«Чăвашкино» чĕрĕлсе тăрĕ-и?

17 Чÿк, 2015

Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен "Асам" кинофестивалĕ уçăлни шанăç кÿрет

Ĕнер Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен пĕрремĕш "Асам" кинофестивалĕ уçăлчĕ. Йĕркелÿçисем - ЧР Кинематографистсен союзĕ тата ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви. Фестиваль пуçаруçисен тĕллевĕ пархатарлă: киноискусствăри пултаруллă çынсене тупса палăртасси, чăваш киностудийĕсен çитĕнĕвĕсене халăхра сарасси. Конкурса тăратнă ĕçсене тĕрлĕ номинаципе пахалĕç. Кинофильмсем кăтартнисĕр пуçне картинăсене пахалĕç, ăсталăх класĕсем, презентацисем ирттерĕç.

Çитес çул Раççейре - Кино çулталăкĕ. Чăвашсем те хапăл йышăнчĕç çак хыпара, мĕншĕн тесен "Чăвашкино" йĕркеленнĕренпе шăпах 90 çул çитет. 1926 çулхи çĕртме уйăхĕнче чăвашсен пĕрремĕш илемлĕ фильмне - «Атăл пăлхавçисем» /Волжские бунтари/ - кăтартнă. Çав çулах вăл Пĕтĕм Союзри проката тухнă. Картинăри ĕç-пуç 1905 çулхи Исмел пăлхавĕпе çыхăннă.

Сценарие çирĕплетме Иоаким Степанович Мускава кайнă. Комисси председателĕ СССР Тĕп ĕçтăвкомĕн председателĕ Михаил Калинин пулнă. Çапла çуралнă чăвашсен пĕрремĕш илемлĕ фильмĕ.

Иккĕмĕш фильм - "Сарпике". Унăн сценарине Кошкинский вырăссен паллă çыравçин Гарин-Михайловскин "Зора" юмахĕ тăрăх çырнă. "Сарпикене" каярахпа "Чапаев" фильма ÿкерсе чапа тухнă паллă режиссерсем Георгипе Сергей Васильевсем монтажланă.

Виççĕмĕш ĕç - "Хура юпа". Унти тĕп сăнара калăпланă актриса Тани Юн çапла аса илнĕ пулнă: "Ман валли те сахал мар терт тупăнчĕ ун чухне: çулла ÿкермелли сценăна темшĕн хăварчĕç те кĕр пуçлансан тин ĕçе тытăнчĕç... Манăн Атăл урлă ишсе каçмалла-çке-ха. Çав сценăна сивĕ шывра ÿкерме тиврĕ... Кинора кадра пĕрре ÿкернипе çырлахмаççĕ, кашнинчех темиçе хут, тĕрлĕ енчен ÿкереççĕ. Хам пурнăçра унашкал шăнса кÿтнине урăх астумастăп та..."

Республикăра кино ĕçне аталантарас тĕлĕшпе Кинофикаципе кинопрокат управленийĕн Чăваш уйрăмĕ /"Чăвашкино"/ пысăк витĕм кÿнĕ. Ютра кăларнă хатĕр фильмсене кăтартас енĕпе çеç мар, вырăнти вăйпа илемлĕ, документлă кинокартинăсем ÿкерессипе те самай палăрнă вăл. Çавăн пекех сценаристсем, актерсем, режиссерсем, ÿнерçĕсем хатĕрленĕ. "Чăвашкинон" халăхăн культура шайне çĕклес ĕçри тÿпи питĕ пысăк.

"Чăвашкино" ултă çул - 1926-1932 çулсенче - ĕçленĕ. Çак тапхăрта илемлĕ çичĕ тата документлă 3 фильм ÿкернĕ. "Атăл пăлхавçисем", "Сарпике" /1926/, "Хура юпа" /1927/ çинчен маларах асăнтăмăр-ха. Илемлĕ фильмсен шутне çавăн пекех "Ял" /Вихрь на Волге, 1928/, "Апайка" /Прачка, 1929/, "Киремет кати" /Священная роща, 1931/, "Асту" /1932/ кĕртмелле. Документлă ĕçсенчен çаксене - "Страна Чувашская", 1927, "60 лет чувашской грамоты", 1927, "Рожденная Октябрем", 1930 - ÿкерме ĕлкĕрнĕ.

Хăш-пĕр ĕç пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха. "Вихрь на Волге", "Ял" - "Чăвашкино" пурнăçланă чи ăнăçлă ĕç теççĕ. Сценари авторĕ - Максимов-Кошкинский, ÿкерес ĕçе те наци кадрĕсем, массăллă сценăсене чăваш хресченĕсем хутшăннă. Çавна май фильм чăваш пурнăçне çывăх пулса тухнă, наци кăмăл-сипечĕпе те, йăли-йĕркипе те. Фильм сюжечĕ çапларах: 1917 çулхи юпа уйăхĕ хыççăн чăваш ялне Арсланов шахтер килет, çĕнĕ пурнăç тăвас тĕллевпе пăлхав çĕклет.

Фильмăн сценарийĕ упранса юлнă. Вăл çапла пуçланать: ял урамне ыйткалакансем килсе тухаççĕ, чÿречесенчен шаккаççĕ. Марье тухать, çакскерсене çимелли парать. Çак самант лăпкăн иртет, анчах кураканăн чунĕнче канлĕ мар, тем пулассăн туйăнать. Чăнласах иккен - часах пулăмсем çил-тăвăл пек çаврăнма пуçлаççĕ.

Лару-тăру çивĕчлĕхне Атăл çинчи пăр çĕмрен сăнарĕпе вăйлатнă. Акă малтанхи тапхăрта пăр выртать-ха, унтан - тапраннă, юлашкинчен - пăр каять. Пăр çĕмрен сăнарĕ совет киновĕнче çĕнĕ япала мар. Экран çинче унпа пуçласа В.Пудовкин "Мать" /1926 ç./ фильмра усă курнă. Çавăнтанпа асăннă сăнар тĕнче шайнех çĕкленнĕ. Мĕн тĕллевпе усă курнă-ха çак мелпе? Революци сăнарĕ пулнă вăл. "Вихрь на Волге" кинокартинăн пĕлтерĕшĕ тата, акă, мĕнре: çĕршыври çивĕч ыйтăва наци çĕрĕ çинче татса панипе. Фильм çак енĕпе те пархатарлă: çĕнĕ сăнар - рабочи класс сăнарĕ - туптаннă. Вăл - Арсланов шахтер. Этремен ялĕнче совет влаçĕ тăвасшăн кĕрешет.

"Апайкăри" Таиса хăюллă та хастар хĕр. Ăна, паллах, пирĕн пултаруллă та илĕртÿллĕ Тани Юн калăпланă. Картинăна пĕтĕмпех тенĕ пекех Хусанта, ун таврашĕнче ÿкернĕ, павильонри сценăсене - Мускавра. Хальхи вăхăтра чăваш хĕрĕсем "апайка" сăмах мĕне пĕлтернине пĕлмеççĕ те пулĕ. Анчах та Шупашкарти, Хусанти, Чĕмпĕрти мещенсем чăваш пикисенчен "апайка" тесе кулнă.

Асăннă ĕçе пуçласа Мускаври чи пысăк "Космос" кинотеатрта кăтартнă. Унти пысăк экран çине кăларакан картинăсене "боевик" тенĕ. Пирĕн "Апайка" та "боевиксен" ретне тăнă. Çакă "Чăвашкиношăн" та, унта ÿкерĕнекенĕсемшĕн те пысăк чыс пулнă.

1929-1930 çулсенче ялсенче колхозсем чăмăртанма тытăннă. "Чăвашкино" та çав пулăмран аякра тăма пултарайман ĕнтĕ. И.Максимов-Кошкинский те вырăс хаçат журналисчĕпе А.Чистяковпа "Хир хумханать" сценари çырма пикеннĕ. Картинăна ÿкерме пуçласан ятне улăштарнă, "Киремет кати" теме пуçланă.

