрехсĕр, эстрада юрри-ташшисĕр иртмест. Çаксем йăлтах пурччĕ уявра. Вĕсен шăв-шавĕпе кĕрлевĕ халăх чун-чĕринче чăн савăнăç çуратнипе çуратманнине халăхĕ хăй пĕлет. Çапах та пурте пĕрле пухăнса, çурта çутса Чăн Таса Турă Амăшне мухтаса кĕлтунин хăвачĕ ĕмĕрне те иксĕлес çук. Унăн сăваплă çути тÿрех мар пулсан та, вăхăчĕ çитсен чи кирлĕ самантра этеме чун-чĕрине çунат паракан таса та хăватлă, ĕмĕр иксĕлми шанчăк вĕрсе кĕртетех.

Римма ПРОКОПЬЕВА