«Чĕкеç» чĕвĕлти «чĕпписене» йышăнчĕ

13 Раштав, 2014

Республикăра шкул ÿсĕмне çитмен ачасем валли вĕренÿ учрежденийĕсем уçас тĕлĕшпе юлашки виçĕ çулта ырă улшăну сахал мар пулса иртрĕ.

Садик черетне кĕскетес тĕллевпе федераци хыснинчен, республикăн е вырăнти хăйтытăмлăх енчĕкĕнчен нухрат чылай уйăрнин кăтартăвĕ - кивĕ çуртсене тĕпрен юсаса ача сачĕсем хута яни, тахçантанпах ĕçлекеннисенче çĕнĕ вырăнсем йĕркелени тата, паллах, çĕнĕ садиксем туни. Кăçал Чăваш Енре ача сачĕсем 15 уçма палăртнă. Çулталăк вĕçленсе пынă май пуçăннă обћектсенче строительсем юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ. Вăрмарсен, Йĕпреçсен ĕмĕчĕ çак кунсенче пурнăçланчĕ. Декабрĕн 11-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Юраково районĕнче те çĕнĕ, виçĕ хутлă, чăвашла хитре ятлă «Чĕкеç» садик хута кайнине савăнăçлăн уявларĕç.

Интернационалист салтаксен урамĕнче шкул ÿсĕмне çитменнисен учрежденийĕ кирли пирки вырăнти влаç органĕсен иккĕленÿ пулман, хула транспорчĕ çÿрекен çулран аякра пурăнакансен ача-пăчана инçете илсе çÿреме тивнĕ. Çакна шута илсе 2013 çулхи сентябрьте кунта садикăн никĕсне янă.

Çĕнĕ Шупашкарăн пулас ăрăвне тин çеç тарават йышăннă «Чĕкеç» ыттисенчен уйрăмрах садик. Çÿллĕ те капмар пулнипе анчах та мар, вăл Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ 20-мĕш шкулăн тытăмне кĕрет. Кунта уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентеççĕ, çавăнпа садике çÿрекен ачасене шкула кайма тĕплĕнрех хатĕр­леме пулать.

- Шкулăн пурлăх никĕсĕ аванах пуян. Çавна май садикри ачасем пуçламăш классенче вĕренекенсемпе пĕрлехи занятисенче те пулĕç. Тренажерсем вырнаçтарнă зал е бассейн - вĕсене те шăпăрлансем хаваспах çÿреме пултараççĕ. Çапла майпа ачасем шкула майĕпен хăнăхса пырĕç, парта хушшине ларма вăхăт çитнĕ тĕле вĕрентекенсене те паллама тытăнĕç, - тет Александр Матвеев директор.

Тин кăна хута кайнă садик хăй те çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енлĕн аталантарма самай меллĕ: музыка, спортпа гимнастика залĕсем, логопед, медицина пÿлĕмĕсем, хăтлă стадион пур. Апат-çимĕç хатĕрлекен блокра - вăл темиçе пÿлĕмрен тăрать - хальхи вăхăтри чи чаплă оборудовани. Сывах мар ачасене çăмăллăх кÿрессине те шута илнĕ кунта - кĕнĕ çĕрте пандус вырнаçтарнă.

Малтанхи проектпа садик 180 ачана йышăнма палăртнă пулнă. СанПИНа улшăнусем кĕртнĕ майăн ку йыша 260 ачана çитернĕ. Çакă, паллах, Çĕнĕ Шупашкарсен садик черетне палăрмаллах кĕскетет. Халĕ хулари икĕ çултан иртнисем шкулчченхи пĕлÿ учрежденийĕсене пурте тенĕ пек çÿреççĕ. Çакна палăртса хăварчĕ те савăнăçлă уява пухăннă çынсен умĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тепĕр садик уçсан вара кунашкал ыйтупа йĕркеленнĕ черет вуçех пулмасса çирĕплетрĕ.

- Эсир вара ача татах çуратма хатĕр-и? - демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси çинчен сăмах пуçарас вырăнне шахвăртса ыйтрĕ Михаил Васильевич çамрăкрах ашшĕ-амăшĕнчен.

Чылайăшĕ тÿррĕн хуравличчен йăл кулчĕ пулин те влаçрисем çакна шанчăк пур пек йышăнчĕç.

Паллă ÿнерçĕ Праски Витти ÿкерчĕкĕпе илемлетнĕ «Чĕкеç» садик чĕвĕлти чĕпписене йышăнчĕ. Чунтан кĕтнĕ кун çитнĕ чух ашшĕ-амăшĕн пичĕ çинче савăнăçсăр пуçне мĕн пултăр ĕнтĕ? Акă 5 çулти Алексей Черновăн асламăшĕ те питĕ хытă савăннă - Полина Егоровна Чернова республика ертÿлĕхне тав туса пĕтереймест. Çулланнă хĕрарăм воспитательсене конкурспа ĕçе илнĕшĕн те хĕпĕртет, вĕсем ачасене ырра кăна хăнăхтарасса шанать.

«СоюзСтройинвест» компани шартлама сивĕре те, чăтма çук шăрăхра та тăрăшни сая ан кайтăрччĕ эппин. Пулас ăру валли хывнă инвестици пархатарлă пултăрччĕ.

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.