Чăвашсен тусĕ Марсель Салимов

2 Чÿк, 2016

Иртнĕ эрнере Шупашкарта регионсен хушшинчи «Культура урлă — халăхсен килĕшĕвĕ патне» форум иртни çинчен хаçатра çырнăччĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ регионĕпе хулинчен писательсем, библиотекарьсем, кинематографистсем, декораципе хушма искусство маçтăрĕсем хутшăнчĕç. Вĕсенчен пĕри — пушкăртсен хальхи вăхăтри паллă çыравçи, сатирăпа кулăш ăсти Марсель Салимов.

Марсель Шайнуровичăн пултарулăхри çитĕнĕвĕсене асăнса тухас тăк хаçат страници те çитмĕ, çавăнпа та вăл пушкăртсен кулăш журналне «Хэнэк» ятлăскере вăтăр çул ытла ертсе пынине, Пушкăрт Республикипе Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пушкăртстан Правительствин премийĕн лауреачĕ, Туслăх орденĕн кавалерĕ пулнине, «Раççейĕн ылтăн калемĕ», «Руçăн кĕмĕл калемĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнине асăннипех чарăнăпăр.

Марсель Салимов чăваш çыравçисемпе вулаканĕсемшĕн ют çын мар. Унăн хайлавĕсем Шупашкарта пичетленекен кăларăмсенче — «Капкăн», «Ялав», «Тăван Атăл», «Çилçунат» журналсенче — час-часах пичетленнĕ. 2010 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче «Эй, эсир, йĕкĕтсем!..» кĕнеки кун çути курнă. Ăна пушкăртларан Виталий Енĕш куçарнă.

Марсель Шайнурович çавăн пекех чăвашсен ытти писателĕпе те туслă, хăй вăхăтĕнче тачă çыхăну тытнă. Шăпах вĕсемпе тĕл пулчĕ те Пичет çуртĕнче. Тĕлпулăва ЧР Профессионал писательсен союзĕпе /председателĕ Геннадий Максимов/, ЧР Журналистсен союзĕ /Валерий Комиссаров/ йĕркеленĕ.

Геннадий Максимова хăнапа паллаштарма кирлех те пулмарĕ темелле. Тĕлпулăва пынисенчен пурте тенĕ пекех ăна темиçе çул пĕлеççĕ. Акă, сăмахран, Николай Максимовпа Владимир Кузьмин /ун чухне вĕсем «Капкăнра» ĕçленĕ/ прозаиксем унпа иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пуçласа курнăçнă. Çакскерсем «Хэнэк» журналăн тĕп редакторне Шупашкарта кĕтсе илнĕ тата Йошкар-Олана ăсатса янă. Ун чухне ГЭС та пулман-ха, Атăл урлă та çуран каçма тивнĕ. Паллах, çулла мар ĕнтĕ. «Хĕллехи каçчĕ, пăр шăннăччĕ, анчах та Сĕнтĕрвăрри тĕлĕнчи Атăл варрине çитрĕмĕр те — унта пăр çийĕн шыв юхать. Мĕн тумалла? Каялла каймалла? Анчах Кокшайскра Марселе çармăс редакторĕ кĕтет. Питĕ асăрхануллă тата питĕ сыхă пулма тиврĕ шывлă пăр çинче. Хăнана палăртнă вырăна çитертĕмĕрех», — аса илчĕ Николай Николаевич.

Виталий Енĕш, Пушкăртстанра вунă çул ĕçлесе «Пушкăртстан культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕскер, Марсель Шайнуровича пуринчен лайăхрах пĕлет. Виталий Григорьевич хăна, унăн пултарулăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ. «Марсель Салимов хăйĕн геройĕсене юратать, хисеплет, вĕсен пăсăк та пăрнăç ĕçĕсене кăна питлет. Акă мĕншĕн эпĕ унăн калавĕсене яланах хапăл туса куçарнă», — терĕ вăл.

Валери Туркай поэт тĕлпулăва пушкăрт çыравçи 2003 çулта алă пусса панă кĕнекене илсе пынă. Валерий Владимирович унăн «Праздник плуга» сăввине чăвашла куçарнă, ăна автора вуласа пачĕ, çавăн пекех «Нарспи» поэмăна, çичĕ чĕлхене куçарса пичетленĕскере, хăнана парнелерĕ.

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Сарпи поэтесса тахçанхи пĕлĕшĕ тĕрлĕ вырăнта ирттерекен мероприятисене час-часах тухса çÿреме, кĕнекесем пичетлеме нухрат çитернинчен тĕлĕннине пĕлтерчĕ. «Эпĕ, авă, юбилей тĕлне кĕнеке кăларас тесе ĕмĕр тăршшĕпе пуçтарнă ылтăн-кĕмĕл эрешсене сутрăм», — терĕ. Марсель Шайнурович Раиса Васильевнăна çапла каласа лăплантарчĕ: «Эсĕ, Раиса, вăхăт иртнĕçемĕн тата та хитреленсе пыратăн, ним тума кирлĕ мар сана ылтăн эрешсем», — терĕ. Тĕрĕссипе, Пушкăртра та писательсем юмахри пек пурăнмаççĕ-мĕн, вĕсене те патшалăх кĕнекесемшĕн гонорарпа питех савăнтараймасть. «Калав-сăвăсене кун çути парас тĕлĕшпе темле майпа та усă курма тивет», — терĕ вăл.

Темиçе çул каялла М.Са­лимовăн тĕп кĕнеки тухнă. «Ху­ра çине шурăпа» ятлăскер пушкăрт литературинче — паллă пулăм. Кĕнекен вырăсла ячĕ — «Белым по черному». Ăна Сергей Михалков та вуласа тухнă-мĕн. «Эпĕ, — тесе çырнă Сергей Владимирович, — пушкăрт çыравçин, питех хăйнеевĕрлĕ Марсель Салимов сатирикăн «Белым по черному» кĕнеки тухнă ятпа вулакансене пысăк хаваспах саламлатпăп...»

Эпир те унпа паллашма май килнишĕн кăмăллă юлтăмăр. Пĕр самант кăна тĕлĕнтерчĕ, пăшăрхантарчĕ: чăваш писателĕсем çакăн пек тĕлпулусене çÿременни. Ытла та сахалччĕ çав вĕсем.

 Надежда СМИРНОВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.