Шăпах çак кинопа ĕçленĕ чухне "Чăвашкинона" "Востоккинопа" пĕрлештернĕ. Çапла "Чăвашкино" кун-çулĕ татăлнă. 1930 çулта унăн ĕçченĕсене Мускава куçарнă. Унта "Чăвашкино" материалĕсемпе усă курса тата тепĕр кинофильм - "Октябрь тивлечĕпе çуралнă Рес­публика" - ÿкернĕ.

1932 çулта "Востоккинора" чăвашла тепĕр картина тухнă. Сценарине Кинематографи институтĕнче вĕренекен чăваш ачи - халĕ эпир пурте лайăх пĕлекен Никифор Мранька прозаик - çырнă. Унăн ĕçĕ ăнăçлах пулайман, çавăнпа Кошкинские те явăçтарнă. Çапла майпа "Асту" фильм çуралнă. Питĕ ытарлă пулса тухнă-çке: ентешĕмĕрсен юлашки ĕçĕн ячĕ пире астăвăмлă пулма, вĕсем тунă ĕçе манăçа кăлармалла маррине аса илтермест-и-ха?

Çакна та асăнса хăвармалла: 1926 çулта Чăваш Ене куçса çÿрекен киноаппаратурăн 4 комплектне пуçласа илсе килнĕ. Çулталăкран Шупашкарта çеç мар, Улатăрпа Сĕнтĕрвăрринче те кинотеатрсем, куçса çÿрекен 10 киноаппаратура пулнă. 1928 çулта кинотеатрсем çавăн пекех Етĕрнере, Çĕрпÿре, Канашра тата Пăрачкавра уçнă. Киносеть питĕ хăвăрт аталанса пынă. 1931 çул тĕлне ялсенче кино кăтартакан хатĕрсем 57-че çитнĕ.

1933 çулта Шупашкарта кинона сасăллă кăтартакан 700 вырăнлă "Художественный" кинотеатр хута кайнă, 1950 çулта ăна "Родина" ятпа улăштарнă. Унта кăтартнă пĕрремĕш фильм - "Златые горы". Çакă та кăсăклă: республикăри чи пысăк кинотеатрсенчен пĕрне - "Çеçпĕле" - 1973 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче уçнă. Куравçăсем пăхнă пĕрремĕш картинăсем: "Çеçпĕл" тата "Приваловские миллионы". Тăван çĕршывра кăларнă фильмсене кăтартас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн 1994 çулта "Çеçпĕле" кинематографири "Золотой Овен" премипе наградăланă. Вăл 1998 çултанпа Раççей кино центрĕччĕ. Шел, çакăн пирки иртнĕ вăхăтпа калаçма тивет, "Çеçпĕл" кăçалтан ĕçлеме чарăннă.

Халĕ, пĕр ĕмĕре яхăн иртнĕ хыççăн, хаш сывласа: "Пирĕн те киностуди пулнă", - темелли çеç юлать-шим? Çак пулăмпа килĕшес теменнисем те çук мар-ха Шупашкарта. Вырăнти режиссерсем /ахăртнех, Максимов-Кошкинский йĕркеленĕ "Чăвашкино" тĕслĕхĕ канăç паман-тăр/ хăйсен вăйĕпе чăвашла кино ÿкерес ĕçе пуçăннине палăртса хăвармалла. Сакăр çул каялла республика тĕп хулинче халăхсен хушшинчи патриотлăх туйăмне аталантаракан " Атăл чиккинче" кинофестиваль пуçласа иртрĕ. Ун хыççăнхисен теми сахал йышлă халăхсен кинематографине аталантарассипе çыхăннă. Шăпах çакна кĕтнĕччĕ те ĕнтĕ пирĕннисем. Вĕренмелли, опыт пухмалли пайтах унта. Пĕлтĕрпе кăçал пирĕннисем те хутшăнчĕç: иртнĕ çул В.Карсаковăн "Юхха", кăçал М.Никитинăн "Хорло" картинисем фестиваль йĕркелÿçисене те, куракансене те самай калаçтарчĕç.

