Чăвашла картинăсем çапла ÿкернĕ

19 Юпа, 2016

«Иртнĕ кунсем-çулсем» кĕнеке сыпăкĕ

Малалли. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте.

 

— Чăваш кинокартинисем тума пуçлăпăр.

— Каларĕ! «Тоскăра» Каварадосси рольне выляма актер çук. Героиня — Кукарникова, ун савнийĕ — Парне. Актерсене юнашар тăратма май килмест, герой героиньăран çур аршăн лутра... — тарăхсах каларĕ репетицирен кÿтсе таврăннă режиссер.

— Мĕншĕн ытти халăхсем кино ÿкереççĕ?

— Камсем?

— Эрменсем, грузинсем...

— Пире вĕсемпе ан танлаштар. Вĕсем — авалхи культурăллă халăхсем.

Ывăничченех тавлашрăмăр. Тавлашсан-тавлашсан, вăл мана пĕррехинче пăрахут çинче ÿкĕте кĕртнĕ пек, эпĕ те ăна хам енне çавăртăмах пулмалла.

Тепĕр кунне Иоаким Степанович юбилей комисси ларăвне кайрĕ. Ун чухне 1905 çулхи революци 20 çул тултарнă майпа уяв комиссийĕ тунăччĕ, ман упăшка — ун членĕччĕ. Çав ларура ăна 1906 çулхи Ĕсмĕл пăлхавĕ çинчен пьеса çырма хушнă.

Лару хыççăн Кошкинский киле таврăнчĕ те: «Сценари пулать!» — тесе кăшкăрса ячĕ. Пьеса вырăнне сценари çырма шухăш тытнă-мĕн вăл. Ĕçе вăраха ямасăр материал пухма пуçларĕ. Пăлхава астăвакансемпе калаçса пăхма Ĕсмĕле, ун таврашĕнчи ялсене кайса килчĕ те «Атăл пăлхавçисем» ятлă сценари çырма тытăнчĕ. Пĕтерсен /çамрăк чухне пит хăвăрт çыратчĕ вăл/ кино ĕçне вĕренме Мускава, Ленинграда е Киева ярăр тесе ЦИКа заявлени пачĕ.

Часах Иоаким Степанович Ленинграда «Севзапкино» фабрикине тухса кайрĕ. Ку вăл вăхăтра — чи вăйлă организациччĕ. Çак кинофабрикăн сценари уйрăмĕ пирĕн сценарие йышăннă, анчах ăна кĕскетме сĕннĕ. Фабрика дирекцийĕ картинăна Чăваш Республикипе çурмалла ÿкерме пулнă.

Шупашкара таврăнсан Кошкинский сценарие кĕскетрĕ. «Севзапкино» чăваш картинине çурмалла ÿкерме пулни çинчен ЦИКа пĕлтерчĕ. ЦИК 25 пин тенкĕ уйăрса пама килĕшрĕ.

Çакăн хыççăн Ленинграда тухса кайрăмăр. Картина пулать тесе çул тăршшĕпе хĕпĕртесе пытăмăр: укçа пур, сценари хатĕр. «Севзапкино» ÿкерме килĕшрĕ — тата мĕн кирлĕ пире! ‹...›

Картинăра хĕр ролĕ пĕрре çеçчĕ, çав роле выляма эпĕ ĕмĕтленеттĕм, анчах та кĕтнĕ пек пулмарĕ. Элиме рольне выляма фабрика директорĕн пĕлĕшне, нихçан та актриса пулман, кинора та, театрта та выляман хĕре илчĕç. Мана ку калама çук кÿрентерчĕ. Кошкинский хирĕçлеме те хатĕрччĕ, анчах эпĕ ăна чартăм: директорпа хирĕçсен картина ÿкерттермĕç терĕм. Пирĕн вара чăваш картини ÿкермеллех! Ман шухăшпа режиссер килĕшрĕ.

Часах кино ÿкерекен ушкăн Шупашкара тухса кайрĕ, эпир те вĕсемпе пĕрлех таврăнтăмăр.

