Чеменсем Кăнна Кушкине çитсе курнă
Патăрьел районĕнчи Тури Чакăри Культура çурчĕ çумĕнчи «Чемен» фольклор ушкăнĕ чăвашсен Патриархĕн Иван Яковлевăн тăван çĕршывĕнче - Тутар Республикинчи Кăнна Кушки ялĕнче - пулнă. Делегацие ЧР культура министерствин пай ертÿçи Сергей Казаков ертсе пынă.
Хăнасене Кăнна Кушкисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Вырăнти ял тăрăхĕн, Теччĕ район администрацийĕн ертÿлĕхĕсем салам сăмахĕ каланă, çакăн пек тĕлпулусем тăванлăха çирĕплетнине палăртнă. Кăнна Кушки шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентекен Анатолий Байдеряков шкулпа паллаштарнă. Шкул ачисем вырăнти поэтсен чăвашла сăввисене вуланă. Чăваш Ен делегацийĕ Иван Яковлевăн музейĕпе паллашнă, И.Я.Яковлев çуралнă çурт вырăнĕнче лартнă часавая çитсе курнă. Мероприяти ялти Культура çуртĕнче тăсăлнă. «Чемен» фольклор тата «Чăваш пикисем» ташă ушкăнĕсем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Халăхсен хушшинчи туслăхĕпе килĕшĕвĕ, юратăвĕ çинчен юрăсем шăрантарнисĕр пуçне К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи «Çимĕк каçĕ», Александр Алкан «Ырă ят» тата «И.Я.Яковлев» сыпăкĕсене вуланă. Уяв пурне те кăмăла кайнă.
С.ВАСИЛЬЕВА.