Чи пултаруллисене — сертификат

9 Раштав, 2016

Чăваш наци конгресĕ тата ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви йĕркеленĕ «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти 10-мĕш шкулта иртрĕ.

Республикăра çамрăк ăрăва ăс-хакăл тата кăмăл-сипет енчен аталанма, чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркине хисеплеме çул уçакан шкул чылай. Вĕсен йышĕнчен «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурсра пĕрремĕш вырăна — Шупашкар хулинчи 10-мĕш шкул, иккĕмĕш вырăна — Йĕпреç районĕнчи Пучинкери тата Шупашкарти 60-мĕш шкулсем, виççĕмĕш вырăна Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕпе Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицей тухрĕç.

Çĕнтернĕ шкулсене саламлама ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев тата ЧНК президенчĕ Николай Угаслов килсе çитрĕç. Чыславра «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурса хастар хутшăннă Катекри /Канаш районĕ/, Юнтапари тата Чăваш Сурăмри /Элĕк районĕ/, Шăмăршăри, Куславкка хулинчи 3-мĕш, Çирĕклĕ Шăхальти /Елчĕк районĕ/, Тĕрлемесри /Куславкка районĕ/, Шупашкарти 50-мĕш, 62-мĕш, Елчĕкри /Куславкка районĕ/, Сăнав поселокĕнчи /Çĕрпÿ районĕ/, Канашри 3-мĕш шкулсене Дипломпа чысларĕç.

Çамрăк ăрăва ăс-хакăл тата кăмăл-сипет енчен аталантарассинче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хутне тата Чăваш наци конгресĕн укçа сертификатне Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейĕпе Муркаш районĕнчи А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕ /15 пин тенкĕ/, Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕпе Шупашкарти 60-мĕш шкул /25 пин тенкĕ/, Шупашкарти А.Г.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш шкул /50 пин тенкĕ/ илме тивĕç пулчĕç.

Мал ĕмĕтлĕ вĕрентекенсем хăйсен пултарулăхне Раççей шайĕнчи конкурссенче те кăтартаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназири чăваш чĕлхи тата пуçламăш класс вĕрентекенне Нелли Красновăна Мускавра иртнĕ «Тăван чĕлхе вĕрентекенсен Пĕтĕм Раççейри мастер-класĕ» конкурс çĕнтерÿçине, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хутне тата Чăваш наци конгресĕн 10 пин тенкĕлĕх сертификатне пачĕç.

Юлия Анисимова,

ЧНКн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕн заместителĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.