Ÿкерме пуçласан эпĕ опытлă киноактерсем мĕнле вылянине курса вĕренес тесе ÿкерекен аппарат çумĕнчен хăпма та пĕлместĕп. Элиме рольне вылякан актриса режиссера тарăхтармаллипех тарăхтаратчĕ, вăл ним тума та пĕлместчĕ: çăпатапа утма та, кĕвентепе шыв йăтма та, кĕпе чÿхеме те, пăрма та, сÿс тÿме те... Пурне те эпĕ туса кăтартаттăм, çавна май: «Мĕнле-ха ку ним тума пĕлмесĕр чăваш хĕрне выляма килĕшнĕ», — тесе çилленеттĕм. Çилленмесĕр ара: Акатуй сценине ÿкернĕ чух та ун рольне хам вылярăм вĕт-ха, ăмăртура юлан утпа çÿресе режиссера та, курма пынă чăваш хĕрарăмĕсене те тĕлĕнтертĕм. Кинора сценăна пĕр хут ÿкернипе çырлахмаççĕ. Тĕрлĕ майлă ÿкереççĕ. Çапла аякран ÿкернĕ чух лаша сиккипе пынă çĕртех ун çинчен йăкăш шуса антăм та, лаша тăп чарăнчĕ. Нумай шухăшласа тăмасăр, çавăнтах тепĕр хут сиксе утлантăм, малалла вĕçтертĕм. Хампа ăмăртакан каччăсене хăваласа çитсе иртсе те кайрăм. Лаши пĕчĕкскерччĕ, анчах питĕ çивĕччĕ, кăркăс лаши тетчĕç. Пăхса тăракансем тĕлĕннипе /ÿкернине курма халăх нумай пухăнатчĕ/: «Ай-юй, ку хĕр циркра ĕçлет пулĕ», — терĕç.

Ача чух выртмана çÿренисем мана кинора та пулăшрĕç. Эпĕ юлан утпа чупса ял-йыша тĕлĕнтереттĕм. Ăмăртмалла чуптарнă чух ялта мана хăваласа çитекенни çукчĕ. ‹...›

1926 çулхи çуркунне картинăна Совет Союзĕнчи кинотеатрсенче кăтартма пуçларĕç. Чăвашсем ăна ăшă кăмăлпа йышăнчĕç. Хаçатсене, журналсене, Кошкинский патне çырусем килме пуçларĕç. Пурте чăваш картинишĕн чунтан тав тăватчĕç. Сормово заводĕнче ĕçлекен чăваш рабочийĕсем «Канаш» хаçат урлă Кошкинский патне çакнашкал телеграмма янăччĕ: «Эпир, Сормовăра ĕçлекен чăваш рабочийĕсем, эсир тăрăшнипе ÿкернĕ «Атăл пăлхавçисем» кинокартинăна курса савăнтăмăр. Чĕререн тав тăватпăр сире, татах çĕнĕ картинăсем ÿкерме сĕнетпĕр. Вĕсене пире килсе кăтартасса шанатпăр».

Ĕсмĕл пасарĕнчи хĕрарăма вылянă хыççăн киле таврăнсан Кошкинский мана çапла каларĕ:

— Паянтан пуçласа Гарин-Михайловскин «Зора» ятлă юмахĕ тăрăх çĕнĕ киносценари çырма тытăнатăп. Картина «Сарпике» ятлă пулать. Тĕп роле эсĕ вылятăн.

Хĕлле, Ленинградра «Атăл пăлхавçисен» павильонри сыпăкĕсене ÿкернĕ вăхăтрах, Кошкинский иккĕмĕш сценари çырса пĕтерчĕ. Ăна Ленинградри «Госкино» фабрикин режиссерне Пантелеева вулама пачĕ. Сценари килĕшрĕ. Ăна «Госкино» пултарулăх канашĕ те ырларĕ. Актерсене те суйлама тытăннăччĕ, анчах режиссер пĕр чăваш актерне те илесшĕн пулмарĕ. Паллах, Сарпике рольне те мана выляттарасшăн пулман.

— Каллех утма-ларма пĕлмен актрисăна чăваш хĕрне выляттарасшăн ĕнтĕ, — терĕ те Кошкинский сценарие «Госкиноран» каялла илчĕ.

«Атăл пăлхавçисене» монтаж туса пĕтерсен титрсене чăвашла куçарса ÿкертĕмĕр те пĕр экземплярне хамăрпа пĕрле Шупашкара илсе килтĕмĕр. Картинăна правительство, обкомра ĕçлекенсем тата ытти яваплă çынсем пăхрĕç. Вăл пурне те килĕшрĕ. «Чăваш картини татах ÿкерме май çук-ши?» — сăмахларĕç вĕсем хавхаланса. Пире çакă çеç кирлĕ пулнă. Кошкинский Ленинградри «Госкино» пултарулăх канашĕ ырланă, Главрепертком ÿкерме ирĕк панă «Сарпике» сценарине обкома илсе каять те ун историне каласа парать. Обком секретарĕ Василий Алексеевич Алексеев ăна пулăшма сăмах парать.

Часах Кошкинский ЦИКа хут çырчĕ, иккĕмĕш картина ÿкерме укçа ыйтрĕ. Каллех 25 пин тенкĕ пачĕç. Кошкинские Чăваш АССРĕн уполномоченнăйĕ турĕç, киноорганизацисемпе килĕшÿ çинче ал пусма шантару хучĕ те çырса пачĕç.

Çакăн хыççăн эпир Мускава тухса кайрăмăр. Унти киноорганизацисем картинăна çурмалла ÿкерме килĕшмерĕç. Сценарие парăр, хамăр ÿкеретпĕр терĕç. Пирĕнпе пая кĕресшĕн пулмарĕç. Мĕн тумалла ĕнтĕ малашне?

Çав вăхăтра эпир Олег Николаевич Фрелих режиссерпа паллашнăччĕ. Вăл пире «Белгоскинопа» çыхăнма канаш пачĕ. Ун чухне студин фабрика çукчĕ. Вĕсем документлă картинăсем ÿкеретчĕç, «Белгоскинон» Мускавра кантур та пурччĕ.

Çак студин уполномоченнăйĕпе пирĕн уполномоченнăй пĕр чĕлхе хăвăрт тупрĕç, пĕрле картина ÿкерме килĕшÿ çырчĕç. Ма килĕшес мар: хатĕр сценари, 25 пин тенкĕ укçа-çке-ха!

Кĕçех картина ÿкерекен ушкăн йĕркеленчĕ. Режиссер — О.Н.Фрелих, оператор — А. Ф.Винклер, режиссер ассистенчĕсем — В.Массинопа Г.Левкоев, режиссера пулăшаканĕ — К.Е.Егоров. Актерсем суйлама тытăнсан режиссер Сарпике рольне пĕр сăмахсăрах мана пачĕ, Сарпике ашшĕне — И.Слободскоя, Евчĕ рольне — И.Максимов-Кошкинские, Зораима — В.Массинона, Тимĕрçе — Г.Левкоева, çĕр улпутне — А.Файта. Кĕске рольсене чăваш актерĕсем вылярĕç.

Эпир укçине пĕтĕмĕшпех «Белгоскинона» куçармарăмăр, 15 пинне хамăрта хăвартăмăр. Картина ÿкернĕ вăхăтра Шупашкара «Белгоскино» уполномоченнăйĕ, леш килĕшÿ çыраканĕ, укçа ыйтма килсе çитрĕ, анчах пирĕн уполномоченнăй унпа килĕшмерĕ:

— Эпир укçа тăккаларăмăр, халĕ эсир хăвăр пая хушăр, — терĕ.

Лешсем килĕшесшĕн пулмарĕç. Хирĕçÿ пуçланчĕ:

— Апла пулсан эпир пĕтĕмпех хамăр ÿкеретпĕр, — хăюллăн каларĕ пирĕн уполномоченнăй.

«Белгоскино» уполномоченнăйĕ ЦИКа та кайса пăхрĕ — усси пулмарĕ. Çапла пуçланчĕ «Чăвашкино».

«Сарпикене» Шупашкар çывăхĕнчи ялта, Вачалкассинче, ÿкертĕмĕр. Ялти çынсем — арçынсем те, хĕрарăмсем те, ватти-вĕтти те — массăллă сценăсене хаваслансах хутшăнчĕç. ‹...›

Картинăна Мытище завочĕсенче ĕçлекен чăваш рабочийĕсене чи малтанах кăтартрăмăр. Вĕсемпе пĕрле Шупашкартан килнĕ ЦИК председателĕ Иван Илларионович Илларионов, обком секретарĕ Гаврил Михайлович Михайлов, банк директорĕ Георгий Степанович Савандеев, ял хуçалăх министрĕ Иван Акимович Морозов, Чăваш АССРĕн Мускаври представителĕ Михаил Васильевич Шевле пăхрĕç.

Картина вĕçленсен куракансем тÿрех тухса кайма васкамарĕç. Вĕсем сценари авторне, режиссера, оператора, актерсене сцена çине кăларчĕç те алă çупса саламларĕç, картина ÿкернĕшĕн, хăйсене чи малтан килсе кăтартнăшăн тав турĕç.

Чăвашсене кăтартнă хыççăн вырăс рабочийĕсем ÿпкелешме тытăнчĕç: «Мĕншĕн чăвашсене кăтартатăр, пире кăтартмастăр?» — теççĕ.

Малалли пулать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.