- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чи кирли — сана халăх хисеплетĕр...»
Пире пурне те кăсăклантаракан, юрри-ташшипе илĕртекен тата нумай интереслĕ йăла-йĕркепе пуян Инди çĕршывĕ çинчен пĕлес килет-и? Пирĕн рубрикăн паянхи хăни Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Соня Сингх. Вĕренÿре тăрăшуллăскер, юрра-ташша маттурскер ырă кăмăлĕпе те тĕлĕнтерчĕ.
Тухтăр та, спортсмен та
Хĕр ачан çывăх çыннисем Раджеш Кумарпа Инга Валерьевна И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра паллашнă. Инди çĕршывĕнчен килнĕ Раджеш Сингх тухтăр профессине алла илнĕ. Инга та медицинăна кăмăлланă. Пурнăçра пĕр тĕллев патне ăнтăлакан икĕ çамрăк пĕр-пĕрне килĕштернĕ. Таса туйăмпа çунатланнă ĕмĕчĕсене вĕсем часах пурнăçа кĕртнĕ — çемье çавăрнă. Университетран вĕренсе тухсан Раджеш Кумар Канаш районĕнчи больницăра хирургра ĕçлеме тытăннă. Çут тĕнчене Алиса, унтан Соня килнĕ.
Халĕ çемье Шăмăршă районĕнчи Асанкассинче тĕпленнĕ. Раджеш Сингх Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнче вăй хурать. Хисеплĕ тухтăра кунти халăх юратать. Хăй ĕçне чунран парăннăскер талăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче çынна пулăшма васкать. Унсăр пуçне вăл спортпа туслă. Çак районта Раджеш Сингх курăк çинче хоккей выляссине йĕркелесе янă. Ку вăййăн президенчĕ пулнă май çамрăксене спортпа туслаштарма тăрăшать. Регионсен хушшинче иртекен ăмăртусенче Çĕпрел районĕн команди пĕрремĕш вырăнсене час-часах йышăнать.
Музыка предмечĕшĕн тунсăхлать
Соня каласа кăтартнă тăрăх, аппăшĕ Алиса ашшĕн çулĕпе кайнă. Вăл Шупашкарти аслă шкулта ăс пухать — тухтăр пулма хатĕрленет. Соня та медицинăна килĕштерет. Анчах сцена çине тухма юратаканскере чунĕ артист пулма туртать. Хĕр ача спорта та юратать. Унра ашшĕн юнĕ чупать мар-и? Вăл шкулти ирĕклĕ кĕрешÿ секцине виççĕмĕш çул çÿрет. Тен, çавăнпах полици ĕçченĕ те пуласшăн. Тăрăшуллă та сăпайлăскер биологи предметне юратса вĕренет, ялан «5» паллă илет. Кăçал тата хими хушăннă. Соньăна вăл та килĕшет. Ахальтен мар ăна тухтăр профессийĕ илĕртет. Тата хĕр ачана артист пулас килни те канăç памасть-çке. Юрă шăрантарма çав тери ăста вăл. Юлташĕпе Ирина Сорокинăпа вĕсем пĕр-пĕр юрра вĕренеççĕ те унтан сцена çине тухаççĕ. Иртнĕ эрнере кăна-ха клубра «Кĕрхи бал» уяв пулнă. Соня унта шăнкăр-шăнкăр сассипе ял халăхне савăнăç парнеленĕ. Хăй маттуррине хĕр ача куракан тăвăллăн алă çупса йышăннинчен туять. Чăвашла та, вырăсла та юрлать вăл. Инди юррисене шăрантарма сăмахĕсене пĕлменнишĕн кулянать чиперук. 8-мĕш класран музыка предметне вĕрентме пăрахаççĕ. Ку предметшăн Соня тунсăхланине пĕлтерчĕ. Вăл чăваш литературине те юратать. Чăвашла кĕнеке вулама кăмăллать. Ку предмета лайăхрах ăса хывма ăна юлташĕ Ирина пулăшать. Çапла çав вăл, çывăх тус пурри мĕн тери аван!
Пушă вăхăта усăсăр ирттерме хăнăхманскер шашкăлла вылять, шахмат вăййине те вĕренесшĕн. Сăмах май, çак вăйăсем Индире пуçланса кайнă.
Асанкассинчи клубра ташă кружокĕ ĕçлет. Хĕр ача унта çÿреме те ÿркенмест. Çывăх çынни ерçеймен вăхăтра йăмăкĕсене — 4-ри Катьăпа 2 çулти Эльвирăна — астăвать.
Сабджи, карри…
Кил-çурта тирпейлесси, савăт-сапа çăвасси те Соньăшăн йывăр ĕç мар. Кунсăр пуçне амăшне инди халăх апатне хатĕрлеме пулăшать. Çемьере вĕсен сабджие ытларах кăмăллаççĕ. Ăна тĕрлĕ пахча çимĕçрен тата какайран хатĕрлеççĕ. Кишĕр, купăста, çĕр улми, симĕс пăрçа аш тутине пуянлатать. Сабжди хатĕрленĕ чухне хăйма, килте хатĕрленĕ сыр хушсан тутă хырăма та выçтарĕ. Тата инди халăхĕ кашни апатах тĕрлĕ техĕмлĕх хушать. Чили пăрăçĕпе хатĕрленĕ апат çăвара хыпмалла мар «пĕçертет» пулсан ку вĕсемшĕн ним те мар. Çакна ачаранах хăнăхса ÿсеççĕ вĕсем. Соня ытти апат-çимĕçе хатĕрленине каларĕ. Тĕслĕхрен, карри те килĕшет ăна. Индире вăл техĕмлĕх пек те, ашран янтăланă апат та шутланать. Çак çĕршывра халăхăн 40 проценчĕ вегетарианец шутланать. Вĕсен апачĕ ытларах чухне пăрçа йышши культурăран, рисран тытăнса тăрать. Кунта пăрçа сорчĕ кăна 100 тĕслĕ çитĕнет, ку йышши культурăн ытти сортне вара асăнса та пĕтереес çук. Индире чылайăшĕ халĕ те турилкке вырăнне банан çулçипе усă курать. Сĕтел хушшине апатланма лариччен индиецсем алла, пите, урана та çăваççĕ. Чылай çемьере хĕрарăм арçын хыççăн кăна çиме ларать.
Сăваплă выльăх
Тĕнчере чи нумай пуç выльăх тытакан çĕршыв Инди шутланать. Чылайăшĕ пĕлет ĕнтĕ, ĕне вĕсен — чи сăваплă выльăх. Ĕнесем урамрах çÿреççĕ, çул çинче выртакан çак выльăхран транспорт та пăрăнса иртет. Малалла вулас...
Комментари хушас