- Чăвашла верси
- Русская версия
Чечексем... Улăх-çаранта, вăрманта «тупнисем»
Унăн кашни хусканăвĕнче, мĕн пур тĕрринче, çипăçуллă калаçăвĕнче пурнăçа чунтан юратни палăрать. Çулсем малалла сиккипех чупаççĕ пулин те этем чунĕ ватăлманни пирки ерипен сăмах пуçарать вăл. "Чунăм халĕ те çамрăк чухнехи пекех манăн. Çирĕмри пек темелле-ши? Вăй-халăмпа миçере-ши? Хĕр чухнехиех мар та, çапах чупатăп-ха, вĕлтĕр-теттерсе çÿретĕп. Пÿр-тлĕре пурăнакан паллакан пĕр хĕрарăм ярмăрккара курчĕ те мана: "Валя, эс пĕрре те мăнтăрланаймарăн", – терĕ. Мĕн тăватăп-ха эпĕ мăнтăрпа? Кун пекех аван мана. Чикмекпе те вăш-ваш улăхатăп, анатăп. Сикетĕп, чупатăп", – чунне уçрĕ Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче пурăнакан 75 çулти Валентина Ендеева.
Тĕрĕссипе, пăрчăкан пек вăр-вар, пыл хурчĕ пек ĕçчен, юрра-ташша ăста Валентина Степановна хăй çулĕнчен чылай çамрăкрах курăнать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Каншел ялĕнче çуралса ÿснĕ хура вăрăм çивĕтлĕ, яштака пÿ-силлĕ Валентина Пăлаçи Атăк ферминче дояркăра ĕçленĕ. Салтакран тин çеç таврăннă Аслă Арапуç каччи Иван хăйĕн вĕр çĕнĕ тракторне ферма патне лартнă. Çакăнта асăрханă та вăл чиперккене. Çапла паллашнă вăл пулас мăшăрĕпе.
1964 çулта комсомол путевкипе Спутнике (Çĕнĕ Шупашкар хулине)çĕклеме тухса кайнă. Каярах тăван тăрăхах таврăннă. 1967 çулта çамрăксем çемье чăмăртанă. Валентина Степановна фермăра пăру пăхнă, каярах Аслă Арапуçĕнчи участок больницинче санитаркăра ĕçленĕ. Çав вăхăтрах колхоз хорне çÿреме те, тĕрĕ тĕрлеме те вăхăт тупнă. Тĕрĕ тĕрлениех ăна хуйха-суйха пусарма та пулăшнă. Шăпи çăмăлах килмен унăн. Пиллĕкри тата виççĕри ывăлĕсем Сашăпа Сергей тĕтĕмпе чыхăнса вилни уншăн уяр кун аçа çапнă пекех пулнă. Кăштахран Юра, Люда, Саша çуралаççĕ. "Хăрушă инкек пулнă хыççăн ывăлсемпе хĕрĕмĕре асăрхануллă ÿстертĕмĕр. Шел те, Юрий, Чечня вăрçинче снайпер пулнăскер, унтан чĕрĕ те сывă таврăннăскер, сарăмсăр вилчĕ", – хурланăвне пытармарĕ Валя аппа.
Юрий Ендеев спецназовеца, капитана, хăюллăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Паттăрлăх орденĕпе, Суворов медалĕпе наградăланă. Ăна асра тытса Аслă Арапуç шкулĕнче çулсерен волейбол турнирĕ ирттереççĕ. "Маншăн 34 – телейсĕр хисеп пулчĕ. Атте Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче 34-ра чухне çухалнă. Шăллăма Виталие 34-ра юлашки çула ăсатрăмăр. Ывăлăмăр Юрий те 34-ра пурнăçран уйрăлчĕ. Пĕчĕкле сарăмсăр вилнĕ ачасенчен пĕрне 34-ра çуратнă эпĕ. Шăпа çапла пуль... Пĕрне вăл ытлашши ырă курмалла тăвать. Теприне инкек ярса парать", – ассăн сывлать Валентина Степановна.
Нумаях пулмасть вара Валя аппа 99 çулти амăшне юлашки çула ăсатнă. "Хĕр тусăм Лариса пур манăн. Унăн амăшĕ вăтăртах вилнĕ. "Ан йĕр-ха, эсĕ хăв та асанне, кукамай ятне илтнĕ. 75 çул пурăннă эсĕ унпа. Ку та хăйне май телей", – лăплантарать вăл мана. Телей... Мĕн-ши вăл чăн телей? Çамрăк чухне телейлĕччĕ те. Халĕ те телейлĕ-ха ĕнтĕ. Анчах хуйхи пулсах пырать çав. Юрике пытарнă хыççăн кăшт кăна лăпланнăччĕ ĕнтĕ (маларах ĕне сунă чухне те ăна аса илсе йĕреттĕмччĕ) халĕ ав анне вилсе кайрĕ. Çапах, анне аннех ĕнтĕ. 100 çулта пулсан та çывăх çынна пурăнтарас килет, пĕрре те сыв пуллашас килмест унпа. Ырăччĕ вăл. Пирĕн хушша-хуппа кĕместчĕ, ăçта каятăр тесе те ыйтмастчĕ. Юлашки вăхăтра вăл тĕкĕр çине те пăхмастчĕ, çынран вăтаннăран урама та тухмастчĕ.
Ах, анне! Лайăх пăхнă вăл пире. Хăй ĕçе тухса кайнă чухне пире шăллăмпа иксĕмĕр валли тирĕкпе сĕт лартса, çăкăр касса хăваратчĕ. Эпир пĕрре те ĕнесĕр пурăнман. Çăкăрсăр та ларман. Атте вăрçа кайиччен Етĕрнере трактористра ĕçленĕ. 40 михĕ тырă илсе килнĕ. Курăк çисе курман эпир. Çавăнпах анне те чылай çул пурнăчĕ пулĕ. Хуйхă та нумай пулнă, апла пулин те ĕмĕр иртни сисĕнмерĕ", – пытармарĕ Валентина Степановна.
Ахăртнех, пурнăçа юратни, чун хавалĕпе хитре пулни вăй-хăват парса тăрать ăна. "Ĕнер кĕтĕве кайнăччĕ. Пĕлесчĕ санăн, мĕнле лайăх хирте! Унталла пăхатăн, кунталла тинкеретĕн! Шăнкăрчсем чĕпписене кăларнă, вĕçтернĕ. Эртелпе вĕçсе çÿреççĕ, кĕç курăк çине лараççĕ. Мĕскер çиеççĕ-ши вĕсем тесе сăнатăп. Курăк çумĕнчи симĕс шăна евĕр хурт-кăпшанка хыпаççĕ иккен. Кĕç пăр! хăпараççĕ – электричество юпин пралукĕ çине шăкăрин вырнаçаççĕ. Шăрçа пек лараççĕ шельмăсем. Епле илемлĕ! Ĕнесем тармаççĕ. Аван! Çавсене пăхса тăрса кун каçрăм.
Ача чухне Каншелĕнче кĕтÿ çитерме тухни те час-часах аса килет. Сукмакапа алла сулласа пыратăп. Икĕ енĕпе те тырă! Ун чухне тырăсем çÿллĕ! ÿсетчĕç. Те хам пĕчĕк пулнăран çапла туйăннă. Çурлапа тырă выраттăмăр. Ыраш çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр сĕре тутлă пек туйăнатчĕ", – иртнине аса илсе йăл кулчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Валентина Ендеева килĕнче чăн-чăн картина галереи тейĕн. Малти пÿртре те, кайринче те вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ картинăсене ретĕн-ретĕн стенасем çине вырнаçтарнă. Вĕсем çинчи чечексене вăл йăлтах хăйсен тăрăхĕнчи улăх-çаранран, вăрмантан, килти пахчаран "тупнă". Кунта сиреньпе çĕмĕрт те, кĕл чечекпе ирис та, шăнкăрав курăкĕпе мăкăнь те, утмăл туратпа салтак тÿми те, хĕвел çаврăнăшĕпе аслати курăкĕ те чечеке ларнă... Çав вăхăтрах сюжетлă ĕçсем те пур. Акă илемлĕ пике лаша çавăтса утать, хĕр ача хур чĕпписемпе киленет, аппăшĕпе йăмăкĕ юхан шыв хĕррине васкаççĕ. Алă ăсти турăшсемпе чиркÿсене те тĕрлет. Чечек тенĕрен. "Чечек – пурнăç, илем. Тен, çут çанталăк – чечексен мозаики?" – тенĕ Константин Бальмонт. Валя аппа çамрăк чухне капăррисене – кĕл чечеке, гладиолуса ытларах кăмăлланă. Халĕ сăпайлăраххисем – аслати курăкĕ, кăвакарчăн куçĕ, шăнкăрав курăкĕ, салтак тÿми, утмăл турат – чунне çывăхрах.
Вăр-вар хĕр ачана кÿршĕре пурăнакан Варук аппа 6-7 çулта чухнех тĕрлеме хăнăхтарнă. Унтанпа миçе тĕрĕ тĕрлемен-ши? Минтер питне те, вырăн таврашне те, кавир те тĕрленĕ. Маларах тĕрленĕ ĕçсем халĕ йăлт – арчара. Юлашки вăхăтра модăна кĕнисем – вĕтĕ шăрçапа тĕрленисем – çеç çурта капăрлатаççĕ. Валентина Ендеева ĕçĕсене Аслă Арапуç, Патăрьелти куравсене тăратнă. Кăçал вара ялти вулавăшра пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче унăн "Алă ĕçĕ чун тата чĕре валли" выставки уçăлнă. Куракансем хапăлласа паллашнă-мĕн унпа. "Алă ĕçĕ тытсан кунĕпе, çĕрĕпе тĕрлесе ларма та хатĕр эпĕ. Анчах выльăх-чĕрлĕхе те пăхмалла-çке.Тĕрленĕ вăхăтра вăхăт иртни те сисĕнмест. Киленетĕн те, йăпанатăн та, канатăн та... Тĕрлесси – чăн-чăн юратнă ĕç", – тĕррисемпе паллаштарнă май хавхаланчĕ Валя аппа.
Пуян чун-чĕреллĕ çын кăна çакнашкал чаплă тĕрĕсем тума пултарать-тĕр иçмасса. Валя аппапа Иван тетесĕр ялта пĕр уяв та иртмест. Çимĕкре вăййа тухаççĕ-и, Питравра ăсатса яраççĕ-и, "Янра хут купăс" иртет-и, Раштавра улах лараççĕ-и – Ендеевсем чи хастаррисем, пуçаруллисем. Вĕсем кашни мероприятиех чăваш кĕпи тăхăнса каяççĕ. Кÿршĕ ялсенчи концертсене те, ярмăрккăсене те çитсе кураççĕ вĕсем. Пурнăçăн кашни саманчĕпе киленме тăрăшаççĕ. Валя аппа улăх-çарана кăна мар, вăрмана та шутсăр юратать. Хурăн çырли, хура çырла ÿсекен, кăмпа вырăнĕсене лайăх пĕлет. Чей вĕретме сиплĕ курăк, мунчара рехетленме милĕк хатĕрлеме кăмăллать. Чапăр уншăн чи юратнă курăк пулнине те пытармарĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ăна тур амăш курăкĕ теççĕ. Чăваш наци апатне хатĕрлеме те ăста вăл. Шăрттан та, чăкăт та тăвать, пÿремечпе капăртма, тĕрлĕ кукăль пĕçерет.
Тĕлĕнмелле хĕрарăм вăл Валентина Ендеева! Никама та ÿпкелемест, никама та хурламасть. Пурнăçа та, çынсене те мĕнле пур – çапла йышăнать, юратать. Кашни кунах хапăлласа кĕтсе илет. Хăйĕн кăмăлĕпе, хавхаланăвĕпе ыттисене те ырă витĕм кÿрет.
РОЗА ВЛАСОВА
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.