Черри - вĕтĕ помидор - тутлă, тухaçлă

3 Раштав, 2015

Помидорăн «Черри» тата «Розовые» сорчĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес килет. Хаçатра çырни ытти пахчаçăсемшĕн те интереслĕ пулĕ тетĕп.

Юрий СОКОЛОВ.

Вăрмар районĕ.

«Черри» текен вĕтĕ помидорсем - чи хăвăрт пулса çитекеннисем. Селекционерсем çак помидорăн тĕрлĕ сортне кăларассипе ĕçлеççĕ. Хĕрлĕ, сарă, хĕрлĕ-хăмăр, шупка кĕрен, хĕрхĕлтĕм /оранж/ тата ытти тĕслисем пур. Пÿртре çитĕнтерекен черри çулталăкĕпех çимĕç парать. Помидорсен тути лайăх, тĕмсем пысăк мар, пăхма хитре. Пĕр туратра шăкăрин вырнаçнă çимĕçсем харăссăн тулса çитсе пиçеççĕ. Çимĕçсем калăппа хатĕрленĕн пĕр пек. Черрине уйрăммăн та, хăярпа пĕрле маринадласа консервлама та аван. Тĕрлĕ салат, закуска валли черри питĕ паха çимĕç. Лайăххине нумай калама пулать ун çинчен. Çавăнпа пахчаçăсем çак çĕнĕ çимĕçпе хăвăрт туслашаççĕ те.

Пирĕн тăрăхра, çуллахи ăшă тапхăр кĕске пулнине кура помидор туса илесси пит ансат мар. Черри вара хăвăрт пулать.

Çÿллĕ мар çитĕнекен черри /дентерминатсем/ тĕмĕсене шалча çумне çыхса çирĕплетме кирлĕ мар. Вĕсен турачĕсене те иртмеççĕ. Тĕм сĕре вăйлă туратланса кайсан çеç ытлашшисене хуçмалла. Тунаран тухакан çулçăсене иртме юрамасть: ÿсен-тăран вăйсăрланать, çимĕç лайăх ÿстереймест.

Ампельнăй сортăн турачĕсем - йăлтах çимĕç сапакисем. Помидорсем вĕтĕ - 15 г. Сорт теплицăсенче çитĕнтерме аван. Кăмпа чирĕсене чăтăмлă.

Изюм F1 - черри сорчĕ те теплицăра çитĕнтермелли. Шупка хĕрлĕ çимĕçсем 15 г яхăн.

Çÿллĕ çитĕнекен черри сорчĕсем /индетерминантсем/ тата вăтам çÿллĕшлисем /полудерминантсем/ чылай. Теплицăсенче тата уçă çĕрте ÿсекеннисем, балкон çинче, пÿртре чÿрече янаххи çинче ÿстермелли сортсем те пур.

Черри помидорсен уйрăмлăхне палăртмалла - вĕсене çимĕç пиçсен çеç татмалла. Кăштах пиçме пуçласан е çурма пиçнĕ помидор сапакине татсан пĕлсе тăрăр - вăл тутлăланаймасть. Черри хăвăрт ÿснине, харăс пиçнине шута илсен çимĕçе пиçсе çитичченех кĕтме йывăрах мар.

Вĕтĕ помидор черри хăш-пĕр кăмпа чирĕсене питех парăнмасть пулин те фитофторăран, ытти чиртен ăна сыхламалла. Пысăк йышши помидорсене хÿтĕлемелли препаратсем черришĕн те юрăхлă, усă курас йĕрке те пĕрешкелех.

Черрине пахчара çитĕнтерес тесен калча килте ÿстермелле. Пулăхлă тăпра хатĕрлемелле, вăрлăха ака уйăхĕнче акмалла. Пÿлĕмре сывлăш температури 25 градус ăшă тăмалла. 5-10 кунран вăрлăх шăтать, ăна уçăрах çĕре лартмалла /?20°/. Кашни кунах шăвармалла. 3-4 лайăх çулçă тухсан кашни калчана уйрăм савăта куçарса лартмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.