Чăваш журналистикин тулли кун-çулĕ.

8 Утă, 2014

Массăллă информаци хатĕрĕсемсĕр - хаçат-журналсăр, телекуравпа радиосăр - пирĕн республикăна куç умне кăларса тăратма та йывăр. Вĕсем пулăшнипе Чăваш Енри пулăмсем çинчен кунта пурăнакансем кăна мар, республика тулашĕнчи çынсем те пĕлеççĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем, вĕсен историйĕ тата профессири çитĕнĕвĕсем çинчен Чăваш Республикин Журналистсен союзĕ 90 çулхи юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ "Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕ" каласа кăтартать.

Содержанийĕпе тата калăпăшĕпе сумлă кăларăма халăх патне çитерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен проект авторĕ тата ертÿçи ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий КОМИССАРОВ каласа парать:

- Хăйĕн автономийĕн 100 çулхи тата тĕп хулин 550 çулхи юбилейĕсене паллă тума хатĕрленекен Чăваш Енĕн историне журналистсен материалĕсем урлă пăхма витĕмлĕрех. Республика пурнăçĕн чи хурлăхлă та савăнăçлă саманчĕсем, Андриян Николаевăн, Святослав Федоровăн, Надежда Павловăн пурнăç çул çыравĕ, Шупашкар ГЭСне, промышленноç тракторĕсен заводне, "Химпрома" вĕсен аталанăвĕ - çав материалсенче çаксем тата нумай япалапа пулăм веçех пур. Çапла, регион журналистики регион пурнăçне çутатакан хăйне евĕрлĕ тĕкĕр вырăнĕнче.

Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕ - пирĕн республикăри журналистсен организацийĕн пĕрлехи ĕçĕ. Çак шайри справка-библиографи кăларăмне хатĕрлеме эпир 4 çул каялла шухăшлама пуçланăччĕ - кĕнекене пултарулăх союзне йĕркеленĕренпе 90 çул çитнĕ тĕле кăларасси çинчен ЧР Журналистсен союзĕн XVII съездĕнче йышăннăччĕ.

Чăваш журналистикин историне, вăл хальхи вăхăтра еплерех аталанса пынине сахал тишкернĕ, республикăри малтанхи хаçатсенчен пĕри "Хыпар", ялти корреспондентсен юхăмĕ мĕнлерех йĕркеленни çинчен пысăках мар ĕçсем пур. Çавна май чăваш журналистикин историйĕ çинчен кĕнекесем кăларма пуçларăмăр. Ку енĕпе ăнăçлă утăмсем тума май килчĕ: "Журналисты Чувашии" кĕнеке кăларнă /вăл Раççей Журналистсен премине илме тивĕçлĕ пулчĕ/, хаçатăн 100 çулхи юбилейне халалланă "Первая чувашская газета "Хыпар" кĕнеке кун çути курчĕ. "Чăваш Ен" патшалăх телерадиокомпанийĕн юбилейĕ тĕлне те кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Тăваттăмĕш проект, 2007 çулта пичетленсе тухнă "Районные и городские газеты Чувашии" 2 пин экземпляр тиражпа кун çути курнăскер, питĕ хăвăрт саланчĕ.

Сăмах май, 2007 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче Раççей Журналистсен союзĕ саккас панипе "Раççей Журналистикин энциклопедийĕ" икĕ томпа пичетленчĕ. Ăна журналистсен Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери конгресне халалларĕç. Халĕ Чăваш Ен журналистикин йĕркеленĕвĕпе аталанăвĕн историйĕ çинчен çакнашкал энциклопеди пирĕн республикăра та пур.

Кĕнекене 2400 яхăн статья, 1400 ытла сăн ÿкерчĕк тата ытти иллюстраци кĕртнĕ. СССР тата Раççей Журналистсен союзĕсен членĕсен, чăваш кăларăмĕсен пĕрремĕш редакторĕсен, фронт корреспонденчĕсен, пичет ветеранĕсен, Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсен редакцийĕсен ертÿçисемпе сотрудникĕсен, журналистсемпе полиграфистсен биографийĕсене илсе кăтартнă. Кĕнекере çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсемпе, полиграфи отраслĕпе çыхăннă пайăр пулăмсем, объектсем çинчен каласа панă.

