ЧĔРЕ ЙĔРКЕЛЛĔ ĔÇЛЕТĔР

13 Ака, 2016

Çак çимĕçсемпе шĕвексем чĕрене йĕркеллĕ ĕçлеме пулăшаççĕ. Хăçан, мĕнле тата мĕн чухлĕ усă курмаллине вуласа пĕлме пултаратăр.

Çĕрулми. Унра кали, тимĕр, кальци, магни, марганец, никель, кобальт, йод, С, В1, В2, В6, В9, РР, Д, К, Е витаминсем, йÿçексем пур.

Мĕнпе усăллă. Кали юн тымарĕсене пулăшать, С витамин иммунитета ÿстерет, тимĕр юн куçассине лайăхлатать, метионин, холин, аспарагинпа глютамин йÿçекĕсем юнри холестерин шайне чакараççĕ.

Кирлĕ виçе. Эрнере 2-3 хут 200-шер грамм.

Мĕнле çимелле. Кали тата усăллă ытти япала хуппинче вырнаçнă, çавăнпа çĕрулмине духовкăра е шывра хуппипе пĕçерсе çисен лайăхрах.

Помидор. Унра кали, каротин, хром, ликопин, Е, РР, С витаминсем, клетчатка пур.

Мĕнпе усăллă. Кали чĕрери юн тымарĕсене çирĕплетет, юн пусăмне çемçен чакарать, ликопин антиоксидант шыçăран хÿтĕлет.

Кирлĕ виçе. Кунне 2 помидор.

Мĕнле çимелле. Пăшăхласа, грильпе пĕçерсе. Е томат сĕткенĕ ĕçмелле. Çапла майпа организм ликопина лайăхрах йышăнать.

Абрикос, курага. Унра органика йÿçекĕсем, кверцитин, каротин, С, РР, В1, В2, В15 витаминсем, магни, кали, кальци, тимĕр, фосфор, натри, йод, кремни, марганец, цинк, молибден пур.

Мĕнпе усăллă. Кверцитин юн тымарĕсене хÿтĕлет, çирĕплетет, кали чĕре таппине йĕркелет, микроэлементсем юн тума пулăшаççĕ.

Кирлĕ виçе. Кунне 5-6 çимĕç-рен ытла мар, мĕншĕн тесен абрикос çемçетекен витĕмпе палăрса тăрать.

Шур çырли /клюква/. Унра танин, С, Е витаминсем, кали, магни пур.

Мĕнпе усăллă. Танин организмран сиенлĕ япаласене кăларать, С витамин юн тымарĕсене çирĕплетет, калипе магни чĕре мышцине пулăшаççĕ.

Кирлĕ виçе. Кунне 100-200 грамм.

Мĕнле ĕçмелле. Морс, сĕткен хатĕрлесе.

Симĕс чей. Унра кверцитин, Д, Е, К, С, Р, В ушкăнри витаминсем, цинк, кальци, фосфор, тимĕр, фтор, йод, магни, марганец пур.

Мĕнпе усăллă. Кверцитин юн тымарĕсене çирĕплетет, Е витамин - çу ылмашăнăвне, микорэлементсем юнри глюкоза шайне йĕркене кĕртеççĕ.

Кирлĕ виçе. Кунне 2-3 стакан.

Мĕнле ĕçмелле. Тин вĕретнĕ чей кăна.

Типĕ хĕрлĕ эрех. Унра 30 ытла микроэлемент, РР, Р, В1, В2, В6, В12 витаминсем, флавоноидсем пур.

Мĕнпе усăллă. Биологи тĕлĕшĕнчен хастар япаласем юн тымарĕсен стенкисем çине тăхасем пухăнасран хÿтĕлеççĕ, кверцитин флавоноид нумай пулни шыçă аталанас хăрушлăха чакарать, хытаракан япаласем организмăн сиенлĕ пайăркасене хирĕç тăрас хăватне вăйлатаççĕ.

Кирлĕ виçе. Кунне 100-150 грамм.

Мĕнле ĕçмелле. Виçерен иртмелле мар, ытларах ĕçни сиплĕ витĕмне вăйлатмасть, сиенлĕ пулма пултарать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.