Чăвашсен хушшинче çитĕннĕ вырăс ачине халалласа курав уçăлчĕ

15 Пуш, 2019

Василий Константинович çуралнăранпа 180 çул çитнĕ май Чăваш наци музейĕнче паян «В.К. Магницкий — Чăваш хутлăхĕн тĕпчевçи» ятпа куçса çÿрекен курав уçăлчĕ. Унпа паллашма пынисен хушшинче ăсчахсем, историксем, студентсем, çавăн пекех тĕпчевçĕн ентешĕсем те пулчĕç.

Чăваш хутлăхĕн тĕпчевçи. Чăннипех çапла калас килет Василий Магницкий историк, этнограф пирки. Вăл чăваш халăхне çутта кăларас ĕçе хывнă тÿпи вышкайсăр пысăк.

Етĕрне районĕнчи Чирĕккассинчи священник çемйинче 1839 çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче кун çути курнă вырăс ачи чăвашсен хушшинче çитĕннĕ. Хусан университетĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн та ĕмĕрне чăвашсемпе юнашар, суд следователĕнче, халăх шкулĕсен инспекторĕнче ĕçлесе ирттернĕ.

Магницкин паллă ĕçĕсем — «Материалы к объяснению старой чувашской веры» /1881/, «Нравы и обычаи в Чебоксарском уезде» /1888/, «Чувашские языческие имена» /1905/, ыттисем.

Василий Константинович çавăн пекех Михаил Федоровпа, Иван Юркинпа çыхăну тытнă.

Ĕмĕрĕ кĕске пулнă ăсчахăн, пурĕ те 62 çул кăна пурăннă. 1901 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă. Ăна Советское салинчи кивĕ масарта пытарнă.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас