Чăваша лаша кирлех

Кăçал Çĕнĕ çул ячĕпе мана чи малтан Чĕмпĕртен Станислав Толстов композитор саламларĕ.

– Тин çеç вун иккĕ çапрĕ, – терĕ вăл кăмăллăн. – Сана лаша çулĕнче, культура çулталăкĕнче çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп...

Савăнтăм, салама йышăнтăм. Пĕлетĕп, Станислав Петрович çут çанталăк тусĕ, Патăрьел тăрăхĕнчи пысăк вăрман çумĕнчи Сăкăтра çуралса ÿснĕскер, лашасене питĕ юратать. Юратмасăр, çÿрен лаша телейлĕ ачалăхăн савăнăç сăпки-çке. Лайăх, тирпейлĕ пăхсан, кунĕн-çĕрĕн хăваламасан вăтăр çул таранах пурăнать вăл.

Турта хушшинче вăкăр

Çур ĕмĕр каялла ялта эпĕ бригадир çумĕ пулса ĕçлеттĕм. Мана Напев ятлă ăйăр шанса панăччĕ. Лăпкă лаша. Ăслă та. Пуçĕпе тĕксе алăка уçатчĕ. Куçран пăхма юрататчĕ. Çынна веçех ăнланать тейĕн. Утă çинипе çеç нихçан та çырлахмастчĕ. Çăварĕ патне сĕлĕ тултарнă хутаç çакса яраттăм. Тепĕр чух кавăн е кăшман параттăм. Куллен çăкăр чĕлли, сахăр катăкĕ хыптараттăм. Пуçне уха-уха тав тăватчĕ мана Напев.

Икĕ эрнере пĕр хутчен кошелка кÿлсе Тĕрлемесе совхоз кантурне кайса килеттĕм. Лаша салхулăха, кичемлĕхе юратмастчĕ. Эпĕ вăрах вăхăт чĕнмен чухне, юрттипе чупнă çĕртех пуçне вăш-вăш пăрса, ман еннелле пăхса илетчĕ. Тăсса яраттăм вара «Жестокость» кинофильмри вырăс юррине, «Отшумели снега и метелица, отгремела лихая пора...» Напев тÿрех пуçне ухма пуçлатчĕ. Питĕ ырă чунлă пулнă урхамах! Çăварни ăсатнă кун пĕкĕ çине йĕс шăнкăрав çакса, хитре тутăр çыхса, ăйăр пуçне эреветлĕ хăюсемпе капăрлатса ялти ача-пăчана ярăнтараттăм.

Çапла пĕрре çеç мар каласа панă эпĕ çак чаплă вăйăçа хамăр ялти лашасем çинчен. Вунă-вун виçĕ çулхи ачасем лашасенчен уйрăлма та пĕлмен вĕт. Çу кунĕсенче хирте ĕçленĕ, каçсерен выртмана çÿренĕ. Хамăр айра вăйлă янавар пулнăшăн мĕн тери савăннă! Ăна юратнă, çуса-тасатса тăнă. Халĕ те чун-чĕрене хĕссе-чăмăртаса ыраттаракан тунсăхпа аса килеççĕ çав самантсем.

Станислав Петрович ăмсанатчĕ мана. Ялти çил çунатсем савăнăç кÿмен-мĕн ăна. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан Сăкăтри лашасене фронта илсе кайнă. 1943 çулта çак пысăк яла уй-хирте кÿлсе ĕçлеме аякран 9 вăкăр кÿрсе килнĕ.

Турта хушшинче вăкăр. Пăхăнмасть, итлесшĕн мар вăл хресчене. Ку – тарăху, ылхан, куççуль...

Малашне ял çыннисем килти вăкăрсене, унтан ĕнесене те турта хушшине тăратаççĕ. Çакă халăх пурнăçне, вĕсен кулленхи ĕçне самай çăмăллатать. Ĕнесемпе килти тата колхозри ĕçсене пурнăçлаççĕ. Çапла вара ялта ĕнесене çитмĕлмĕш çулсен вĕçĕнче çеç кÿлме пăрахаççĕ.

Колхозра лашасем сахал пулнă. Пуррисемпе те утланса çÿреме вăхăчĕ пулман Стасикăн. Музыка шкулне çÿренĕ, çу каçа кĕтÿ кĕтнĕ. Çапах та лашасем çинчен Станислав Петрович çав тери юратса, хавхаланса калаçать. Уйрăмах хăйсен ялĕнче тахçан аллăмĕш çулсен варринче чапа тухнă Ветрогон урхамах çинчен сехечĕ-сехечĕпе калама пултарать.

Лашана çапла хисеплекен çын ăна чăпăрккапа çапма мар, аллипе хăмсарма та хăяймасть пулĕ тетĕп.

Сăкăтри Ветрогон урхамах колхозри Ворон ятлă ăйăрпа ăратлă Карка ятлă кĕсререн çут тĕнчене килнĕ. Ăна Юхма тăрăхĕнче çеç мар, кÿршĕллĕ пур районта та пĕлсе тăнă. Пăхма лăпкă, пĕр тĕпĕртетмесĕр, лăп-лап пускаласа çеç чупакан лаша ăмăртусенче çуллен мала тухнă. Сăкăт çыннисем çеç мар, пĕтĕм Патăрьел районĕн халăхĕ Ветрогон чупнине чунран юратса пăхнă. Ăмăртса чупнă вăхăтра вăл пĕр урхамаха та хăйĕнчен иртсе кайма паман. Яхăнне те яман! Хăйне ăшшăн пăхакан, ырă сунакан, çап-çуттăн çиçекен куçсене туйса, ăша хывса чупнă теççĕ ăна! Урхамахсен ăмăртăвĕсенче ăçта кăна пулман вăл! Пур çĕрте те мала тухса Сăкăта хĕрлĕ хăю çакса çĕнтерÿпе таврăннă. Ветрогон!!! тесе харăссăн-харăссăн кăшкăрнине питĕ юратнă теççĕ. Пулĕ, хамăр курман çав...

Пулнă лаша, анчах чупсах пĕтрĕ теççĕ ваттисем. Питĕ чупмĕччĕ, анчах хăвалаççĕ-çке. Ветрогон нихăçан йывăр тиевлĕ урапа е çуна турти хушшине тăрса курман. Ахаль колхозник ун çывăхне пыма хăяйман. Колхозри ик-виçĕ çын çÿренĕ унпа. Пуçлăхсем. Элита. Инкек пулнă кун та ирхине ирех Ветрогонпа колхоз председателĕн çумĕ, парторганизаци секретарĕ хуçалăх ĕçĕпе Шăмăршă вăрман хуçалăхне кайса килнĕ. Унтан тепĕр хут каллех Шăмăршă халăх судне вĕçтернĕ. Таврăнсан çывăх тăванĕсене Кивĕ Катеке хăнана кайса леçнĕ. Çакăн чухлĕ вăрăм çул хăвăрт чупма хăнăхнă урхамахшăн ытларах та пулма пултарнă. Ахальтен каламан çав: «Сăртран антăн – тăрса кан, сăрта хăпартăн – ларса кан» тесе. «Урине шыв ларнă, çавăнпа вилнĕ пулас», – ăнлантарчĕ мана Станислав Петрович. Эпĕ паллакан Сăкăт çыннисем пач урăхла сăлтавлаççĕ тата: «Унăн чĕри ирĕлсе кайнă», «кураймасăр наркăмăш парса вĕлернĕ», «тĕттĕмре юпана пырса çапăннă» тата ытти те.

Халăх хушшинче чапа тухнă урхамах вилни колхозниксене хытă тарăхтарать. Отчетпа суйлав пухăвĕнче вĕсем çак юлташа колхоз председателĕн çумĕ кăна мар, правлени членĕ пулма та суйламаççĕ. Коммунистсем те хăйсен пухăвĕнче çĕнĕрен йĕркеленĕ бюро членĕ пулма шанмаççĕ.

 

«Лашисем юставлă, ураписем пуставлă»

Епле хитрелетсе каланă чăвашсем лаша çинчен сăмах пуçланă чух. Лаша – çур пурнăç тениех мĕне тăрать. Пĕтĕм хуçалăха йĕркеллĕ тытса пыма пулăшакан чĕр чун вĕт. Ахальтен мар лаша урлă ал парса тупа тунă. Мĕн тери пысăк сăвап! Чăвашсем çăкăр тытса, çĕр çыртса тупа туни çинчен сахал мар вуланă-ха. Çак йăла-йĕрке лашапа та тÿремĕнех çыхăннă. Ашак пысăк та унпа шыв турттараççĕ, сар кайăк пĕчĕккĕ те алăра çĕклесе çÿреççĕ тенĕ евĕр лаша пирки шÿтлесе, йĕкĕлтесе каланă каларăшсем те тĕл пулмаççĕ.

Анчах та питĕ шел, ХХ ĕмĕр вĕçĕнче эпир лашаран темшĕн писрĕмĕр, шута хуми пултăмăр. Çав хушăрах техника прогресĕ этем пурнăçне «лаша вăйĕ» текен çĕнĕ ăнлану кĕртрĕ. Хальхи компьютерпа интернет пекех хăвăрт сарăлчĕ вăл. 1980 çулсенче эпир çĕр ĕçне 70-80 процент механизаторсен аллине пани çинчен калаçма пуçларăмăр. Ку тĕлĕшпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре те ÿсĕмсем пулчĕç. Пур çĕрте те – трактор, машина, механизм, электроэнерги... Лашасем вара сайра-хутра çеç курăнкалама пуçларĕç. 1970 çулта кашни ĕçчен пуçне 11 лаша вăйĕ чухлĕ электроэнергипе усă курнă кулсан, 1981 çулта çакă 26 лаша вăйĕ таран ÿснĕ. Кун пек хăватсем нихçан та пулман-çке! Анчах чăн-чăн лашасем ял çыннин куçĕ умĕнчех çултан çул манăçа тухса пычĕç.

1980 çулта пирĕн республикăра 28 пин лаша шутланнă. Çакă 1960 çулхипе танлаштарсан икĕ хут сахалтарахчĕ. Уйрăмах Канаш, Красноармейски, Пăрачкав, Шупашкар, Çĕрпÿ, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк районĕсенче вĕсене пĕр шеллемесĕр, йышлăн пĕтернĕ. Нумай хуçалăхра лашапа ĕçлеме те манса кайнăччĕ. Çамрăк лашасене турта хушшине тăма вĕрентмеççĕ, таканлама та никам та пĕлмест. Теме пула «лаша» ăнлану «выльăх» пĕлтерĕшĕнчен тĕпĕпех тухса ÿкнĕччĕ. Тĕлĕнмелле, ăна апат уйăрса памаççĕ. Вĕсен шучĕ те бухгалтери отчетĕнче кăна пур. Лашасемпе мĕн чухлĕ ĕç тунине шута илмеççĕ. Шута илсен те, çав хисепе пĕчĕклетсе кăтартаççĕ, техника ĕмĕрĕ-çке-ха. Çавăнпа хăш-пĕр хуçалăх пуçлăхĕсем лаша ĕлĕкхи пĕлтерĕшне çухатни çинчен сурчăк сирпĕтсех калаçкаларĕç. «Тракторсемпе машинăсене сĕлĕ кирлĕ мар, вĕсем вăйлă, хăвăрт çÿреççĕ. Лаша тытнин усси çук» – терĕç.

Ялта лашасăр мĕнле пурăнăн? Вăл яланах çĕр çыннишĕн шанчăклă тĕрек пулнă. Ăçта лаша нумайрах, ăçта вĕсене лайăхрах пăхаççĕ, унта хуçалăх та пуянрах пурăннă, мĕн пур ĕçе пысăк пахалăхпа, палăртнă вăхăтра тума ĕлкĕрнĕ. Халĕ пăхатăн та – чун ыратса каять, пĕчĕкçĕ хăмана та, вăтăр-хĕрĕх кирпĕче те, пĕр бидон сĕте те хăватлă машинăпа турттараççĕ. Хуçалăхри аслă специалистсем кирлĕ-кирлĕ маршăнах кирек ăçта çитсе килме те автомобиль чуптараççĕ. Пĕр-ик карçинкка тислĕке автомобиль багажникĕнче турттаракансем те пур теççĕ. Ял çыннисен килти пахчисене сухаланă-сÿреленĕ чухне те, кирек ăçтан вутă-шанкă е утă-улăм турттарнă çĕрте те лашана нимпе те улăштарма май çук. Чăваша лаша кирлех.

Хăватлă техникăпа механизмсем пулнă çĕртех ĕç лашисемпе пĕлсе усă курнă хуçалăхсене асăнса хăварассăм килет. Çак тĕслĕхсем нумай ăрусемшĕн шанчăклă ĕçленĕ лашасене манăçа хăварма юраманнине тепĕр хут çирĕплетеççĕ.

 

Ялти ятлă ĕçлекен

Елчĕк районĕнчи «Слава» колхозра 1980 çулта юпах тихасемпе пĕрле илсен 250 лаша шутланнă. Вĕсемпе çав çулхине 25 пин лаша кун чухлĕ ĕç тунă. Пĕр лаша-кун хăйхаклăхĕ – 2 тенкĕ. Çав ĕçех тракторпа пурнăçлани хуçалăха 10 хут ытла хаклăрах ларать. Лаша тытни пысăк усă пани çинчен колхоз председателĕ Ленин орденĕпе Октябрьти революци орденĕн кавалерĕ Иван Денисов нумай тĕслĕхпе çирĕплетсе пачĕ.

– Чылай вак-тĕвек ĕçе лаша вăйĕпе туни лайăхрах та йÿнĕрех, – терĕ вăл. – Колхозшăн фермăра ĕçлекен пĕр мăшăр лаша «Беларусь» трактора улăштарать. Çавна май продукци хăйхаклăхĕ чакать. Хуçалăхра 200 лашапа усă курнине шута илсен, мĕн чухлĕ çунтармалли-сĕрмелли материал, саппас пайĕ перекетлетпĕр!

Хуçалăхра тракторсем патне çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттарма кашни бригадăрах пĕрер лаша уйăрнă. Ытти çĕрте те – лашасем, пĕчĕк лаптăклă уйсене сÿрелеççĕ, якатаççĕ, тырă турттараççĕ, улăм пуçтараççĕ т.ыт.те. Колхоз правленийĕ кашни колхозниках килти хуçалăхра çĕр улми лартма, йăрансем хушшине кăпкалатма пĕр тÿлевсĕрех лаша парать.

Çав çулхине Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозра пулни те асăмра-ха. Колхоз председателĕ Аркадий Айдак хăй те юланутпа çÿреме ăстаччĕ. Колхозра çултан-çул машинăсен шучĕ ÿссе пыни ял çыннине майĕпен çут çанталăкран уйăрса пыни çинчен шухăшланăччĕ вăл. Лашасем пирки унăн хăйне евĕр шухăшĕ-тĕллевĕ пурччĕ. Хуçалăхра 190 лашаччĕ. Çав шутран çирĕмĕшне спорт шкулне уйăрса панă. Лашасемпе уй-хир ĕçĕсенче анлăн усă курнă. Урапи-çуни те, ут таврашĕ те çителĕклĕ. Колхозра ятарласа урапа-çуна тăвакан цех уçнă. Унта урапа тукунĕ, çуна тупанĕ, пĕкĕ аваççĕ, çĕнĕ урапа-çуна туса хатĕрлеççĕ. Паян тесен паян кÿршĕри хуçалăхсене 50 çунапа 60 пĕкĕ сутма пултараççĕ. Çакă мар-и ĕнтĕ ĕç лаши çине чăн-чăн хуçа пек пăхни?

Çакă савăнтарать: Ачак тăрăхĕнче ватти-вĕтти лаша юратать. Ĕçпе юрă уявĕсенче юланутсен ăмăртăвĕ пуçланасса кĕтеççĕ. Лаша чупать – пурнăç пырать.

Питĕ шел, аса илÿ ырă, анчах лашасене манăçа кăларса пыратпăр. Теорине пĕлетпĕр те пурнăçра пач урăхла пулса пырать. Пирĕн респбуликăра 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 5,5 пин лашана шута илнĕ, 3,8 пин уйрăм çынсен, 1,5 пин – коллективлă ял хуçалăх предприятийĕсен, 200 пуç хресчен (фермер) аллинче... Статистика кăтартăвĕсем куççуль кăларттараççĕ.

Ял çыннине лашасăр пурăнма питĕ йывăр пулнине мантăмăр... Кăмăс мĕнне пĕлместпĕр, лаша ашĕнчен пĕçернĕ кăлпасси пулнине мантăмăр.

Турă каçартăр, лашана «Хĕрлĕ кĕнекене» кĕртес марччĕ.

Герман ЖЕЛТУХИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.