Чăвашсен Ломоносовĕ
Çак сăмахсем Николай Никольский пирки. Ахальтен мар çакă. Пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тĕпченĕ май унăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕнчен тĕлĕнме пăрахмастăн.
Утакан çул тупать
Вăл Атăлçи халăхĕсен историне, этнографине тĕпченĕ, ăслăлăх ĕçĕсем çырнă, тĕн семинарийĕнче вĕрентнĕ, вĕрентÿ хатĕрĕсене тăван чĕлхене куçарнă, халăх медицинипе, музыкипе кăсăкланнă. Чăваш халăхĕшĕн чи пысăк пĕлтерĕшли — вăл «Хыпар» хаçата, Раççейри наци хаçачĕсенчен пĕрремĕшне, никĕслени.
Унăн пурнăçĕ «утакан çул тупать» сăмах çаврăнăшĕпе пĕр килет. Никольскин ячĕпе еткерĕ пирки манăçнă самант та пулнă. Анчах çутă чăнлăхăн вăйĕ çакăнта — паян та унăн ĕçĕсем, кĕнекисем, шухăшĕсем ăсчахăн ятне, пултарулăхпа ăслăлăх еткерне çĕнĕрен чĕртсе тăратас тĕлĕшпе пысăк миссие пурнăçлаççĕ. Унăн ăслăлăх ĕçĕсемпе тата нумай-нумай çул Чăваш Енри, Атăл тăрăхĕнчи, Раççейри этнографсем, историк-ăсчахсем, тĕнче ăслăлăх пĕрлĕхĕнчи специалистсем усă курĕç.
Николай Никольский çуралнăранпа кăçал 140 çул çитрĕ. Тăван кĕтесĕнче — Муркаш районĕнчи Купăрляра, Сосновкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта, Николай Никольскин Ваçкассинчи музейĕнче — тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Ырă, ăслă çыннăмăрăн ятне манма юрамасть, çавăнпа Николай Васильевичăн çуралнă тăрăхне хура кĕркунне тепре çаврăнса çитрĕмĕр. Сăмах май, шăпах 57 çул каялла — 1961 çулхи чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче — унăн чĕри тапма чарăннă. Эпир, паян пурăнакансем, мĕн пĕлетпĕр- ха чаплă йăхташ çинчен, унăн ятне вилĕмсĕрлетес тĕлĕшпе мĕн тума мехел çитернĕ?
Çĕнĕрен таврăнни
Никольский çĕнĕрен таврăнасси иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче «Хыпар» хаçат хастарĕсенчен пуçланчĕ. Ăсчахăн, этнографăн 125 çулне паллă тăвасси пирки Чăваш Республикин Президенчĕ 2002 çулта ятарлă указ кăларнăччĕ. Сумлă юбилей умĕн Ваçкассинчи вулавăшри район шайĕнче пилĕк çул ĕçленĕ музейре çĕнĕ экспозици йĕркелес ыйту та тапраннă. Çак ĕçе Чăваш наци музейĕн ĕçченĕсем, Муркаш районĕн ертÿлĕхĕ, Николай Никольскин тăванĕсем, уйрăмах Николай Пантелеймонов, Евгений Ерагин тавра пĕлÿçĕ, ыттисем хутшăннă. Паян Н.В.Никольский музейĕ Тури чăвашсен музейĕн /Муркаш/ филиалĕ шутланать. Ăна ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Татьяна Степанова ертсе пырать.
Татьяна Зиновьевна пире яланхиллех тарават йышăнчĕ, музей аталанăвĕн тапхăрĕсемпе, Никольскипе, унăн çывăх çыннисемпе çыхăннă экспонатсемпе паллаштарчĕ. Ăна итленĕ май çапла шухăшласа илетĕн: кунашкал çын урăх тĕлте тата çемьере мар, шăпах кунта, Василий Никольскин йăхĕнче, кун çути курма пултарнă.
Унăн ашшĕ Василий Никитич мишавай пулнă. Вăл хăйĕн ялĕнчи пысăк ĕçсен пуçаруçи шутланнă. Сăмахран, ял варринче пысăк пĕве чавтарнă, унта карас ĕрчетнĕ. Хальччен таврара тĕл пулман сад йĕркеленĕ, унта 180 тĕрлĕ улмуççи лартнă, утар тытнă. Мал шухăшлă арçын хăйĕн ывăлне те ăс-хакăл пĕрремĕш вырăнта пулнине аса илтерсех тăнă. Каччă семинарире вĕреннĕ чухне уйрăмах историпе тата этнографипе кăсăкланнă. Çакă чăвашсене тĕпченĕ В.К.Магницкий ăсчахăн ячĕпе те çыхăннă. Вăл унпа чăваш кун-çулĕ пирки калаçма кăмăлланă. Çак самантсене тĕплĕн уçса панă музей экспозицийĕнче.
Хусанти тĕн академийĕнче ирттернĕ çулсем /1899-1903/ те тарăн йĕр хăварнах. Кунта чиркÿ, гражданла истори, анăç, тухăç тата вилĕ чĕлхесене тĕпчес енĕпе паллă профессорсем, пысăк специалистсем ĕçленĕ. Вĕсен витĕмĕпе Никольский «Христианство среди чуваш» кандидат ĕçне çырнă. Николай Васильевич çав вăхăтрах Хусан университечĕн профессорĕпе Н.Ф.Катановпа, чăваш чĕлхе пĕлĕвĕн никĕслевçипе Н.И.Ашмаринпа çывăх пулнă. Вĕсем пирки те документсем пур музейре.
