ЧĔРЕ ТĔЛĔНЧЕ ЫРАТАТЬ...
Стенокардин тĕп палли - чĕре тĕлĕнче е кăкăр кăшкарĕ хыçĕнче ыратни. Чĕре приступĕ аталанасран мĕнле хÿтĕленмелле-ха?
l Чĕре тĕлĕнче ыратма пуçласанах ыхран тасатнă пысăк мар шăлне çăтса яма сĕнеççĕ. Ку меслет - алă айĕнче нитроглицерин çук чухне пĕрре усă курмалли кăна.
l Пĕр пуç ыхрана тасатмалла, 2 стакан çăра чăх шÿрпине /тирне сÿнĕ, çăвĕнчен тасатнă чăх какайĕнчен пĕçермелле/ ямалла, 15 минут вĕретмелле. 2 çыхă петрушка хушса çулăм çинче тата 3 минут тытмалла. Унтан сăрăхтармалла, петрушкăпа ыхрана нимĕрлемелле, каллех шÿрпене ямалла. Хутăша апатчен 40 минут маларах ĕçмелле.
l Нимĕрленĕ 5 пуç ыхрана, вĕтетнĕ 10 лимона, 1 литр пыла хутăштармалла. Кĕленче банкăна ярса 1 эрне лартмалла. Кунне 1 хут апатчен 30 минут маларах 4 чей кашăкĕ çимелле. Эмеле васкамасăр, кашни кашăк хыççăн пĕр минут тăхтаса çимелле. Сиплев курсĕ - 2 уйăх.
l Сывлăш пÿлĕнсен çак хутăш пулăшать. Тулăран юхтарнă 200 миллилитр шурă эрехе 200 миллилитр олива çăвĕпе хутăштармалла. Кунне 3 хут 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев - 3-4 эрне.
l Кăкăр кăшкарĕ хыçĕнче ыратсан 1 чей кашăкĕ сахăра 5-6 тумлам шурă чăрăш /пихта/ çăвĕпе хутăштарса çăтмалла. Чĕре тĕлне шурă чăрăш çăвĕпе сăтăрни витĕмлĕ пулăшать.
l Кăкăрта канăçсăрлантарнине туйсан кашни кун 3-4 апат кашăкĕ кавăн вăрри çимелле.
l Термоса тин вĕренĕ 3 стакан шыв, 3 апат кашăкĕ катăркас /боярышник/ çырли ямалла. Пĕр талăкран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер стакан ĕçмелле. Тăхтавсемсĕр çулталăк сипленмелле.
l Кунне 3 хут чĕлхе айне 20 грамм ама хурчĕн сĕтне /маточкино молочко/ хурса ĕммелле. Сиплев курсĕ - 10-20 кун.
l Кашни кун апат умĕн пÿртре ÿсекен ылтăн хунав /золотой ус/ çулçинчен юхтарнă сĕткене 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
l Юн тымарĕсен пиçĕлĕхне лайăхлатма, юн çăралăхне чакарма каштанăн 50 грамм вĕтетнĕ йĕкелне çур литр шурă эрехе ямалла, 1 уйăхран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 1 сехет маларах 20-30-шар тумлам пĕр уйăх ĕçмелле. Каштан настойкине аптекăра та туянма пулать.
l Çак рецепт та аван: чĕрĕ чĕре курăкĕнчен /пустырник/ сĕткен юхтармалла. Ăна 2 апат кашăкĕ шыва 30-40 тумлам ярса апатчен 30 минут маларах ĕçмелле.
l Чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн ĕçне лайăхлатма хырăн е шурă чăрăшăн вĕтетнĕ çамрăк лăссине 5 апат кашăкĕ илсе çур литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле те илмелле. Çĕр каçа лартмалла, ирхине сăрăхтармалла. Кунне 4-5 хут çуршар стакан ĕçмелле.
l Чĕре, пĕвер ĕçне йĕркене кĕртме, ыйха лайăхлатма аптекăра сутакан спирулина /тинĕс курăкĕ/ тÿмине ĕçни усăллă.
Комментари хушас