Чи маттуррисем - республикăн тĕп Eлкинче

30 Раштав, 2014

Çĕнĕ çул уявĕ пуриншĕн те чуна çывăх пулин те ачасемшĕн вăл - чи асамли. Вĕсем ăна хĕлĕн пĕрремĕш кунĕсенченех чăтăмсăррăн кĕтме тытăнаççĕ. Хăйсем мĕнле парне çинчен ĕмĕтленнине палăртса чылайăшĕ Хĕл Мучине çыру та хайлать.

Йăлана кĕнĕ тăрăх уяв çывхарса пынă кунсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Елкисем иртрĕç. Унта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан хастар, пултаруллă, ăслă ачасем - тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсем, спорт ăмăртăвĕсенче мала тухнисем - хутшăнчĕç. Мĕнпурĕ - 2,5 пин ача.

Виçĕ кун - декабрĕн 24, 26, 29-мĕшĕсенче - фойере вырнаçтарнă капăр чăрăш тавра карталанса тĕрлĕ ÿсĕмри арçын ачасемпе хĕрачасем Хĕл Мучипе, Юр пикепе, юмах паттăрĕсемпе пĕрле савăнчĕç, «Хрусталь пушмак» музыка юмахĕ курчĕç. Çĕнĕ çул уявĕ пылак парнесĕр пулать-и вара/ Парнепе пĕрле республика Пуçлăхĕнчен саламлă открытка илме те кăмăллă пулчĕ ачасене.

Пуçарулăхпа, маттурлăхпа ыттисен хушшинче палăрса тăракан ачасене Чăваш Ен вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов саламларĕ, малашлăхра та çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ.

И.ИВАНОВА.

Рубрика: 
Автор: