"Чăвашавтотрансăн" - çĕнĕ ертÿçĕ

20 Çĕртме, 2014

ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин "Чăвашавтотранс" ПУП директорне уйăрса лартма конкурс ирттернине пĕлтĕм. Предприятие ертсе пыма кама лартрĕç-ши?

А.САВУШКИН.

Хĕрлĕ Чутай районĕ.

Конкурс комиссийĕн ларăвĕ çĕртмен 2-мĕшĕнче иртнĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе çийĕнчех паллаштарманран Шупашкарта сас-хура сарăлчĕ. Пĕрисем темиçе çул каялла район администрацине ертсе пынăскере, теприсем автотранспорт çул çÿревĕн ветеранне, акционерсен "АвтоВАС" уçă обществин гендиректорне Владимир Палеева суйласа илнĕ терĕç. Республикăри автовокзалсемпе автостанцисен çак хуçи, хăйĕн хальхи должноçĕнче пысăк тупăш илекенскер, патшалăх предприятине ертсе пыма килĕшесси малтанах иккĕлентерчĕ. Çемье бюджетне пуянлатма тĕллев тытнă тепĕр кандидат пĕр самант та шухăшласа тăмасăр хăйĕн çине пысăк çĕклем илесси куç кĕретчĕ. Комисси Евгений Мореплавцева гендиректор пуканне йышăнма сĕннĕ, çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче ăна çак должноçа çирĕплетнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.