Чĕмпĕрпе Мускав та хресчене пуç тайнă

Иртнĕ шăматкун Ульяновскри "Победа" культурăпа кану паркĕнче чăваш халăх уявĕ Акатуй çирĕм çиччĕмĕш хут иртнĕ. Мероприятие çавăн пекех Чăваш Ен, Тутарстан, Пушкăртстан республикисен, Самар, Саратов, Оренбург, Пенза облаçĕсен делегацийĕсем пулнă.

Шупашкарсен делегацийĕнче /ăна ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев ертсе пынă/ Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, чăвашлăх хастарĕсем, "Çеçпĕл", "Янра, юрă", "Асамат" ансамбльсем. "Сувар" халăх ташă коллективĕ пулнă.

Уява пынисене облаç кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов саламланă. "Сухапа çĕр туйĕ" ятпа çÿрекен тĕлĕнмелле уяв çĕр ĕçченĕсен пархатарлă, çав вăхăтрах питĕ йывăр ĕçне хисепленине, чăваш халăхĕ хăйĕн культурипе йăли-йĕркисене ĕмĕрсен хушши упраса пурăннине çирĕплетекен пулăм, — тенĕ вăл. — Чĕмпĕр-Ульяновск çĕрĕ çинче ытти халăх представителĕсемпе 95 пин чăваш туслă пурăнать. Облаç, Тăван çĕршыв аталанăвĕнче вĕсен тÿпи вышкайсăр пысăк. Çавăншăн чун-чĕререн тав тăватăп. Пирĕн регионăн этника тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвне виçĕ сăмахпа пахалама пулать: тăнăçлăх, лăпкăлăх, ыркăмăллăх. Яланах çапла пуласса шанатăп".

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Акатуя пынисене саламланă май çак шухăша палăртнă: "Манăн анне Чĕмпĕр çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ, хам та çак хутлăха питĕ юрататăп тата хисеплетĕп. Кунти чăвашсем маншăн питĕ хаклă, тăван пекех, чунпа яланах сирĕнпе. Ульяновск облаçĕнчи йăхташсем хăйсене хăтлă туяççĕ, çакăн вăрттăнлăхĕ регион ертÿçинче те. Сергей Иванович пур халăх тĕлĕшпе питĕ тимлĕ, вĕсене аталанма пĕр пек условисем туса парать". Николай Федорович чăвашлăх ĕçĕнче палăрнисене ЧНК Хисеп грамотипе чысланă.

Сăмах илекенсем татах пулнă. Вырăнти чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Олег Мустаев хăнасене тав тунă, умри тĕллевсемпе паллаштарнă. Тĕп лапамра юрă-кĕвĕ чылайччен янăранă. Тĕрлĕ çĕртен килсе çитнĕ артистсем, вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем ĕçе, туслăха, юратăва пуç тайса юрăсем шăрантарнă, паттăрсем вăй виçнĕ.

Вырсарникун вара çĕршыв тĕп хулинче Мускавра пурăнакан йăхташсем Акатуя Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕн тĕп аллейине пуçтарăннă. Чăвашсен сумлă уявĕ "Нумай нациллĕ Раççей" фестиваль витĕмĕпе иртнĕ.

"Халăхсен туслăхĕ" фонтан çывăхĕнчи пысăк сцена çинче наци музыка коллективĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă, ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Унта пирĕн мухтавлă "Уяв" халăх фольклор ушкăнĕ те хутшăннă, фестивалĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Ансамбль ертÿçи Зинаида Козлова пĕлтернĕ тăрăх — программăпа килĕшÿллĕн коллективсен икĕ юрă кăна юрламалла пулнă. "Уява" вара саккăр таран ирĕк панă, ун хыççăн та сцена çинчен ярасшăн пулман.

Акатуй илемĕ, паллах, паттăрсен ăмăртăвĕнче те. Ку енĕпе те хĕрÿ тупăшу иртнĕ. Алĕç ăстисен таварĕсемпе урамри ярмăрккăра суту тунă.

Надежда СМИРНОВА

Надежда СМИРНОВА"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.