ЧĔЛХЕ АЙНЕ - ЧĔПТĔМ ТĂВАР
Юн пусăмĕ чакса кайсан 1 стакан тăварлă шыв ĕçмелле.
Гипотонипе аптракансем апат хыççăн 2 грамм тăвар çиме пултараççĕ. Юн пусăмĕ хăвăрт йĕркеленет, вăй кĕрет.
Ват çулĕсем япăх ĕçлесен, сехре тухасси йывăрлансан апат умĕн пĕр чĕптĕм тăвар çимелле.
Вăй-хал чаксан чĕлхе айне чĕптĕм тăвар хурса ĕммелле те ирĕлсен тÿрех çăтса ямалла. Анчах ку мелпе тăвар юраман вăрах чирсем çук пулсан кăна усă курмалла.
Варикоз аптратсан тăвар пăтти хатĕрлемелле. Тăвара кăшт кăна шывпа хутăштармалла /тăварĕ ирĕлмелле мар/, темиçе сий марльăпа сиенленнĕ венăсем çине хумалла, эластик бинтпа чĕркесе çыхмалла. Процедурăна ирхине тата каçхине пĕр эрне тумалла. Витĕмĕ питĕ паха, венăсем кăвакарса тăни иртет.
Подагра чухне ура ванни аван. 1 витре шыва 200 грамм эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекĕ ярса 15 минут вĕретмелле, илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла, 1 стакан тăвар хушмалла.
Ÿпке шыçсан, çивĕч бронхит, плеврит аптратсан 200 грамм нимĕрленĕ алоэ çулçине 1 чей кашăкĕ апат тăварĕпе хутăштармалла, тĕттĕм вырăнта 12 сехет лартмалла, вăхăт-вăхăтпа пăтратса илмелле. Кунне 3 хут апатчен 1 сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ çимелле. Кашни 2-3 талăкран эмеле çĕнĕрен хатĕрлемелле.
Комментари хушас