«Черчен чечексем» пĕр чăмăра пуçтарчĕ

Чÿкĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕ республикăри чăваш чун-чĕриллĕ ачасене пысăк уява пухрĕ. Вĕсем «Черчен чечексем» ача-пăча саккăрмĕш фестиваль-конкурсĕн тата «Хамăрах ăсталатпăр пукане» наци пуканепе тетте конкурсĕн пĕтĕмлетÿ тапхăрне килсе çитрĕç. Ултă çултисенчен пуçласа вун сакăр çула çитнисен çак конкурсра хăйсен пултарулăхне кăтартма май килнĕ.
Сцена çак кун нихçанхинчен те асамлăрах та илемлĕрех курăнчĕ. Ачасен йăлкулли, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмĕ илем кÿчĕ ăна. Сцена çине чи малтан Элĕк районĕнчен килнĕ «Çеçпĕл çеçкисем» ачасен ансамблĕ тухрĕ. Куракансене илемлĕ чăваш халăх юрри-ташшипе тата вăййипе тыткăнларĕç вĕсем. Мĕнешкел илемлĕ! Юхрĕ те юхрĕ ытарайми чăваш юрри! Çак фестивальте «Çеçпĕл çеçкисем» ансамбль «Фольклор» номинацире палăрса Гран-прие тивĕçрĕ.
— Эпир яланах чăвашла калаçатпăр, чăвашла юрлатпăр, тĕрлĕ вăйă вылятпăр. Хамăрăн тăван чĕлхерен пирĕн пĕрре те вăтанмалла мар, ăна юратмалла, упрамалла, — чĕвĕлтетрĕç çак ансамбле çÿрекенсем.
Чăваш ачисем мĕн ĕмĕртен юрра-ташша, тĕрлĕ музыка инструменчĕ калама ăста пулнă. Сакăр çулти Миша Владимиров Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕ çумĕнчи «Шевле» вокал студине çÿрет. Вăл «Волк на псарне» юптарăва выляса куракана тыткăнларĕ.
— Жюри сăвă калама ыйтсан хăвăрт кăна аннепе сцена хыçĕнче Иван Крыловăн «Волк на псарне» юптарăвне çур сехет хушшинче аса илтĕм те хак паракансене каласа кăтартрăм. Акă манăн паянхи çитĕнĕвĕн ĕçĕ! Паян вара сцена çинче хама пĕр-пĕр артист пекех туйрăм, — савăннине пытармарĕ Миша.
Культура керменĕн иккĕмĕш хутĕнче çав кун ал ăстисем хăйсен куравне йĕркелерĕç. Мĕн кăна çукчĕ пулĕ: тăм шăхлич, сÿсрен тунă лашасем, çăмран ăсталанă капăр пуканесем… Вĕсене чăваш тĕрри-эрешĕпе пуянлатнă. Республикăри ал ăстисен конкурсне те пĕтĕмлетрĕç çак кун. «Хамăр алăпа пукане ăсталатпăр» курава чылай ĕç тăратнă. Пĕри тепринчен пуянрах. Аслисемпе пĕрле ачасем те хăйсен ĕçĕсене илсе килнĕ. Кашни ача питĕ тăрăшса ĕçлени, курава тĕплĕ хатĕрленни курăнчĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Татьяна ИШМУРАТОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.