Чекистсем миллионсемшĕн те сутăнмаççĕ
Республикăн Аслă сучĕ хÿтĕлекен енĕн Шупашкарти Мускав районĕн сучĕн Алексей Федяров тĕлĕшпе палăртнă приговорĕ пирки çырнă çăхава пăхса тухнă та ăна тивĕçтермесĕр хăварнă. Аслă суд йышăнăвĕпе айăпланакан тĕлĕшпе палăртнă яваплăх мерине кăна, штраф виçине, улăштарнă: 1 млн тенкĕрен 800 пин тенкĕ таран чакарнă. Ирĕклĕхсĕр хăвармалли вăхăт çаплипех юлнă - 4 çул та 5 уйăх. Çак вăхăта Федяров пĕтĕмĕшле режимлă колонире ирттерĕ.
Аса илтерер: самай пысăк шăв-шав çĕкленĕ çак тĕслĕхпе Мускав районĕн сучĕ пĕлтĕрхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче приговор палăртнăччĕ. Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕн следстви пайĕ пуçарнă тата тĕпченĕ уголовлă ĕçе тишкерсе суд Алексей Федярова РФ Уголовлă кодексĕн 159 статйин 4-мĕш пайĕпе пăхнă преступленишĕн /ушкăнпа малтанах каварлашса уйрăмах пысăк виçепе улталани/ айăплă тесе йышăннăччĕ, ăна 4 çул та 5 уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварса 1 млн тенкĕлĕх штрафланăччĕ.
Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - Федяров ытти çынпа каварлашса республикăри туризмпа кану сферинчи учрежденисенчен пĕрин директорне улталанă. Хăйĕн процесс тĕлĕшпе йышăну тумалли полномочисем çук пулин те Федераци Канашĕн, прокуратура тата РФ Федерацин хăрушсăрлăх службин должноçри çыннисене 50 млн тенкĕ взятка парса директор тĕлĕшпе ФХСăн республикăри управленийĕн следстви пайĕ пуçарнă уголовлă ĕçе пĕтерес ыйтăва татса памашкăн пулăшма шантарнă.
Федяров ытти çынпа /вĕсене палăртнă, çав çынсем тĕлĕшпе уголовлă ĕçе урăх производствăна уйăрнă/ пĕрле суя документсем хатĕрленĕ. Вĕсене Федераци Канашĕн, генеральнăй прокуратурăн тата Раççей ФХСĕн должноçри çыннисем алă пуснă имĕш. Çав хутсенче ФХСăн вырăнти управленийĕн следователĕсем уголовлă ĕçе тĕпченĕ чухне саккуна пăсни, ФХС управленийĕн должноçри çыннисем тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнни çинчен пĕлтернĕ. Çак "пулăшу ĕçĕсемшĕн" Федяров асăннă директортан 50 млн тенкĕ укçа илнĕ.
Айăпланаканпа суд умĕн çыхăну тытса ĕçлеме килĕшÿ тунине, вăл хăйĕн айăпне туллин йышăннине кура Шупашкарти Мускав районĕн сучĕ уголовлă ĕçе уйрăм йĕркепе, урăхла каласан судра айăпа ĕнентермелли материалсене тишкермесĕрех, пăхса тухнă.
Н.КОНОВАЛОВ