- Чăвашла верси
- Русская версия
Чи савăнăçлă та хумхануллă кун
Ĕнер Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕнче 48 ачашăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Шкултан вĕренсе тухакансемшĕн çак кун савăнăçлă та, хурлăхлă та пулчĕ. Пурнăçăн çĕнĕ тапхăрне куçасси, паллах, ырă шанăç парнелет, анчах çав вăхăтрах кăштах шикленÿ туйăмĕ те çуратать.
Уяв Раççей гимнĕнчен пуçланчĕ. Ачасене шкул директорĕ Лариса Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламларĕç, малашнехи пурнăçра тикĕс çул, лайăх юлташсем, ăнăçу сунчĕç.
Шкулăн чи хастар вĕренекенĕсенчен пĕриншĕн Юлия Адюковăшăн вара çак кун уйрăмах телейлĕ пулчĕ. «Тантăш» хаçатăн лауреачĕ» /2007/ ята тивĕçнĕскере саламлама «Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Алина Ларшникова килсе çитнĕ. Кăçал çамрăк корреспон-дентсен слетĕнче пулма май тупайманшăн питĕ куляннăччĕ Юля. Çавăнпа та Алина Николаевна тăван шкулта Тав хучĕпе чыслани уншăн темрен те хаклă.
Юлашки шăнкăрав — яланлăха асра юлмалли, пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв. Малтанхи çĕнтерÿсем, çĕрĕ-çĕрĕпе урок хатĕрленсе ларни хыçала юлĕç, вĕрентекенсем ырă сунни тата ашшĕ-амăшĕн юратăвĕ пуласлăхра хавхалантарса тăрĕç. Малалла вулас...
Комментари хушас