Чĕлхемĕр аталансах пытăрччĕ

25 Çĕртме, 2016

“Чăвашсен хушшинче пултаруллă çын нумай. Вĕсенчен пĕри — пирĕн Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев. Пирĕн вăл пуçланă ĕçсене малалла тăсмалла”, — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев палăкĕ умне чечексем хунă май.

Чечек хуракансен йышĕнче çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, Чăваш наци конгресĕн ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, ЧНКн Мăн Канашĕн членĕсем, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи тата чикĕ леш енчи чăваш наци-культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем пулчĕç.

Михаил Игнатьев чи малтанах аякран çитнĕ хăнасене чăваш çĕрне вăхăт тупса килнĕшĕн тав турĕ. Палăк умне пухăннисене Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн Халалне тĕпе хурса пурăнма сунчĕ, унпа ачасене те паллаштарма сĕнчĕ. “Çирĕп çемье — общество тĕрекĕ”, — тенĕ Иван Яковлев. Эпир сирĕнпе — пысăк пĕр çемье. Пирĕн тĕп тĕллев — республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн ĕçлесси”, — терĕ Михаил Васильевич. Вăл Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова чăваш чĕлхипе культурине аталантарассишĕн нумай тăрăшнăшăн тав сăмахĕ каларĕ, çак ĕçе тата çÿллĕрех шая çĕклемеллине палăртрĕ. Республика Пуçлăхĕ Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнине, Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине уявлама тĕплĕн хатĕрленмеллине аса илтерчĕ.

Митингра çавăн пекех Беларуçри чăвашсен Пĕтĕм тĕнчери “Атăл” общество пĕрлешĕвĕн ертÿçи Геннадий Александров тухса калаçрĕ, хăйсем Чăваш Енпе мухтаннине палăртрĕ: “Пирĕн кунта яланах килес килет. Республика Пуçлăхĕ, Чăваш Ен Правительстви пирĕн пурнăçпа кăсăклансах тăни пире савăнтарать”. Федерацин Урал округĕнчи наци-культура пĕрлешĕвĕсен председателĕ Владимир Логинов чăваш халăхне пĕр чăмăра пухас тĕлĕшпе Тюмень облаçĕнче çулталăкра 50 ытла мероприяти ирттернине пĕлтерчĕ. Пухăннисене Самартан, Тутарстанран, Францирен килнĕ чăвашсем те йăхташсенчен салам каларĕç. Чăваш Ен кунсерен хитреленсе пынăшăн савăннине пĕлтерчĕç, хăйсем чăваш пулнăшăн мăнаçланнине палăртрĕç.

Çакăн хыççăн Наци библиотекинче ЧНКн Мăн Канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче — виçĕ ыйту: “Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен” саккун мĕнле пурнăçланнине сÿтсе явасси, ЧНК Президиумĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки калакан отчет тата унăн йышне улшăнусем кĕртесси.

Пĕрремĕш ыйтупа ЧР Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова тата культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов доклад турĕç, республика Правительстви чăваш чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçсем туни çинчен каласа кăтартрĕç. Светлана Петрова асăннă саккуна йышăннăранпа хулара чăвашла калаçакансен йышĕ ÿснине, çак чĕлхепе пупленине общество транспортĕнче те, лавккасенче тата ытти çĕрте те кулленех илтме май килнине пĕлтерчĕ. Çапах пăшăрхантаракан самантсем те пур. Акă 2012 çултанпа пирĕн регионта çĕнĕ ача сачĕ нумай уçăлчĕ, çавна май ялсенче те шкулчченхи учреждение çÿрекенсен шучĕ нумай ÿснĕ. Пепкине ача садĕнче чăваш е вырăс программипе вĕрентес килнине ашшĕ-амăшĕ палăртать. Светлана Владимировна ытларахăшĕ хăйсем чăваш пулин те вырăслине суйлама тăрăшнине пăшăрханса пĕлтерчĕ. Шкулсенче те чăваш чĕлхипе çыхăннă йывăрлăхсем çук мар. Вĕсене татса парас тĕлĕшпе влаç органĕсемпе пĕрлех обществăн та çине тăрса ĕçлемелле. Вячеслав Оринов ЮНЕСКО чăваш чĕлхине пĕтсе пыраканнисен шутне кĕртнине ĕненмелле мар, çакна шута илмелле çеç терĕ. “Макăрса ларар мар! Çанă тавăрса ĕçлер! Чи малтан хамăр чăвашла калаçар, ачасемпе мăнуксене тăван чĕлхене хисеплеме хăнăхтарар, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартар!” — пĕтĕмлетрĕ вăл.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов чĕлхесем çинчен калакан саккуна пурнăçлас енĕпе ЧНК еплерех ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ, мĕнле мероприятисем ирттернипе паллаштарчĕ: Константин Иванов тата Литература çулталăкне халалланă викторинăсем, тĕлпулусем, “çавра сĕтелсем”, “Çĕнĕ ятсем уçатпăр” конкурс т.ыт.те... Çавăн пекех кăçал конгресс асăннă саккуна ял-хула шкулĕсем мĕнле пурнăçланине тишкерес тĕллевпе “Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул” конкурс ирттерет, чи маттуррисене укçапа хавхалантарма йышăннă. 1-мĕш тапхăр районсемпе хуласенче вĕçленнĕ ĕнтĕ, 2-мĕшĕ авăн-чÿк уйăхĕсенче иртĕ.

Мăн Канаш ларăвĕнче чăвашлăха аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнисене Хисеп тата Тав хучĕсем парса чысларĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.