Чĕрнене кăмпа ерсен

10 Кăрлач, 2018

Эпĕ 70 çултан иртнĕ. Манăн ура чĕрни хулăнланчĕ. Утнă чухне питĕ ыратать. «Экзодерил» эмелпе усă куртăм, анчах пулăшмарĕ. Тен, халăх мелĕпе сипленме май пур?

Елена ИВАНОВА. Вăрнар районĕ.

Чĕрнене кăмпа ерсен вăл хулăнланать. Урăхла ăна онихомикоз чирĕ теççĕ. Чир питех аталанман пулсан ăна халăх мелĕпе те сиплеме май пулнине калаççĕ.

Уксуспа хатĕрленĕ ванна. Савăта кăштах ăшă шыв, 1 стакан 9 процентлă уксус ямалла, урана 15-20 минута чиксе лармалла, шăлса тасатмалла, чăлха тăхăнмалла.

Уксуспа сипленни. Чĕрне çине уксуспа йĕпетнĕ тампон хумалла, 15 минут тытмалла. Процедурăна эрнере 3 хутчен тумалла. 70 процентлă уксуспа усă курнă май ÿт-тире пĕçертесрен асăрханмалла.

Пан улми уксусĕпе. Ăна шывпа /1:1 виçепе/ хутăштармалла, çывăрас умĕн урана çак савăтра 30 минут тытмалла, сываличченех сипленмелле.

Йодпа. Чĕрне çине кунне икĕ хутчен 1 тумламшар йод тумлатмалла. Сывă чĕрнесене те кунне пĕр хутчен йодпа сăтăрмалла.

Апат содипе. 3 л шыв илмелле, 2 апат кашăкĕ апат соди ямалла, лайăх ирĕлтермелле. Унта кĕпе-йĕм супăнĕ /теркăпа хырса/ хушма юрать.

Шĕпĕн курăкĕн сĕткенĕпе. Малтанах чĕрнене водород перекиçĕпе тасатмалла, шăлса типĕтмелле, кăмпапа сиенленнĕ вырăна шĕпĕн курăкĕн сĕткенне тумлатмалла. Ку процедурăна кунне 2 хутчен сываличченех пурнăçламалла.

Белизнапа. Кун сиктерсе чĕрне çине 1 тумлам белизна тумлатмалла.

Тăварпа, тинĕс тăварĕпе. Апат содипе тăвар /1:1 виçепе/ илмелле, сивĕ шыв кăштах хушмалла /пăтă евĕр пултăр/. Каçхине, çывăрас умĕн, чĕрне çине сĕрмелле, 10 минутран çуса тасатмалла, сываличчен сипленмелле.

Тикĕтпе. Сиенленнĕ чĕрне çине çывăрас умĕн тикĕт е тикĕтрен хатĕрленĕ супăнь сĕрмелле, бинтпа чĕркемелле. Ирхине ăшă шывпа çуса тасатмалла.

Асăрхаттарни: халăх сĕнекен сывату меслечĕсемпе усă куриччен тухтăрпа канашласа пăхмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.