Чечексене тĕрĕс пaхатпaр

21 Чÿк, 2014

Пÿлĕмри чечексемшĕн хĕлле - çăмăл мар тапхăр. Çурта ăшăтмалли приборсем пÿлĕмри сывлăша типĕтсе яраççĕ. Çулçăсене нÿрĕк çитменнипе чечексем чирлеме тытăнаççĕ. Тĕрлĕ кăпшанкăсем ĕрчеме пултараççĕ.

Пÿлĕм илемлĕ пултăр тесен чечексене хĕлле пысăк тимлĕх кирлĕ. Вăхăтра шăвармалла, çулçăсене пĕрĕхмелле, температурăна шайлашуллă тытмалла.

Ÿсен-тăраншăн пÿртри нÿрĕк 45-60 процент пулни аван. Çурта ăшăтакан хатĕрсем вара пÿлĕмри нÿрĕке 20 процент çеç хăвараççĕ. Çавăнпа, килте сывлăшри нÿрĕклĕхе шайлаштарса тăракан прибор - гигрометр - çук пулсан, нÿрĕклĕхе яланхиллех йĕркелемелле. Чечексене пульверизаторпа пĕрĕхмелле, куршак айĕнчи савăта чулсем хурса шыв ямалла. Чечексене ăшă пăрăхĕсенчен аяккарах тытмалла, чечексене ушкăнламалла. Нÿрĕксĕр аптракансен ушкăнне çаксем кĕреççĕ, орхидея, упа сарри /папоротник/, тилландсия, ытти çемçе çулçăллă чечексем.

Пÿлĕмри типĕ сывлăш чечексемшĕн çеç мар, çынсемшĕн те сиенлĕ. Çавăнпа нÿрĕклĕхе виçере тытни пуриншĕн те аван.

Нÿрĕклетмелли мелсем тĕр­лĕрен,

  • Пÿлĕме нÿрĕлетекен электроприбор. Вăл пирĕн ÿтшĕн те усăллă. Килти сĕтел-пукан та ытлашши типĕпе хăвăртрах пăсăлать. Нÿрĕлĕх приборĕ хăйĕн витĕр шыва пăслантарса кăларать. Вăл пÿлĕмри нÿрĕке хăех кирлĕ виçере тытса тăрать.
  • Килти пĕчĕк фонтан. Халĕ лавккасенче тĕрлĕрен пĕчĕк фонтанчиксем пур. Ăна чечексем çывăхне лартсан вăл унти сывлăша нÿретсе тăма пулăшĕ.
  • Чечексене кунсеренех пульверизаторпа пĕрĕхмелле. Ку мел те пÿлĕмри нÿрĕлĕхе шайлаштарĕ.
  • Чечек куршакĕсене нÿрĕк чул хунă поддонсем çине лартмалла.

Чечексене хĕлле çуллахинчен сайрарах шăвармалла. Кун кĕскелнĕ майăн пÿлĕмри чечексем те канаççĕ. Чечеке куршакри тăпра типсен çеç шăвармалла. Тĕрлĕ микроэлементсемпе шăварассине хĕлле сайралатмалла. Ноябрь-февраль уйăхĕсенче ÿсен-тăрана уйăхне пĕрре çеç апатлантармалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.