Чи пысăк награда — зал тулли куракан
18 Ноября, 2016 | Культура

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Ăна асăннă учрежденин сумлă юбилейне халалланă. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче филармонин ветеранĕсемпе унта паян вăй хуракансене хавхаланса ĕçленĕшĕн, куракансен кăмăл-туйăмне çĕклекен программăсем хатĕрленĕшĕн ăшшăн тав турĕ. "Хăвăр ĕçĕре чунăра парса пурнăçлатăр, — терĕ. — Сирĕншĕн чи пысăк награда — зал тулли куракан пулни. Яланах çапла пултăр. Ăнăçу, телей сунатăп".

Культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн ташă коллективĕн артисчĕ Ирина Гаврилова, Кристина Игнатьева хореограф тата "Çавал" ансамбль артисчĕ-вокалисчĕ Александр Ильин ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç.

Кĕвĕ-çемĕ ăстисене çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Валерий Филимонов тата ЧР культура министрĕ Константин Яковлев саламларĕç, уйрăмах палăрнисене Хисеп грамотипе чысларĕç.

Николай Казаков Республика ертÿлĕхне çивĕч ыйтусене татса пама пулăшнăшăн тав турĕ. "Паян çакăнта мĕн курни — пысăк пултарулăх çулĕн пуçламăшĕ. Пирĕн питĕ маттур артистсем пуррипе чăннипх мухтанатăп", — терĕ вăл.

Эпир те, куракансем, сирĕнпе мухтанатпăр. Яланах çапла пулăр!

Надежда СМИРНОВА

 

Надежда СМИРНОВА