Чĕрчунсен те номер пулĕ

19 Кăрлач, 2017

Аркадий Дворкович вице-премьер пĕлтернĕ тăрăх — Раççей правительстви 2018 çула кĕриччен кил тата ял хуçалăхĕнчи чĕрчунсене шута илмелли пĕрлехи йĕрке çирĕплетесшĕн.

Вĕсене 15 цифрăран тăракан номерсем парĕç. Хисепсене çырма чĕрчун хуçисен чип — çурма проводник е диэлектричество пластинин фрагментне /тăватă пĕçмехлĕ тăваткал монокристалл/ туянма, татуировка е номерлĕ тавро çаптарма тивет. Тăршшĕпе сарлакăшĕ темиçе сантиметр çеç. Çĕршыври чĕрчунсем çинчен федерацин патшалăх тытăмне информаци /вĕсен тĕсĕ, аçа е ама, ăрат, çут тĕнчене ăçта килнĕ тата ытти те/ кĕртсе пыраççĕ. Раççей Ял хуçалăх, Экономика аталанăвĕн, Финанс министерствисен кăçалхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕччен çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртмелли карттă хатĕрлесе çитермелле.

Идентификаци йышне кил тата ял хуçалăх выльăхĕсĕр пуçне кайăк-кĕшĕк, лаша, пăлан, тĕве, йытă, кушак, кролик, мамăк тирлĕ чĕрчун, пыл хурчĕ, пулă лекĕ.

Кашни вĕлле хуртнех номер пама тĕллев лартман. Ушкăнăн пĕр маркировка пулĕ. Вăл е ку чĕрчун çут тĕнчене килсен, ăна çĕршыва, региона илсе килсен виçĕ уйăхран кая юлмасăр патшалăх органĕнче регистрацилеттермелле.

С.СЕРЕГИН.

Автор: