Чăвашлăха упрас тесен...

24 Çĕртме, 2016

Чăвашкинон пĕрремĕш илемлĕ фильмĕ экран çине тухнăранпа 90 çул çитрĕ. «Хыпар» хаçатăн кăларăмĕнче Тани Юнăн «Аса илес килменнисем» кĕнекине тупса вуларăм. Хастар чăвашсем самана йывăрлăхне çĕнтерсе илемлĕ фильмсем ÿкерсе тăван халăхĕ патне çитерме пултарнă.

Эпĕ ача чухне — иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче — чăвашла куçарнă «Тăван юн» фильма курни халĕ те куç умĕнче. Кивçурт Марка ялĕ икĕ урамлă: эпир тепĕр урамне «Леш айкки» теттĕмĕр, вĕсем пире те çапла калатчĕç. Иосиф Иванов киномеханик эрнере 3-шер кун кино кăтартатчĕ. Пиччĕшĕ салтака кайсан шăллĕ Саша çав ĕçе алла илчĕ /халĕ иккĕшĕ те çук пирĕн хушăра/. Пĕррехинче тÿлевсĕр кино кăтартассине пĕлсен эпир вĕсен умне пуçтарăнтăмăр. Çу кунĕччĕ, çурхи ĕçсене вĕçленĕ. Каç сĕмлĕхĕ таврана хупласан кил хапхи çине çакнă шурă экран çине куçа вĕçертмесĕр тĕлĕнсе пăхатпăр. Ара, экран çинче чăвашла калаçаççĕ-çке. Эпир, ачасем, çерем çине маларах ларнă май пуçа çÿлелле каçăртса пăхатпăр. Кино нумая тăсăлчĕ.

Халăха кино кăтартма çăмăл пулман, аппаратурăсене вырăнтан вырăна куçарма лаша лавĕсемпе усă куратчĕç. Кинолентăсемпе районтан тивĕçтернĕ. Халăх та кино курма йышлă çÿренĕ. Халĕ килтех телевизор умĕнче ют патшалăх фильмĕсене пăхса хăраса, чĕтресе ларатпăр, çавах пăхатпăр. Шел, совет саманинче ÿкернĕ фильмсене çитекенни сайра. Çапах пĕр-пĕр чăваш режиссерĕ Тани Юнăн «Аса илес килменнисем» кĕнекипе паллашсан И.Максимов-Кошкинскипе чăвашсен пĕрремĕш актриси çинчен илемлĕ фильм кăларсан мĕнле пысăк çитĕнÿ пулĕччĕ.

Чăвашла кино пулсан чăвашлăх та упранĕ.

Михаил Игнатьев.

Шупашкар районĕ,

Кивçурт Марка ялĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.