Чиновникшăн хысна айăплă-им?

6 Ака, 2015

Должноçри яваплă çын йăнăш тунă та - çакăншăн шар курнисем тÿснĕ сиене хысна шучĕпе саплаштарнă. Патшалăх бюджечĕ тĕпсĕр мар вĕт, эппин, айăпли хăй укçан явап тыттăр...

Çĕнĕ Шупашкар хулин прокуратури патшалăх влаçĕн органĕсене пула федераци бюджетне кÿнĕ сиене саплаштарас енĕпе ĕçленĕ май çакна палăртнă: Шупашкарти Мускав районĕн сучĕн йышăнăвĕпе С. тата унăн çемйин членĕсем валли патшалăх хыснинчен укçа шыраса илнĕ. Пурлăх тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиеншĕн - 51 пин тенке яхăн, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиене саплаштарма - 20 пин.

Мĕнле сăлтавпа? Миграци службин сотрудникĕн айăпĕпе хайхи арçын мăшăрĕн ют çĕршыв паспортĕнче вĕсен ачин сăнÿкерчĕкĕ çине пичет лартман. Паллах, кунашкал документ вăйсăр шутланать. Çавна май турист путевкипе ют çĕршыва канма каймашкăн тухнă çемьене таможня чикĕ урлă каçарман. Путевка «çунса» кайнă, кану пăсăлнă - пурлăх тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен сиен тÿсни куçкĕрет. Çавна май çемье тăкака шыраса илме тавăç тăратнă, шар курнăскерсене хысна шучĕпе укçа тÿленĕ.

Прокурор шухăшĕпе вара - миграци службин должноçри çынни çăмăлттай пулнипе çапла пулса тухнă. Вăл федераци бюджечĕн шучĕпе С. çемйине тÿленĕ укçана хайхи чиновникрен шыраса илме суда тавăç тăратнă.

Судăн пĕрремĕш инстанцийĕнче ыйтăва тивĕçтермен. Химиксен хулин прокурорĕ ЧР Аслă судне апелляци çырнă та - унта прокуратура позицийĕ майлă пулнă, район сучĕн йышăнăвне пăрахăçланă. Çапла вара Раççей хысни валли миграци службин сотрудникĕнчен унăн уйăхри вăтам шалăвĕ чухлĕ - 40 пин тенкĕ - шыраса илме йышăннă.

Н.ЯКОВЛЕВ

Рубрика: