Чечек пек илемлĕ «Сарă лĕпĕш»

Ача-пăчана çĕнĕ кĕнекере чи малтанах мĕн илĕртет-ха? Паллах, ÿкерчĕксем! Çутă та хĕвеллĕ тĕссем, ырă та хаваслă сăнарсем туххăмрах илемлĕх тĕнчине ертсе кĕреççĕ. Хитре ÿкерчĕксемлĕ кĕнекене алла тытас, уçса пăхас килет. Йăлт тишкерсе тухсан тин унти юмах-калавпа е сăвăсемпе паллашма кăмăл тăвать шăпăрлан. Ара, илемлĕ ÿкерчĕксем ачана кăсăклантарса янă. Хайлавсенче мĕн çинчен сăмах пынине пĕлес килет халĕ унăн.

Çакăн пек ытармалла мар чипер кăларăмсенчен пĕри — нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Сарă лĕпĕш. Золотой мотылек» /тиражĕ — 1000 экземпляр/. Унăн авторĕ — Зоя Сывлăмпи сăвăç. Кĕнеке /редакторĕ — Валерий Алексеев, ÿнерçи — Светлана Бритвина/ икĕ чĕлхепе тухнă. Поэтессăн сăввисене вырăсла куçараканĕ — Людмила Симонова.

Кĕнекери ÿкерчĕксем чăннипех те тыткăна илеççĕ. Хуплашкине тинкерер-ха: хитре кĕпе тăхăннă кăвак куçлă хĕрача сарă лĕпĕш çине куç илми пăхать. Ун тавра кăвак утмăлтурат çеçкисем çилпе хумханса лараççĕ. Чечексем çинче унта та кунта лĕпĕшсем куратпăр. Кашниех хăйне евĕр илемлĕ, ыттисенчен уйрăлса тăрать. Анчах сарă лĕпĕш пуринчен те хÿхĕмрех. Ăна тÿрех асăрхатăн. Çак шухăша сăвă йĕркисем те çирĕплетеççĕ:

Хăй те ав — чăн-чăн чечек!

Хĕвел евĕр сар кĕпеллĕ,

Илĕртÿллĕ те чечен!

Çавăнпа-тăр хĕрача та хĕпĕр-тÿллĕ, ăшă куçпа пăхать сарă лĕпĕш çине.

Чылай сăвăри лирика геройĕсем — ачасем. Вĕсем хамăр хушăрах, маттурскерсене пурте пĕлеççĕ, паллаççĕ. Акă «Хитре пукане» сăвăри хĕрача Наçтук ятлă пуканипе выляма юратать, ăна лăпкаса çывăрма вырттарать. «Ярăнасшăн мар» сăвăри арçын ача ашшĕ-амăшĕ парнеленĕ кăвак машинăпа «чун килениччен» ярăнать. Мухтар ятлă йытти кăна темшĕн-çке унпа пĕрле ярăнасшăн мар. Микула /«Пĕчĕк шăллăм»/ вара юрра-ташша кăмăллать. Вăл ташланă чух çемйипех «сиккелеççĕ мĕн ывăниччен»...

Ачасем вăйă-кулăра кăна мар, ĕçре те хастар. Пĕчĕк Улине /«Тăрăшни аван»/ амăшне уйран уçласа пулăшма шутлать. Шел те, уйран çÿпçи ÿпĕнсе каять. Куншăн пăшăрханмалла-и? Çук паллах. Хĕрача ĕç çумне çыпçăнни, аслисен ырă тĕслĕхне ăша хывни темрен те пахарах.

Тăрăшсассăн — килĕ ăнăçу,

Çÿпçере те пулĕ сарă çу... —

Пĕтĕмлетет сăвăç. «Аппăшĕпе йăмăкĕ» сăвăри хĕрачасем те вăр-вар, çаврăнăçуллă, мĕнпур ĕçе пĕрле пурнăçлаççĕ.

Кашни сăвă — уйрăм ÿкерчĕк, пулăм. Художник хайлаври ĕç-пуçа куç умне кăларса тăратмалла, питĕ чĕрĕ сăнлама пĕлет. Страницăсене уçнă май ÿкерчĕк-сен илемĕпе киленетĕн, савăнатăн. Тепĕр чухне кулмасăр та чăтаймастăн. Акă урамри лачакара сысна çури йăванать /«Сысна çури»/. Иван ăна ăса вĕрентесшĕн:

— Юратма тирпейлĕхе

/Каланишĕн ан кÿрен/, —

Терĕ, — пĕчĕкрен вĕрен.

Пĕл: кахал пулма ансат...

Хырăмна кайса тасат.

Намăс мар-и-ха сана

Урамра йăваланма?

Чăвашла пĕлмен ачасем сăвăсен вырăсла куçарăвĕпе паллашма пултараççĕ. Чи маттуррисем вара «Икĕ чĕлхе — икĕ ăс» каларăша çирĕплетсе чăвашла та, вырăсла та вуласа хайлавсене танлаштарайĕç. Хальлĕхе сас паллисене çеç паллакан шăпăрлана та кăсăклантарĕ «Сарă лĕпĕш». Çĕнĕ кăларăмри ÿкерчĕксем вĕсене килĕшессе шансах тăратпăр.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.