Чĕмпĕрте чăваш картишĕ уçăлнă

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чĕмпĕрте «Наци ялĕ» культура комплексне уçма хутшăннă. Унта хăна çурчĕ, ресторан, чăваш килĕн музейĕ, мунча вырнаçнă. Музей экспоначĕсене Чĕмпĕр тăрăхĕнче кăна мар, Чăваш Енре те, Тутарстанра та пуçтарнă. Çак комплексра 9 наци картишĕ валли вырăн хатĕрленĕ. Чăваш картишне çĕклемешкĕн пĕртăван Федоровсем укçа хывнă.

«Наци ялĕ» комплекс уçăлни — 120 наци пĕр çемьери пек пурăнакан облаçшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Вăл кунта тĕпленнисемшĕн кăна мар, хăнасемшĕн те кану вырăнне çаврăнĕ. Чăваш кил-çуртĕнче халăхăн истори тата культура йăла-йĕркипе, çав шутра çурт хăпартас хăйне евĕрлĕхпе, наци çи-пуçĕпе, пурнăç йĕркипе, паллашма май пур», — палăртнă Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Морозов. Унăн шухăшĕпе, пысăк проекта чи малтан вĕçлени чăвашсем ăста та маттур пулнине çирĕплетет.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсем туслă пурăнни, авалхи йăласене манманни савăнтарнине пытарман. «Пирĕн Иван Яковлев Патриархăмăрăн Халалне тĕпе хурса ырă ĕçсем тумалла, туслă тата тăнăçлă пурăнмалла», — пĕтĕмлетнĕ Михаил Васильевич.

Республика делегацийĕ çавнашкалах Чĕмпĕр хулин çуралнă кунне халалланă уяв мероприятийĕсене хутшăннă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.