Кинофестиваль вăхăтĕнче киносеанссем çеç мар, пресс-конференцисем, пултарулăх каçĕсем, ăсталăх каçĕсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Темиçе çул каялла "Халăхсен хăйсен кинематографине йĕркелеме право пур: хальхи вăхăтри тĕнчен фильмĕсемпе сăн-сăпачĕ" "çавра сĕтел" иртнĕччĕ. Унта паллă кинокритиксем: Алла Гербер, Елена Стишова, Ирина Гращенкова, Вячеслав Шмыров, ытти тăрăхран килнĕ режиссерсемпе критиксем хутшăннăччĕ.

Вячеслав Шмыров Шупашкарти кинофестивалĕн тĕп тĕллевне хальхи вăхăтри халăхсен пуян хăйевĕрлĕхне, культурине уçса парассипе, вĕсене тĕнче глобализацийĕн условийĕсенче упранса юлма тата малалла аталанма майсем тăвассипе пĕр килнине палăртнăччĕ.

Шăп çав тапхăрта Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ Никита Бичурин çинчен илемлĕ фильм ÿкерме сĕннĕччĕ. Ун чухне пуçа ватма та пуçланăччĕ: кам пуçăнĕ çак ĕçе? Ютри киностудисем-и е хамăрăнни-и - чăн Чăваш çĕрĕ çинче никĕсленни? Халăхсен хăйсен кинематографине йĕркелеме право пуррине пĕлетпĕр-ха, анчах ăна пурнăçа кĕртме темшĕн /яланах "укçа çук" тетпĕр/ тăхтаса тăратпăр. Çапла чăвашсен пысăк ĕмĕчĕ те "шывра сенĕкпе çырăннăн" çеç юлчĕ.

Кинофестиваль программинче те пирĕннисен ĕçĕсем çукпа пĕрех. Мĕн чăрмантарать ун "картинче" пулма? Шухăшласа пăхар-ха. Пирĕн кинофильмсем пахалăхĕ пĕчĕкрех шайра пулнă пирки унта лекеймеççĕ. Çавăнпа та пĕлтĕрхи кинофестиваль программипе иртнĕ "çавра сĕтелте" наци фильмĕсене кăтартас ĕç пирки хĕрÿ калаçу пулчĕ. Фестивалĕн пултарулăх ертÿçи Сергей Лаврентьев çитессинче сахал йышлă халăхсен фильмĕсене кăтартма уйрăм программа йĕркелеме шутлани çинчен пĕлтернĕччĕ. Телее, кăçал çакă пурнăçа кĕчĕ. Апла пулин те унта чăваш кинорежиссерĕсен картинисем пахалăхĕпе ыттисенчен уйрăларах тăраймарĕç, ытларах пайĕ театрти спектакальсене аса илтерчĕ. Сценарисем хавшак, ÿкерÿ ăсталăхĕ те, актерсем выляни те куракана тивĕçтермеççĕ.

Лайăх кино халăхăмăрăн ятне-сумне çĕклеме пулăшать, чăваш çыннине малашлăха шанса пурăнма хавхалантарать. Тăван литературăн ылтăн çÿпçинче упранакан "Нарспи", "Хура çăкăр", "Ĕмĕр сакки сарлака", "Сĕве Атăла юхса кĕрет" произведенисене экран çине кăлармаллах. Чи пахи - ку енĕпе ĕçлес кăмăллă çынсем пурри. Нумаях пулмасть ЧР Кинематографисчĕсен союзĕ чăмăртанчĕ. Олег Цыпленков ертсе пыракан организаци хăйĕн умне пысăк тĕллевсем лартать. Вĕсене пурнăçа кĕртсе çак кунсенче республикăра Пĕтĕм чăвашсен "Асам" кинофестивалĕ иртет. Халиччен Чăваш Енре унашкал мероприяти пулманччĕ-ха. Шанас килет: Максимов-Кошкинский пуçарса янă пархатарлă ĕç, йывăрпа пулсан та, малаллах кайĕ. Вара эпир хавхаланса: "Пирĕн те хамăрăн кино пур!" - тенĕ пулăттăмăр.

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.