Хаçат никĕслевçи
Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» тухма пуçлани — паллă пулăм. Унпа çыхăннă экспонатсем пуринчен те йышлă. Николай Васильевич ăна пуçараканĕ. Вăл чăвашла хаçат кăларасси пирки Хусан кĕпĕрнаттăрĕ патне 1905 çулхи раштав уйăхĕнче икĕ хутчен ыйтса çырнă. 1906 çулхи кăрлачра ирĕк панă свидетельствăна илнĕ. «Хыпарăн» пĕрремĕш номерĕ кăрлачăн 21-мĕшĕнче кун çути курнă. Никольский хаçатăн 22 номерĕн редакторĕ пулнă. Музее килнисен «Хыпарăн» пĕрремĕш номерĕпе, унта вăй хунă сотрудниксен Т.С.Семеновăн /Тайăр Тимккин/, А.Г.Гавриловăн, ыттисен сăн ÿкерчĕкĕсемпе, ĕç хучĕсемпе паллашма май пур. Кунтах — пирĕн пĕрремĕш хаçатçа халал-ласа ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă: ЧР Президенчĕн указĕ вырăн тупнă, 2003 çулта Иван Яков-левăн тăван ялĕнчен Кăнна Кушкинчен пуçласа Николай Никольскин çуралнă кĕтесне — Купăрляна — çити ирттернĕ чупу çинчен çырса пĕлтернĕ...
Ăслăлăхра та маттур пулнă
Ăслăлăх ĕçне Николай Никольский хăйĕн чи пĕрремĕш тивĕçĕ тесе шухăшланă. Студент çулĕсен-чех вăл Раççей халăхĕсен — чăвашсен, пушкăртсен, ирçе-мăкшăсен, çармăссен, тутарсен, пессерменсен, удмуртсен, калмăксен — историне, этнографи уйрăмлăхĕсемпе хăйне евĕрлĕхĕсене тĕпчес енĕпе питĕ нумай ĕçленĕ. Вăл пухнă материалсем — урăх ниçта та çук, тĕлĕнмелле чаплă ăслăлăх архивĕ. Никольскин ĕçне Эстонири Дерпт университечĕн профессорĕ Вальтер Андерсон çапла хак панă: «Н.В.Никольскин ал çырăвĕсен пуххи — чăваш халăх культурин чи хаклă пуянлăхĕн пĕр пайĕ. Н.В.Никольскин пуххине пысăклатмасăр-пĕчĕклетмесĕрех пуян архив темелле, унта чăваш халăхĕн фольклорĕпе, этнографийĕпе, историйĕпе çыхăннă темĕн чухлĕ паха япала пур. Çавăн пек фольклор архивĕсем çĕр чăмăрĕ çинче те пит сахал – тем тесен те виçĕ теçеткерен мала мар. Н.В.Никольскин ал çырăвĕсен пуххине чăваш халăхĕн чи хаклă ăс-пурлăх еткерлĕхĕ тесе хакламалла».
Ентешĕмĕр педагогика ĕçĕнче те палăрнă. Вырăс мар халăхсен ачисене вĕрентес ĕçре вăл тăван чĕлхене пĕлнине нимрен мала хунă. Вăл çапла палăртнă: «Вĕрентекен тĕллевĕ — вĕренекен чун-чĕрипе шайлашасси. Çакна пурнăçлама чи меллĕ çул – вĕренекенĕн тăван чĕлхи». Историе вĕрентес ĕçре те унăн хăйĕн сĕнĕвĕ: «…енчен те историе вĕрентессине этнографи тăпри çине лартас тăк вăл вак халăх ачисемшĕн кăсăклă калавсен пуххи çеç мар, хăйсен тăван пурнăçне, иртнине чĕррĕн аса илни те пулĕччĕ».
Çапла майпа калама çук пысăк ĕç хăварнă хăйĕн хыççăн ентешĕмĕр. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн архивĕнче упранакан еткерлĕх 300 тома яхăн. Шел, 1917 çул хыççăн хăй пурăннă вăхăтра та, каярахпа та çак пуянлăх халăх патне çитеймен, Николай Васильевичăн ĕçĕсем питĕ сахал пичетленнĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен пулĕ, çав шутра — чăваш халăхĕн аваллăхне тĕпчени çĕнĕ идеологипе килĕшсе тăман тени те.
Музей ертÿçи Татьяна Степанова Николай Никольскин çемье пурнăçĕ пирки те чарăнса тăчĕ. Вăл Евгений Ерагин тавра пĕлÿçĕ архивра Никольскин туйĕ çинчен вуласа пĕлнĕ хыпарпа паллаштарчĕ. Николай Васильевич хăйĕн мăшăрне — Вăрнар тăрăхĕнчи Владимир Яснитскин хĕрне Александрăна — пĕрре курсах килĕштернĕ. Туя Купăрляран тÿррен 30 çухрăма 30 лавпа кайнă. Юрланă-ташланă, каялла таврăннă. «Чăннипех тĕлĕнмелле, — тет Татьяна Степанова. — Çав вă-хăтра, революцичченхи тапхăрта, унашкал туй тума мĕн тери мăнтăр кăмăл, мĕн чухлĕ апат-çимĕç кирлĕ пулнă».
1907 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Николай Никольский Александра Яснитскаяпа, священник хĕрĕпе, венчете тăнă. Александра Владимировна 54 çул Николай Васильевича ăнланса, пулăшса пынă.
Мăнаçлану
Паян музее, Купăрляна делегацисем килсех тăраççĕ. Профессорăн тăван ялĕнче кану паркĕ йĕркеленĕ, Никольскин ашшĕн пĕвине çĕнетнĕ, палăкĕ пур. «Çулленех, канмалли кун-и, çумăр çăвать-и — Никольский палăкĕ умĕнче митинг иртет. Малалла вулас...
Надежда СМИРНОВА. Роза ВЛАСОВА сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас