Чăвашла картинăсем çапла ÿкернĕ
«Иртнĕ кунсем-çулсем» кĕнеке сыпăкĕ
Малалли. Пуçламăшĕ 164, 165, 168-мĕш номерсенче.
Администратор та алă çупать, куракансем те: «Тани Юн!.. Тани Юн!» — янрать залра.
Шăтăк пулсан анса каяттăм пулĕ вăтаннипе... Ирĕксĕрех экран умне хăпарма тиврĕ. Куракансем мана ура çине тăрсах алă çупса саламларĕç.
Ку çеç сахал-ха, театртан тухсан та Ялтăна канма килнĕ чăвашсем хупăрласа илчĕç. Вĕсем мана тăван чĕлхепе тав тăваççĕ, алă пара-пара саламлаççĕ. Хăшĕ-пĕри хваттере çитичченех ăсатса ячĕ. Çав куна эпĕ нихçан та манас çук...
Çакăн хыççăн манăн лăпкă пурнăç пĕтрĕ. Тинĕс хĕррине кайсан та, урампа пынă чух та мана хисеплекенсем тупăнатчĕç. ‹...›
Эпĕ Мускава çитнĕ çĕре «Хура юпана» монтаж туса пĕтернĕччĕ. Часах ăна Пушкин площадĕнчи «Центральная» кинотеатрта обществăлла йĕркепе кăтартрĕç. КУТВ /Коммунистический университет трудящихся Востока/ студенчĕсем, Мускавра вĕренекен чăвашсем, тĕрлĕ хаçат корреспонденчĕсем нумай пухăннăччĕ унта.
Куракансем фильма кăмăллăн кĕтсе илчĕç.
Актрисăна хăй выляни çинчен çырма аван мар та... Çапах та пĕр-ик сăмах каласах килет. Ку картинăра, Сарпикепе танлаштарсан, манăн выляс ăсталăх самаях ÿсни палăрчĕ. Сарпике — лирикăлла сăнар. «Хура юпари» Уркка — вăйлă характерлă хĕрарăм, геройла сăнар. Упăшкинчен тарса Атăл урлă ишсе каçнă хыççăн вăл йăсăрланса выртакан пушар вырăнне çитет. Вăрăсем, хăйсем вут тĕртнине теприн çине йăвантарас тесе, Салма тарçа персе вĕлересшĕн. Уркка ăна вилĕмрен хăтарать, вăрăсене тăрă шыв çине кăларать.
«Хура юпа» пĕтĕм Совет Союзĕнчи экрансем çинче ăнăçлă кайрĕ. Картинăри героиня сăнне пирĕн журналсем çеç мар, ют çĕршыври журналсем те çапнăччĕ. Сăмахран, Уркка сăнне, «AJZ» ятлă нимĕç журналĕн малти хуплашки çинче, Америкăра тухакан журналăн пĕрремĕш страницинче пичетленĕччĕ.
Паллах, ку картинăн негативне те сутрăмăр. «Чăвашкино» тинех укçаллă организаци пулса тăчĕ.
‰ ‰ ‰
1928 çулта «Ял» ятлă фильм ÿкерме тытăнтăмăр. Проката вăл «Атăл çинчи тăвăл» ятпа тухрĕ.
Ку картинăри ĕçсем 1918 çулта пулса иртеççĕ. Чăвашра совет влаçĕ çирĕпленсе пырать, анчах пĕр вулăсра çаплах Вăхăтлăх правительство «йыттисем» пуçлăхра лараççĕ. Чухăнсемпе вăтам хресченсем яла таврăннă шахтер ертсе пынипе çаксене вырăнтан кăларса сирпĕтеççĕ.
Кошкинский сценари çырнă чухнех ку картинăна хăй ÿкерме ĕмĕтленетчĕ. Çавăнпа вăл литературăллă сценари мар, ĕçленĕ чух усă курмалли сценари çырчĕ. Пултарулăх канашĕпе Главрепертком ăна чăкăлташмасăрах çирĕплетрĕç. Картинăн режиссерĕ пулма Кошкинские сĕнчĕç.
Çакăн хыççăн яланхилле васкасах артистсем суйлама пуçларĕç. Васкамалла пулнă çав, мĕншĕн тесен картинăри сыпăксем Атăл пăрĕ кайнипе çыхăнса пыратчĕç.
Çурхи кунсем çитрĕç. Юр ирĕлме пуçларĕ, часах Атăл та тапранма пултарать. Мускав тата Ленинград актерĕсене пирĕн администратор К.Егоров Канашран Шупашкара аран-аран илсе çитерчĕ. Вĕсем килсен эпир тепĕр куннех Ивановка ялне картина ÿкерме тухса кайрăмăр /ку ял Çавал Атăла юхса кĕрекен вырăнта ларать/.
Ирпе шăн ирĕличчен çула тухрăмăр. Анчах Типçырма тĕлне çитсен хĕвел çуллахи пек хĕртме пуçларĕ те çул куç умĕнчех пăсăлса кайрĕ. Пурте лав çинчен анчĕç, çуран утрĕç. Эпир çеç Г.Елизаров операторпа çуна çинче ларса пыратпăр. Пирĕн иксĕмĕрĕн те сăран атă çукчĕ. Çуна çинче те сыхланса пымаллаччĕ, мĕншĕн тесен хăшпĕр тĕлте сĕлкĕшлĕ лакăма анса каяттăмăр та çунана шыв илетчĕ. Шăмăш тĕлĕнчен иртсен пĕр сулăнчăкра оператор ларса пыракан çуна вар сулăнса кайрĕ те, Григорий Амбарцумович сĕлкĕшлĕ шыва тухрĕ ÿкрĕ. Макăрмаллипех макăрать пирĕн оператор:
— Каймастăп малалла. Шупашкара таврăнатăп! — тет. Хыçсăр çунапа çÿреме вĕренмен-çке-ха, мăнтарăн.
— Э, Амбарцумыч тусăм, Шупашкар кунтан вунвиçĕ çухрăмра, Ивановкăна иккĕ çеç. Çитсен мунча кĕрĕпĕр, паян шăматкун, «Хура юпари» пек, икĕ милĕкпе çапса ярăп. Шăннин йĕрĕ те юлмĕ, — лăплантарать Кирилл Егорович хăйĕн тусне.
Чăнах та вăл каланă пекех пулчĕ. Никам та шăнса пăсăлмарĕ, мунча кĕни пулăшрĕ.
Пĕр-ик кунтан Атăл тапранчĕ. Пысăк юханшывра пăр нихçан та купаланса юхмасть, Ивановка тĕлĕнче вара, Çавалпа юпленнĕ çĕрте, темĕн пысăкăш катрамсем утрав çине тăрăна-тăрăна купаланаççĕ. Çак пăр купи хĕвел çутинче ялкăшса юмахри темиçе тăрăллă кермен пек курăнать. Шăпах ăна ÿкерме васкарĕç те ĕнтĕ пирĕн операторпа режиссер.
Çурхи юханшыва аякран ÿкернипе çырлахмарĕç вĕсем. Атăл талккăшĕпе пăр çапăнса юхнине ÿкерме шут тытрĕç. Режиссер, оператор тата тепĕр рабочи пысăк пăр катăкĕ патне кимĕпе ишсе пычĕç те ун çине тухрĕç, аппарата майлаштарса ÿкерме пуçларĕç. Эпир вĕсене чăнкă çырантан пăхса тăратпăр. Нумай та вăхăт иртмерĕ, куратпăр — хайхи пăр катăкĕ Атăл варринелле кая пуçларĕ, ту енчен анакан пăр капламĕсем вĕсене хупăрлама тытăнчĕç. Апăршасем, хăрушлăх çывхарнине те сисмеççĕ. Кăшкăратпăр. Оператор çаплах аппарат аврине çавăрать. Кирилл Егорович рупорпа кăшкăрсан тин «киношниксем» васкаса кимĕ çине ларчĕç те пăр катăкĕсен хушшипе ише-ише Атăл çыранне тухрĕç.
Ку таранчченхи картинăсене эпир пĕр ялта ÿкереттĕмĕр. «Ял» фильма вара тăхăр çĕре тухса ÿкертĕмĕр. Монтаж хыççăн вăл пурпĕрех пĕр ял пулса тăчĕ. Кÿкеçри вулăс правленийĕн икĕ хутлă чул çурчĕ Ивановкăна куçса ларчĕ. Шупашкар таврашĕнчи ялсене пĕлекенсем: «Мĕнле лекнĕ ку çурт Атăл хĕррине?» — тесе тĕлĕнетчĕç. Пĕрмай куçса çÿреттĕмĕр. ‹...›
«Сарпикепе» «Хура юпана» Мускавра монтажланă. Ку картинăна вара Кошкинский хăех Шупашкарта К.Васильевпа, Г.Парне пулăшнипе монтажларĕ.
Çак картинăна эпир çеç мар, куракансем те питĕ юрататчĕç, алă çупа-çупа куратчĕç. Совет Союзĕнчи экрансем çинче ăна темиçе çул кăтартрĕç. Пĕррехинче, картина проката тухнăранпа виçĕ çул иртсен, Мускавра Маросейка урамĕнчи кинотеатрта пирĕн «Яла» /«Атăл çинчи тăвăла»/ кăтартнине пĕлтĕмĕр.
— Миçемĕш хут каять сирĕн театрта çак картина? — ыйтрĕ Кошкинский администратортан.
— Улттăмĕш хут ĕнтĕ, — терĕ лешĕ кăмăллăн.
Картинăна хаçатсем те, журналсем те ырлатчĕç, фильмри ÿкерчĕксене нумай пичетлетчĕç. Марье сăнне нимĕç журналĕн хуплашки çине те пичетленĕччĕ. ‹...›
Эпир пурăнакан çурт ведомство аллине куçсан хваттерсĕр тăрса юлтăмăр. Ача çуралсан çурт илме шут тытрăмăр. Пÿрчĕ хаклă мар пулсан та кивçене кĕме лекрĕ. «Киремет катин» павильонне ÿкерме Наркомпросăн укçа пулмарĕ, çавăнпа ăна сутса ятăмăр та Мускава тухса кайрăмăр.
Асăннă картинăна ÿкернĕ чухне пире «Востоккинопа» пĕрлештерчĕç. Çапла «Чăвашкинон» кун-çулĕ татăлчĕ. 1930 çулта Мускава куçрăмăр. Унта «Чăвашкино» материалĕсемпе усă курса çапах та тепĕр кино туса кăлартăмăр. 1925-1930 çулсенче ÿкернĕ материал нумайччĕ пирĕн. Вĕсене пĕрле пухса «Октябрь тивлечĕпе çуралнă Республика» документлă фильм турăмăр. Пилĕк сыпăкран тăратчĕ вăл, мĕнпурĕ те пĕр копи кăна çаптарнăччĕ.
Фильмра хальхи «Родина» кинотеатр вырăнĕнче ларнă тăвар складне сирпĕтсе антарнине те кăтартнăччĕ. Халĕ çав кинотеатра мĕнле тунине пĕлмеççĕ. Тĕрĕссипе, «Чăвашкино» туса хăварчĕ ăна.
1930 çулта «Совкино» çĕршывра сакăр кинотеатр тума йышăну кăларнă пулнă. Вĕсенчен пĕрне Бурят Республикине памалла тунă. Анчах лешсем проект та, стройматериал та хатĕрлеймен иккен. Эпир çавăн çинчен пĕлтĕмĕр те «Совкино» пуçлăхĕ К.Шведчиков канаш панипе Шупашкарта кинотеатр тума укçа парăр тесе правлени ячĕпе хут çыртăмăр. Ун чухне кинотеатрсем тăвас ыйтупа Пĕтĕм Союзри канашлу ирттерме палăртнă пулнă. Эпир çав канашлу пуçланиччен проект туса хатĕрлерĕмĕр. Вара бурятсене пама палăртнă укçана Чăваш АССРне куçармалла турĕç.
...1931 çулта «Востоккинора» эпир тепĕр чăваш картини ÿкертĕмĕр. Сценарине ГИКра вĕренекен чăваш ачи, хальхи паллă прозаик Н.Мранька çырнăччĕ. Ун ĕçĕ ăнăçлах пулайман пирки авторне Кошкинскипе çыхăнтарчĕç. Мранькапа Кошкинский çав материала тĕпе хурса çĕнĕ сценари çырчĕç те, часах картина ÿкерекен ушкăн чăмăртанчĕ.
Режиссерĕ — И.Максимов-Кошкинский, ассистенчĕ — В.Бугаев, пулăшаканĕ ГИК студенчĕ В.Григорьев /чăваш ачи/, операторĕ — Н.Зеленов. Рольсене выляма Мускав актерĕсене — И.Штрауха, Снегирева, Гагельстрома, Ковалевăна — илчĕç. Эпĕ ял совет председательне вылярăм. Колхозник — Максимов-Кошкинский, Сектантсен пуçлăхĕ — Бугаев, Комсомолец — В.Григорьев.
Вĕçĕ çитес номерте.
Комментари хушас