«Чи лайăх командир» ята тивĕçнĕ Лиза

9 Пуш, 2017

Лиза Солдатова хăйĕн хушамачĕпе чăнласах мăнаçланать. Унăн шухăшĕпе çак сумлă хушамат ăна кирек ăçта та пулăшса, хавха­лантарса пырать, çитĕнÿсем тума хăпартлантарать.

-Мăн-мăн асатте хăй вăхăтĕн- че 22 çул салтакра служ­бăра пулнăскер тăван яла таврăннă. Паттăр салтака тÿрех Солдатов хушамат çыпăçтарса хураççĕ, — ăнлантарать вăл несĕлĕсен шăпи пирки.

Çапла, Лизăра та чăн-чăн салтак юнĕ чу­пать. Вăл 7 «а» кадет класĕнче ăнăçлă вĕрен­се пырать. Тăрăшуллă, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пĕлекене ахальтен мар ушкăн командирне суйланă ĕнтĕ. Сасси мăнаçлă та янăравлă, утти сулмаклă та хăватлă.

 

— Пĕрремĕш класранпах «5» паллăсемпе вĕренсе пыратăп. Чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи тата физкультура предмечĕсем чун­тан килĕшеççĕ. Пурнăçăма вара çарпах çыхăнтарас тĕллевлĕ эпĕ. Çак шухăш пуçа пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне пырса кĕчĕ. Ун чухне пирĕн шкула пог- раничниксем тĕлпулăва килчĕç. Хăйсен пурнăçĕпе паллаштарнă хыççăн пире беретсемпе погон­сем парнелерĕç. Ах, чĕре кăлт- кăлт тапрĕ ун чухне! «Ан манăр, сирĕн пурин те спортпа туслă пулмалла. Тăван çĕршыва юрăх­лă çын пулас тесен çирĕп сыв­лăхлă, йăрăс пÿллĕ пулмалла», — терĕç пире пил парса. Пĕлтĕр вара Çĕмĕрлере иртнĕ респу­бликăри кадетсен ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăна тухрăмăр. Тата та кăмăлли — эпĕ «Чи лайăх коман­дир» ята илни. Çакă мана пуш­шех вăй-хăват хушрĕ. Малашне те ăнăçу пирĕнпе пĕрле пуласса шанса та, ĕненсе тăратпăр, — çирĕплетет хастар хĕрача.

Лиза ÿкерме те ăста. Акă паян та вăл çуркуннене сăнларĕ. Кă­пăш юр кантăкпа витĕннĕ тейĕн. Хытнă, çултан пăрăнса кĕрсен, йĕлтĕрсĕр те путмастăн. Юр çийĕ хĕвел пайăркипе ахах пĕрчи евĕр йăлтăртатать. Çĕрлехи çутă çăл­тăрсем тÿперен пĕтĕмпех çĕр çине тăкăннă, тейĕн.

— Чим, тĕлĕнтермĕш янкăр кăвак тÿпе ÿкерем-ха! Чи-чи хитре чаршав. Кун пек çанталăка юрататăп эпĕ. Çакнашкал илем пурăнма тата та хавхалантарать, — тет Лиза Солдатова.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Патăрьел районĕ,

Патăрьелти 1-мĕш шкул.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.