Энциклопедире Раççейĕн ытти регионĕнче тухса тăракан чăваш кăларăмĕсем пысăк вырăн йышăннă. Республика тулашĕнче пурăнсан та чăваш халăхĕ хăйĕн чĕлхипе культурине сыхласа хăварма тăрăшать, тăван чĕлхепе вулама ăнтăлать. Энциклопедие хатĕрлекенсемпе "Канаш" /Чĕмпĕр/, "Сувар" /Хусан/, "Тăван" /Тюмень/, "Урал сасси" /Пелепей, Пушкăртстан/ хаçатсем кăмăлтанах çыхăну тытса ĕçлерĕç. Энциклопеди ентешлĕхсене, общество организацийĕсене кăсăклантаратех тесе шухăшлатăп. Раççейĕн нумай субъектĕнче чăвашсен наци культура пĕрлешĕвĕсем ĕçлеççĕ, вĕсен хушшинче Мускаври, Санкт-Петербургри, Самарти, Тюмень облаçĕсенчи, Тутарстанпа Пушкăртстанри общество пĕрлешĕвĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Пирĕн ĕçе вĕсем тивĕçлипе хакласса шанатăп.

Словарь статйисене хаçат-журнал, телеканалсен, радиостанцисен редакцийĕсем, информаципе реклама агентствисем, полиграфи предприятийĕсем, пичет ветеранĕсем, журналистсем тăратнă документсемпе фактсене, материалсене тĕпе хурса хатĕрленĕ. Çавăн пекех ЧР Журналистсен союзĕн съезчĕсен материалĕсемпе, регион энциклопедийĕсемпе, справочниксемпе, журналистсен пуххисемпе, аса илĕвĕсемпе, архив материалĕсемпе тата ыттипе те усă куртăмăр.

Кĕнекене хатĕрленĕ май Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн проекчĕсен тĕп редакторĕсем - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.И.Зырянов, республикăри журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Н.А.Осипова сахал мар ĕçлерĕç. Журналистика ветеранĕсем А.И.Михайлов, С.А.Карягин, Д.Ф.Семенов, И.А.Прокопьев, В.П.Прокопьев, Ф.Ф.Федоров, П.И.Ефимов, В.Н.Алексеев, В.С.Лапин, А.И.Скворцов, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ И.Я.Тенюшев профессор, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика кафедрин заведующийĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ А.П.Данилов профессор, "Чăваш Ен" патшалăх телерадиокомпанийĕн директорĕн çумĕ - телекуравăн информаци программисен службин пуçлăхĕ Е.И.Егорова, ЧР Наци телерадиокомпанийĕн директорĕ А.Н.Магарин, В.П.Романов, Н.А.Порфирьев, Г.Т.Верблюдов, И.С.Клочков, О.Г.Мальцев, Н.Д.Зверев журналистсем тата ыттисем те пысăк пулăшу кÿчĕç.

Энциклопедие хатĕрленисем Чăваш Республикин, Раççейĕн ытти регионĕн массăллă информаци хатĕрĕсен, полиграфи предприятийĕсен, ЧР ертÿлĕхне, ЧР Журналистсен союзĕн хастарĕсене, пичет ветеранĕсене, ЧПУ преподавателĕсемпе студенчĕсене, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн, ЧР Патшалăх архивĕн, Культура министерствин, Информаци политикин министерствин ĕçченĕсене кĕнекене хатĕрлеме пулăшнăшăн тав тăваççĕ.

Кĕнекене 3 пин экземплярпа кăларнă. Энциклопеди журналистсене, полиграфистсене, кĕнеке кăларакансене, культура ĕçченĕсене, ăсчахсене, политиксене, аслă шкулсен преподавателĕсене, студентсене тата тăван ен историйĕпе, унăн культурипе кăсăкланакансене пурне те интереслентерессе шанатăп.

Н.ОСИПОВА çырса илнĕ

Автор: